Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Массăллă хÿтĕлевпе спорт уйăхлăхĕ

Массăллă хÿтĕлевпе спорт уйăхлăхĕ

Елчĕксем малта

Февралĕн 5-6-мĕшĕсенче тĕп хулари В.Кочков ячĕллĕ 5-мĕш шкулта юниорсен хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăмăртусем иртнĕ.

Малтанхи кун йĕркеленнĕ тупăшура 65 кг çитичченхи виçере Аслă Шăхаль ялĕнчи Марина Зайцева палăрнă, бронза медале çĕнсе илнĕ. Хĕр маларах Сергей Александров патĕнче ăсталăхне туптанă, хальхи тренерĕ – Д.Григорьев.

Иккĕмĕш кунĕнче те Елчĕксем ăнăçлă ăмăртнă: 53 кг çитичченхи виçере Кармалти Анастасия Лапшина /тренерĕсем – Е.Жирновăпа А.Ефимов/ 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Республикăри ăмăртура çавăн пекех 79 кг çитичченхи виçере Çĕнĕ Пăвари Евгений Абрамов çĕнтернĕ. Вăл маларах С.Александров тренер патĕнче ăсталăхне туптанă, халĕ Шупашкарта вĕреннĕ май унпа А.Власовпа К.Батраков тренерсем ĕçлеççĕ.

 

Хоккей – вăйлисен вăййи

Хоккеистсем шартлама сивĕ хĕл кунĕсене пăхмасăр ăмăртусене хастар хутшăнаççĕ.

Çулсерен февраль уйăхĕнче Аслă Елчĕкре Афганистан Республикинче служба тивĕçĕсене пурнăçланисене халалласа хоккей турнирĕ иртет. Кăçал ăна февралĕн 7-мĕшĕнче йĕркелерĕç. Унта яланхиллех воин-афганецсем хутшăннă. Ăмăрту участникĕсене райадминистрацин пуçлăхĕ Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн представителĕсем саламланă.

Турнирта 4 команда тупăшнă. Хĕрÿ ăмăртура Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн команди мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта – Тĕмерсем, виççĕмĕш – Лаш Таяпасем. Патреккелсем хальхинче тăваттăмĕш вырăна йышăннă.

Лаш Таяпара та иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче ăста вратарь пулнă Юрий Воронина асăнса хоккей турнирĕ иртнĕ. Пăр çине Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен командисем тухнă. Малти вырăна Лаш Таяпасем çĕнсе илнĕ, Тĕмерсем – иккĕмĕш, Аслă Елчĕксем – виççĕмĕш. «Чи лайăх вратарь» ята Лаш Таяпари Максим Салмин, «Чи лайăх вылякан» – çак ялти Александр Теренин, «Чи лайăх хÿтĕлекен» – Патреккелĕнчи Николай Палашкин, «Вылякансенчен чи асли» – Аслă Елчĕкри Вячеслав Чернов, «Чи лайăх бомбардир» ята Тĕмерти Николай Алексеев çĕнсе илнĕ. Лаш Таяпари Александр Князев тĕп судья пулнă.

Ăмăртăва хутшăннисене Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова, ял старости Валерий Яковлев тата спорт ветеранĕ Петр Сидоров саламланă.

Патреккел ялĕнче кĕçĕн ушкăнри хоккеистсем ăмăртнă. Кунта Яманчÿрел, Лаш Таяпа тата Патреккел командисем тĕл пулнă. Хальхинче пĕрремĕш вырăнта Яманчÿрелсем, иккĕмĕш – Патреккелсем, виççĕмĕш Лаш Таяпасем.

Вăрнар районĕнче вара ылтăн шайба клубăн хоккеисчĕсем /2008-2009 çулсенчи арçын ачасем/ тĕл пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртекен республика шайĕнчи финалти тапхăрта Вăрнар районĕн команди чи вăйли пулнă. Елчĕк тата Патăрьел районĕсен командисем – 2 тата 3-мĕш вырăнсенче.

 

Йĕлтĕрçĕсем

спорт тусĕн Валерий Павловăн призĕсене çĕнсе илессишĕн Кĕçĕн Таяпа ялĕнче иртнĕ ăмăртăва хутшăннă.Участниксене райадминистрацин пуçлăхĕ Леонард Левый, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров тата ăмăрту йĕркелÿçи Валерий Павлов саламланă.

