Воскресенье, 26 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсем юнашарах пурăнаççĕ

Паттăрсем юнашарах пурăнаççĕ

Салтак служби вăл кирек хăш вăхăтра та йывăрлăхпа анчах мар, хăрушлăхпа та çыхăнма пултарать. Елчĕкре пурăнакан Николай Никифоров хĕсметре 6 çул тăнă. «Маларах 8 çул службăра тăнă пулсан, пирĕн вăхăт тĕлĕнче 2 çулне чакарчĕç», – аса илет вăл.

Николай ашшĕне юлашки хут 5 çулта чухне курнă – Павел Емельянович вăрçа 1941 çулхи июль уйăхĕн 3-мĕшĕнче тухса кайнă та çак çулах октябрĕн 28-мĕшĕнче вилнĕ хучĕ килнĕ. Вăл Воронеж хули патĕнче пуçне хунă. Амăшĕ Ульяна Павловна виçĕ ачине пĕчченех çитĕнтернĕ.

Николай 8 класс пĕтернĕ хыççăн пĕр хушă тăван колхозра тăрăшнă. Кунта 12 çулта чухнех аслисемпе пĕр тан жнейкăпа хăй тĕллĕн тырă вырма пултарнă. Вăл вăхăтра вăй питти арçынсем фронтра пулнă, ялта хĕрарăмсем, вăрçăран аманса таврăннă салтаксем тата ватă çынсем, ачасем анчах юлнă. Хуçалăхăн мĕн пур йывăр ĕçĕ вĕсен хулпуççийĕ çине тиеннĕ те ĕнтĕ.

1954 çулта çамрăкăн салтака кайма ят тухнă, тăванĕсемпе ял-йыш аякка сумлăн ăсатса янă ăна. Чи малтанах Украинăри Львов хулинче çамрăк боецсен курсĕ витĕр тухнă, унтан Германи çĕршывĕнчи Дрезден хулинче вырнаçнă çар чаçне илсе çитернĕ шăпа салтака. Кунта 3 çул çурă службăра тăрать, 9 уйăх шоферсен шкулĕнче вĕренет. Вĕренÿре ăна техникăна çамрăкран ăнланса тата юратса ÿсни пулăшса пынă. Пĕчĕк чух хăйсен çурчĕ çумĕнчи пăралука вырнаçтарнă колхоз машини-тракторне чылай тĕсенĕ, вĕсем пирки тĕпчесе пĕлнĕ вăл, шухăш-ĕмĕтре кашни техникăн рулĕ е штурвалĕ умне ларса вĕсене «çÿреттернĕ».

Германинче салтаксен пурнăçне лайăх йĕркеленине аса илет Николай Павлович. Унти Совет çарĕсен ушкăнĕсен тĕп тĕллевĕ СССР хĕвел анăç чиккисене тулашран хÿтĕлесси, енчен те хăрушлăх сиксе тухас пулсан тăшмана тÿрех тĕп тăвасси пулнă. Çарсен ушкăнĕ çулсерен çĕнĕ йышши техникăпа тата хĕç-пăшалпа пуянлансах, ушкăн йышĕ те ÿссех пынă. Çулсем иртнĕ май кунта заводсем, çуртсем, шкулсем, санаторисем, суту-илÿ, телевидени центрĕсем, клубсем хушăнсах пынă, каярах драма театрĕ те уçăлнă. Пĕр сăмахпа каласан, пурăнма тата служба тивĕçне пурнăçлама мĕн пур услови çителĕклĕ пулнă. Служба вăл службах. Çапах та кунта хирĕç тăрăва кĕрес текенсене лăплантарас самантсем те тĕл пулнă.

– Венгринче пулса иртнĕ пăтăрмахлă пулăмсем «Икс кунĕ» ятпа асра юлчĕç. Маларах мана авиаци полкĕнче çунтармалли-сĕрмелли материалсен склачĕн заведующийĕ пулма çирĕплетнĕччĕ. Кайран водитель должноçне куçарчĕç. Пĕрремĕш номерлĕ çар хатĕрлĕхĕпе, сыхлăхпа палăрса пĕр уйăх чаçрен аякра пурăнма тиврĕ, «сухой паек» çинче пурăнтăмăр. Фашизма парăннă ушкăнсем Венгри республикинче хирĕç тăру пуçарас пулсан вĕсене лăплантарма тимлĕ тăтăмăр. Чаçсен тÿсĕмлĕхĕ, пирĕн салтаксем çапăçăва кĕме çирĕп тăни анчах вĕсене хăйсен хăрушă планĕнчен пăрăнма хистерĕ, – аса илет ГСВГ ветеранĕ.

