2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен унччен социаллă хÿтлĕх органĕсенче илнĕ хăш-пĕр социаллă пулăшусене РФ Пенси фончĕ пама тытăнать. Мĕнле категориллисене-ха:
– ĕçлемен ачаллă граждансене;
– радиаци хăрушлăхĕн витĕмне тÿснисене;
– реабилитациленисене;
– инвалидсене /инвалид ачасене/, медицина кăтартăвĕсем тăрăх транспорт хатĕрĕсем пуррисене;
– çар çыннисене тата вĕсен çемйисене, пенсие РФ Пенси фончĕ урлă илекенсене.
2021 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Федераци саккунĕн «Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» проектне пĕрремĕш вулавпа йышăннă. Саккунра ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси пирки приказ проектне хатĕрленĕ.
РФ Пенси фончĕ урлă çак тÿлевсене параççĕ:
– ачана 1,5 çула çитиччен пăхакан ĕçлемен граждана уйăхсерен паракан пособие;
– пепке çуралсан пĕр хутчен паракан пособие;
– организаци хупăннине пула ĕçсĕр тăрса юлнă хĕрарăмсене йывăр çын чухне тата ача çуратнăшăн паракан пособие;
– ачана çемьере воспитани пама илекенсене пĕр хутчен паракан пособие;
– призывпа çар службинче тăракан çар служащийĕн йывăр çын арăмне пĕр хутчен паракан пособие;
– призывпа çар службинче тăракан çар çыннин йывăр çын арăмне уйăхсерен паракан пособие.
В.ЕГОРОВ,
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службин ертÿçи.