Юлашки вăхăтра «контактсăр ултав» текен тĕслĕхсен шучĕ питĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать.
Сăмах преступниксем çынсене курăнмасăрах, вĕсемпе тĕл пулмасăрах Интернет урлă, телефонпа шăнкăравласа, банк карттинчен укçа куçарма хистени е вăрлани, çапла майпа халăха улталани пирки пырать.
2021 çулта районта «контактсăр» мелпе улталассипе çыхăннă преступленисем 33,3 процент /6 тĕслĕхрен 8 таран/ ÿснĕ. Информаци технологийĕ тата телекоммуникаци тытăмĕ пулăшнипе нухрат вăрласси 300 процент таран нумайланнă /1-4/. Производствăри пĕр фактпа ĕçе вĕçленĕ, виçĕ фактпа ĕçе вăхăтлăх чарса хунă. Ку енĕпе преступленисене уçса параслăх 35 процентпа танлашнă. Шулĕклĕхпе /мошенничество/ çыхăннă преступленисем 20 процент таран чакнă /5-4/. Ку фактсемпе преступление уçса панă тĕслĕх çук – 7 преступление уçăмлатман. Преступленисем кÿнĕ тăкак 1106 пин тенкĕпе /виçĕм çулхинчен 173 пин чухлĕ ÿснĕ/. 18 пин тенкине хуçисене тавăрса панă. 7 преступление чарса лартнă. Преступленисене Елчĕк ял тăрăхĕнче – 2, Курнавăшра – 3, Аслă Пăла Тимешре – 2, Çирĕклĕ Шăхалĕнче 1 тĕслĕх регистрациленĕ. Çав шутран 4 тĕслĕхĕ вăрлассипе, 4-шĕ «контактсăр мелпе» вăрлассипе çыхăннă.
Преступниксенчен шар курасран асăрхаттарса организаци-предприятисен коллективĕсемпе час-час тĕл пулатпăр, районти ялсенче пулса халăхпа курнăçса ăнлантару ĕçĕсем ирттеретпĕр. Çапах та улталанакансен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать. Хамăрăн пурлăхшăн яваплă пулар, кайран укçа çухалсан ăна вăш-ваш тавăрма та çук. Çавăнпа та районти полици ĕçченĕсем асăрхаттарнине асра тытăр – хăвăра улталама ан парăр. Сире телефонпа шăнкăравласа банк работникĕ пек пулса карта номерне ыйтаççĕ, Интернетри таваршăн маларах тÿлеме сĕнеççĕ е хушаççĕ, парне выляса илнĕ тесе савăнтараççĕ, компенсаци сĕнеççĕ, паллакансем урлă кивçен укçа ыйтаççĕ е тата ытти те – çакă пурте суя, ултав пулнине асра тытăр. Пĕлмен çынпа телефонпа калаçманни сире пысăк тăкак курасран та сирĕ. Кам та пулин ямăт укçа-тенкĕ парасса шанни те вырăнсăр.
Л.ЕГОРОВА.