Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйтусен çивĕчлĕхĕ пур-ха

Ыйтусен çивĕчлĕхĕ пур-ха

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура сăмах тĕрлĕ ыйту тавра пычĕ.

Чыслав

Тĕрлĕ сферăра пултарулăхпа тата общество пурнăçĕнче хастарлăхпа палăракансене чыслассине район администрацийĕ яланах малти вырăна хурать. Ĕçлĕ тĕл пулу хальхинче те çавнашкал савăнăçлă самантран пуçланчĕ. Леонард Васильевич Хисеп грамотисемпе финанс пайĕн тĕп бухгалтерне Роза Антоновăна тата «Атăл çинчи МРСК» «Чăвашэнерго» филиалĕн Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн начальникне Юрий Хушкина чысларĕ. Роза Васильевна асăннă тытăмра 20 çул ытла ĕçлет, финанспа çыхăннă кирек мĕнле отчета вăхăтлă та тĕплĕ пурнăçлать. Яваплă ĕçе юратса туни, кашнинпе ăшпиллĕ пулни коллективра хисеплĕ ят-сум çĕнсе илме май панă ăна.

Юрий Николаевич подстанцире 1993 çултанпа вăй хурать. Вăл ертсе пыракан 34 çынлă йыш района электроэнергипе пĕр чарăнусăр тивĕçтерес, çанталăкпа çыхăннă пăтăрмахсене вăхăтра сирсе ярас тĕлĕшпе кунĕн-çĕрĕн ырми-канми тăрăшать.

Потребитель рынокĕ

Таварсен хакне сăлтавсăрах ÿстерме парас мар тĕллевпе район администрацийĕ суту-илÿ тытăмĕнче эрнесерен мониторинг йĕркелет. Райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова çак мероприятие Елчĕкри «Органика» тата «Для Вас» лавккасен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнине пĕлтерчĕ. Тишкерÿ кăтартăвĕсене хаксен мониторингĕн Пĕрлехи системине кĕртеççĕ. Кунта 32 тĕрлĕ апат-çимĕç продукцине тата 20 тĕрлĕ ытти йышши тавара шута илеççĕ.

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, вир кĕрпи /0,80 тенкĕ/, сĕт /1,67/, тăвар /2,13/, хура чей /3,34/, пан улми /6,50/ йÿнĕрех пулнă. Хăш-пĕр йышши кăлпассин, аш тата пулă консервисен, шăнтнă пуллăн, чăх çăмартин хакĕ, тĕпрен илсен, улшăнман.

Çав вăхăтрах çăратнă пылак сĕт /10,08 тенкĕ/, сахăр /11,0/, шăнтнă чăх какайĕ /12,20/, хура тул кĕрпи /8,55/ – 9 процент, тип çу /10,70/, ыраш çăкăрĕ /5,31/ – 8 процент, макарон /8,0/ – 6 процент, услам çу /5,1/, тулă çăнăхĕ /0,88/, рис /2,31/ – 3 процент, тулă çăкăрĕ /1,2/ 1 процент ÿснĕ. Çакă пĕтĕмпех курттăм /оптом/ тавар хакланнипе çыхăннă.

Налог

пирки те тĕплĕ калаçу пулчĕ канашлура. Финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина хăйĕн отчетне 2021 çулта ял тăрăхĕсен бюджечĕн тупăш пайĕ мĕнле пурнăçланнинчен пуçларĕ. Тÿрех палăртар: пĕтĕм статьяпа – 100 процент ытла. Чи пысăкки – çĕр налогĕ. Паллах, ял тăрăхĕсен хăш-пĕр кăтартăвĕсене илсен, уйрăмлăх вара курăнать. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ, акă, иртнĕ çул налог тата налог мар /158,2 процент/, уйрăм çын налогĕн тупăшĕсем /137,3 процент/ тĕлĕшпе 2020 çулхинчен те лайăх ĕçленĕ. Асăннă тапхăрта пурлăх налогне пуçтарассипе Аслă Елчĕксем кăтартăва 158,9 процента çитернĕ пулсан, Тăрăм /54,9 процент/, Елчĕк /87,3/, Аслă Пăла Тимеш /88,9/, Аслă Таяпа /92,2/, Кĕçĕн Таяпа /93/ ял тăрăхĕсен администрацийĕсем питĕ кая юлнă. Çĕр налогĕ хывассипе Елчĕксем кăна тупăшлă – 101,7 процент.

Вырăнсенче налог пуçтарассине ырана хăвармалла мар. Куллен тухăçлă ĕçлесен кăна çулталăк вĕçĕнче çăмăл пулĕ.

Демографи

Çăмăл мар ку тĕлĕшпе лару-тăру. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ шута илекен кашни направленипех каялла чакни куç кĕрет. Надежда Баймушкина пай пуçлăхĕ пĕлтĕр районта 76 ача çуралнине пĕлтерчĕ, 2020 çулта – 88, 2019 çулта – 63. Кăтарту Елчĕк, Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче ыттисенчен начартарах. 9 /2020 çулта – 12/ ача тулли мар çемьере çуралнă, е урăхла каласан, мăшăрланура тăман амăшĕсем пепкисене хăйсем çине çыртарнă. «Ача хамăн» тесе йышăнса ашшĕ пулнине ĕнентерекен 8 /11/ акт çырнă.

2021 çулта 422 /405; 321/ çын вилнине регистрациленĕ, вăл шутран хĕрарăмсем – 220-ĕн. Вăтам пурнăç çулĕ арçынсен – 67 çул, хĕрарăмсен – 80.

Çынсем пуç мими чирĕсене /52/, энцефалопатие /42/, чĕре чирĕсене /37/, ватăлнине /37/, пневмоние /32/, ковида /30/ пула ытларах пурнăçран уйрăлнă. Çын вилесси Елчĕк тата Тăрăм ял тăрăхĕсенче çеç 2020 çулхипе танлаштарсан чакнă: 20 тата 12. Ыттисенче вара иртнĕ икĕ çулхинчен те ÿснĕ.

Отчетлă тапхăрта 31 /42; 48/ çемье çеç пурнăç çулĕпе пĕрле утма тĕв тунă. Ку вăл коронавирус чирĕ алхаснипе те çыхăннă пулĕ. Мăшăрсем пĕр-пĕринчен уйрăлнă тĕслĕх – 30 /24; 31/. Шел пулин те, нихăш ял тăрăхĕнче вăл 0-па çырăнман.

Кăçалтан пуçласа ача çуралнине, ята улăштарнине, уйрăлнине тата ытти актсене кирек хăш ЗАГС органĕнче те регистрацилеме пулать.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти çивĕч ыйтусене те хускатрĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code