Шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсем тĕрлĕ предмет олимпиадисенче регион шайĕнче те пысăк çитĕнỹсем тунине хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Ăслăлăх конкурсĕсенче кĕçĕн классенче пĕлỹ илекенсем те çулсерен тăрăшулăх кăтартаççĕ. Ячĕ кăна урăхла вĕсен — «Ăс-хакăл вăййисем».
Кăçал 3-4 классенчи ачасем хушшинче 27-мĕш хут йĕркеленĕ ăс-хакăл вăййисем 6 предметпа иртнĕ. Нихăш çул та пирĕн районти вундеркиндсем ăнăçусăр таврăнман çав яваплă тупăшусенчен. Хальхинче Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсене ăннă. 4-мĕш класри Мария Чернова (наставникĕ Вера Молоствова) чăваш чĕлхи предмечĕпе иртнĕ ăс-хакăл вăййинче çĕнтерỹ тунă. Унăн тантăшĕ, Алина Данилова педагог класĕнче пĕлỹ пухакан Дарья Воробьева, литература вулавĕпе призер.