Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр улми куравĕ иртет

Çĕр улми куравĕ иртет

Мартăн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкарти «Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче «Çĕр улми – 2022» регионсен хушшинчи курав иртет.

Курав тапхăрĕнче тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă: наука-практика конференцийĕсем, «çавра сĕтелсем»… Çавăн пекех çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕсемпе паллашма, вĕсене туянма, «иккĕмĕш çăкăртан» хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутанса пăхма пулĕ. Форумри мĕн пур мероприяти çĕр улми туса илессине аталантарассипе çыхăнĕ. Унта ăсчахсем, экспертсем, çĕр улмипе ĕçлекен, минераллă удобренисемпе, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсемпе, ял хуçалăх техникипе тата оборудованийĕпе тивĕçтерекен предприятисен ертÿçисемпе специалисчĕсем хутшăнаççĕ.

Аса илтеретпĕр, çакă Раççейри пĕртен-пĕр отрасль куравĕ. Ăна РФ ял хуçалăх министерстви, Раççейри Çĕр улми союзĕ пулăшнипе йĕркелеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code