Çĕршывра «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проекта пуçарса янă.
Çĕнĕ проект пуçаруçи – Чăваш Ен. Ку ĕçе ытти субъектсем те хапăл тусах йышăннă. Калининградран пуçласа Камчатка таранах алă ĕç ăстисем хăйсен пуян культурипе йăли-йĕркине çирĕплетĕç.
Тĕрлесе пĕтерсен хатĕр карттăна Шупашкарта Раççей кунĕнче халăх умне кăларĕç. Вăл кун республикăн тĕп хулинче «Раççей юррисем» фестиваль-марафон пуçланĕ. Унта Надежда Бабкина тата унăн «Русская песня» ансамблĕ çынсене савăк кăмăл парнелĕ.
– Культура еткерĕн çулталăкĕнче мĕнпур регионсем пĕрле кар тăрса пĕрле пулма пикенни аван. Халăхăн йăли-йĕркипе тĕррине, вĕсен пуянлăхне упраса ламран-лама куçарса пыни хăватлă, – тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Пуçласа çĕршыв карттине 150 çул каялла тĕрленĕ. Чаплă экспонат Мускав Кремлĕн музейĕнче упранать.