2009 çулта тата унран маларах çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем 500 тата 1000 метрлă дистанцисенче вăй виçнĕ. Кунта Аслă Елчĕк шкулĕнчи София Афанасьевăпа Влад Падуев çĕнтернĕ. 2007-2008 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасенчен Елчĕк шкулĕнчи Мария Воронова, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Артем Савинов, 2005-2006 çулсенче çуралнисенчен Елчĕк шкулĕнчи Анастасия Павлова тата Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Артем Ловкин, 2003-2004 çулсенче çуралнисенчен Елчĕк шкулĕнчи Юлия Краснова тата Кирилл Кузнецов чи правуррисем пулнă.

Аслă ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсем ÿсĕмне кура 4 ушкăнра ăмăртнă. 18-39 çултисен хушшинче Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи Анна Симакова, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Денис Ермолаев, 40-49 – Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи Надежда Головина, Олег Головин, 50-59 – Галина Зиновьева, Борис Головин, 60 çултисем тата унран аслăраххисем хушшинче – Эльвира Ивановăпа Михаил Скворцов çĕнтернĕ.

Çĕнтерÿçĕсене кубоксемпе, медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.

 

Сунарçăсен биатлонĕ йыхравлать

Февралĕн 21-мĕшĕнче Лаш Таяпари акар йытăсен питомникĕн ертÿçи Леонид Князев тата районти сунарçăсем йĕркеленипе пĕр тăван Князевсен призĕсене çĕнсе илессишĕн сунарçăсен биатлонĕ иртет.

Унта хамăр тата кÿршĕллĕ республикăсенчи тĕрлĕ районсенчи, ытти регионсенчи сунарçăсем хутшăнĕç.

Çулсерен ирттерессине йăлана кĕртнĕ ăмăрту официаллă майпа 10 сехетре пуçланать. Участниксем 8 сехетре пуçтарăнса çырăнаççĕ. 10 сехет те 30 минутра биатлонистсем старта тăраççĕ. Команда йышĕнче 3 çын пулĕ. Сунарçăсем малтанхи чупура хăйсем анчах, ытти чупусенче йытăсемпе ăмăртĕç. Леонид Васильевич хыпарланă тăрăх, кăçал Куславкка районĕнчи хĕрарăмсенчен анчах тăракан команда та хутшăнĕ тупăшăва.

Çĕнтерÿçĕ командăсене асăну паллисемпе, медальсемпе, грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе /1-мĕш вырăншăн хир сысни тата бензопила, 2 – сурăх такипе детальсене якатакан станок-машина, 3-мĕш вырăншăн – хур тата шуруповерт/ парса хавхалантарĕç, парнесене командăри 3 участник та тивĕçĕ. Çавăн пекех çак кун сунарçăсем хăйсен пултарулăхне ытти вăйăсенче те тĕрĕслĕç: армрестлинг, мас-рестлинг, шахмат турнирĕ тата ытти те. Вырăнти фольклор ушкăнĕпе юрăçсем, купăсçăсем уяв программине пуянлатĕç. Курăк чейĕ, вĕри апат унта хутшăнакансен чунĕсене ăшăтĕ.

Программăна «Кашкăр йăви» хăна комплексĕпе тата питомникпе тĕплĕнрех паллашассине те кĕртнĕ.

Хăюлăх урокĕсем иртнĕ

Елчĕк шкулĕн вĕрентекенĕсем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Февралĕн 8-мĕшĕнче – фашиста хирĕç кĕрешнĕ çамрăк паттăра халалланă кун – пуçламăш классенче хăюлăх урокĕсем иртнĕ. Занятисем вăхăтĕнче вĕрентекенсем кĕçĕннисене вăрçă вăхăтĕнче пысăк паттăрлăхпа палăрнă комсомолецсемпе пионерсем пирки каласа кăтартнă.

Аслăрах классенче класс сехечĕсем иртнĕ, çавна май шкул ачисем Совет салтакĕсен паттăрлăхне çутатакан пулăмсемпе паллашнă. Уйрăмах Сталинград хулишĕн пынă çапăçусем пирки тĕплĕн каласа панă педагогсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code