Мĕнле сыхланмалла çак инкекрен?
Взрыв хатĕрĕсене террористсем çын йышлă çÿрекен е пурăнакан вырăнсенче хăварма пултараççĕ: транспортра, хваттерсен подъезчĕсенче, автовокзалсен çумĕнче тата ытти те. Вĕсем пакетсенче, сумкăсенче пулма пултараççĕ. Проводсем, сехет евĕр шаккакан е ытти иккĕлентерекен сасăсем халăха сисчĕвлентермелле.
Енчен те шанчăксăр хатĕрсем асăрхасан çакăн пирки тÿрех право хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтермелле.
Террористсем час-часах халăхăн пысăк ушкăнне тапăнмалли вырăн суйласа илеççĕ. Вĕсемшĕн çынсем паникăна ÿкни питĕ меллĕ.
Инкек пулсан çак правилăсене асра тытмалла:
– тÿрех запас алăк ăçта вырнаçнипе интересленĕр;
– халăх хушшинчен тухса чи хăрушсăр вырăна суйласа илме тăрăшăр;
– ытлашши япаласене – йывăр сумка-пакетсене тата чăрмантаракан ытти хатĕрсене хăварăр;
– халăх хушшинче çĕре ÿкесрен асăрханăр, ÿкес пулсан та пĕтĕм вăйран ура çине тăма тăрăшăр;
– хирĕçÿсене ан хутшăнăр.
Кирек хăш инкекре те 112 номерпе шăнкăравлăр.
В.РЫБКИН.