1957 çулта Н.Никифоров тăракан çар чаçне Латвине куçараççĕ. Кунта вара «Лесные братцы» ушкăнпа хирĕç тăрăва кĕме тивет салтаксен. Асăннă ушкăн 1940-1950 çулсенче Прибалтика республикисен территорийĕнче /Литва, Латви тата Эстони/, çавăн пекех Псков облаçĕн хĕвел анăç районĕсенче /ăна 1944-1945 çулсенче Эстони тата Латви йышĕнчен РСФСР йышне панă/ вăйра пулнă. Националистсен хĕç-пăшалланнă ушкăнĕн тĕп тĕллевĕ совет влаçне хирĕç кĕрешесси пулнă, вĕсем партизансем евĕр вăрмансенче пурăннă. Николай Павлович мана хăйĕн çамки çинчи çĕвĕ вырăнне кăтартрĕ. «Вĕсенчен юлнă вăл, – терĕ хăй ассăн сывласа. – Паянхи евĕр лайăх астăватăп, Лиепая хули патĕнче пирĕннисем аэродром тума пуçăннă. «Лесные братцы» ушкăн строительсем çине тапăнса ку ĕçе чарса хума планланă. Ун чухне эп кĕçĕн сержант, Тамбов облаçĕнчи Сергей Львов юлташпа хуралта юлтăмăр. Пирĕн салтаксен пысăк пайĕ ушкăн йĕрĕ çине ÿксе вăрмана шала кĕрсе кайрĕ. 1958 çулхи августăн 7-мĕшĕ. Виçĕ пая каснă хыр йывăççи умĕнче эпир. Диверсантсем сиксе тухас пулсан мĕнлерех планпа ĕçлемелли пирки калаçса выртатпăр тусăмпа. Кунтах иртнĕ вăрçăн йĕрĕсене сăнатпăр. Йывăçсем çинче пульăсем, гильзăсем, снаряд ванчăкĕсем. Унччен те пулмарĕ, çырма леш енче хыттăн калаçса, ахăрашса пирĕн енне утăмлакан лайăх хĕç-пăшалланнă ушкăна асăрхарăмăр. 150 метр юлсан анчах пеме пуçлăпăр тесе килĕшсе татăлтăмăр хамăр. Вăхăт çитсен пеме тытăнтăмăр, ушкăн та сывлама памасăр пирĕн енне перет. Чи малтанах янаха йывăç турачĕ тăрăнса кĕнине туйрăм. Юн шапăртатса юхма пуçларĕ. Çамкаран та тем пырса перĕннĕрен юн пит тăрăх та юхрĕ. Çапах та автомата алăран ямастăп. Сергейпе 18-20 çынна персе пăрахма пултартăмăр, анчах та манăн тусăм тăруках шăпланчĕ. Ун патне шуса пытăм та вăл вилнине ăнлантăм. «Вставайте, оккупанты!» – кăшкăрса пирĕн енне çывхарсах пычĕç çаксем. Çан-çурăма сивĕ тар тапса тухрĕ, çапах та перетĕп. Кĕске самант хушшинче шухăшпа çемьепе, ял-йышпа сыв пуллашма та ĕлкĕртĕм. Алăра 3 граната, çывхарас пулсан иккĕшне вĕсем çине, пĕрне хам валли уйăрма тĕллев лартса хутăм. Çапах та хамăрăн чаçри салтаксем вăхăтра пулăшупа çитнĕрен сывă юлтăм. Вĕсем ман ума çитсен вăйран кайса йăванса кайнине астăватăп. Кайран манăн пуçри каска çинче пуля тăрăнса ларнине каларĕç. Тĕлĕнмелле, каска хăтарса хăварчĕ мана вилĕмрен. Киле илсе килтĕм çак пульăна кайран. Госпитальте пĕр уйăх сипленсен службăна Эстонире малалла тăсрăм». Çак паттăрла ĕçшĕн Н.Никифорова тата Сергей юлташне вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парас сĕнÿ пулнине, çапах та тĕрлĕ сăлтава пула ку ĕç чарăнса ларнине каларĕ.

Эстонире çунтармалли-сĕрмелли материалсен склачĕн заведующийĕнче тăрăшнă Николай. Пĕлÿлĕхĕ пысăк пулнине кура документсемпе ĕçлеме те шаннă ăна командир. Килне таврăнас умĕн дивизи командирĕ çамрăка çар службине юлма тата летчика вĕренме кайма сĕнет. Çапах та салтак килĕшмест, амăшĕ кашни çырура килне таврăнма йыхравланă, çĕнĕ пÿрт хăпартмалли пирки аса илтерсех тăнă. Яла таврăнсан тĕрлĕ организацинче водительте, каярах электрикре ĕçленĕ вăл. Шаннă ĕçне тĕплĕн пурнăçланăшăн «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Николай Павлович мăшăрĕпе – Зинаида Матвеевнăпа – 3 ача пăхса ÿстернĕ. Ĕмĕрĕпе килĕшÿре пурăннă вĕсем. Юрий ывăлĕ ашшĕн профессине суйласа илнĕ, электрик пулса тăрăшнă. Ирина Елчĕк шкулĕнче педагогра тăрăшатчĕ. Шел пулин те, йывăр чире пула пурнăçран ир уйрăлчĕ вăл. Татьяна библиотекарь профессине суйласа илнĕ. Зинаида Матвеевна ĕмĕрне «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче корректорта ĕçлесе ирттернĕ.

Николай Павлович мĕн çамрăкранпах спортпа туслă, çуран тата йĕлтĕрпе чупма уйрăмах кăмăллать. Салтакра 28 хут парашютпа сикни пирки те хыпарлать вăл.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code