Çанталăк тăтăшах улшăнса тăнипе çурт тăррисенчен юр-пăр ÿкес хăрушлăх ÿсет. Иртсе çÿрекенсене амантма та пултарать. Çавăнпа та çакнашкал хăрушлăха сирес тĕллевпе предприяти-организаци тата икĕ-виçĕ хутлă çуртсен тăррисенчен юра вăхăтра тасатмалла. Çурт таврашне хăюпа карса тухмалла.
Ашшĕ-амăшĕн ачисене хăрушсăрлăх пирки аса илтерсех тăмалла. Çурт тăррисемпе карниссем айĕнче выляма юраманнине пĕлтермелле.
Çуртсен çывăхне тата учрежденисем çумне автомашинăсене лартса хăварма ан тăрăшăр.
Астăвăр, асăрхануллă пулни инкекрен упрать.