Социаллă контракт — патшалăх паракан социаллă пулăшу. Çак пулăшăва сахал тупăшлă çемьесемпе пĕччен пурăнакан граждансем, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекен çемьесем тивĕçеççĕ. 2022 çулта та тăватă енлĕ пурнăçланать:
- граждансене ĕç шыранă тапхăрта пулăшма;
- предприниматель ĕçне йĕркелесе яма;
- хушма хуçалăх йĕркелеме;
- çемьесене йывăр лару-тăруран тухма куллен кирлĕ таварсем туянма укçа-тенкĕ уйăрса парасси.
Социаллă контракт мелĕпе ĕçе вырнаçиччен малтан пĕр хутчен 11724 тенкĕ илме пулать. Ĕçе вырнаçнă хыççăн вара, тата виçĕ уйăх хушши 11724 тенкĕ тỹлесе тăма май пур. Çавăн пекех ĕçе вырнаçиччен, вĕренсе професси е хушма професси илме кăмăл пулсан, вĕренỹ курсне 30 пин тенкĕ таран тỹлесе татаççĕ, виçе уйăх хушши 5862 тенкĕ стипенди тỹлесе тăраççĕ.
Социаллă контрактпа усă курса предприниматель ĕçне йĕркелесе яма 250 пин тенкĕ таран укçан парса пулăшаççĕ. Енчен те вĕренес кăмăл пулсан, ăна вĕренỹ курсне 30 пин тенкĕ таран тỹлесе татаççĕ. 250 пин тенкĕпе производство оборудованийĕ, арендăшăн тỹлеме тата ытти ĕç хатĕрĕ илме пулать.
Хушма хуçалăха ертсе пымашкăн — 100 пин тенкĕ парса пулăшаççĕ. Ку направленипе те вĕренес кăмăл пулсан, вĕренỹ курсне 30 пин тенкĕ таран тỹлесе татаççĕ, анчах та вĕреннĕшĕн стипенди тỹлемеççĕ. 100 пин тенкĕ те пĕр хутчен тỹленет, унпа вăрлăхсем, выльăхсем, теплица, мотоблок, хуçалăхра кирлĕ тата ытти япаласем илме пулать.
Çемьесене йывăр лару-тăруран тухма куллен таварсем туянма ултă уйăх хушши 11724 тенкĕ уйăрса парса пулăшма пулать. Патшалăх уйăракан суммăна çак категорири çемьесем куллен кирлĕ тавар, эмел туянма, сипленме, апат-çимĕç илме, коммуналлă тăкаксене тỹлеме яма пултараççĕ.
Çак направленипе:
- 18 çул тултарман ачасем çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ иккĕшĕ те ĕçлемен инвалид пулсан;
- çемьере ĕçлемен мăшăрсем иккĕшĕ те инвалид пулсан;
- пĕччен ĕçлемен инвалид пулсан;
- тăватă е ытларах ачаллă çемьесем;
- çула çитмен çамрăк ачан ача пулсан;
- амăшĕ е ашшĕ икĕ ача ытларах пĕччен çитĕнтерекен çемьесем тата граждансем пулăшу илме пултараççĕ.
Малтанах çемье е гражданин сахал тупăшлă çемье тесе регистраци витĕр тухмалла. Ун хыççăн социаллă хỹтлĕх пайне пырса социаллă контракт мелĕпе пулăшу илес тесе тепĕр хут заявлени çырмалла. Кун хыççăн ятарлă комисси членĕсем палартнă çемьесене пулăшу парасси çинчен пăхса тухса йышăнаççĕ. Çемьесемпе е граждансемпе социаллă контракт çирĕплетеççĕ. Пĕр çыннăн е çемьен пулăшăвăн пĕр енĕпе çеç усă курма пулать.
Контрактри чи кирлĕ услови — уйăрнă укçа-тенкĕпе пурнăç условисене лайăхлатма усă курмалла, палăртнă укçа-тенкĕ вак-тĕвек расхутсем валли мар, мĕншĕн тесен проект граждансене кризисран тухма пулăшма тĕллевлĕ. Çавăнпа та социаллă хỹтлĕх пайĕнче ĕçлекен специалистсем социаллă контракт çирĕплетнĕ хыççăн, уйăхсерен граждансем ĕçе вырнаçассине, професси вĕренессине, çемьене медицина пулăшăвĕ парассине, вак-тĕвек бизнеса ура çине тăма пулăшассине тата ыттине те тĕрĕслесе тăраççĕ.
2022 çулта 76 социаллă контрактпа çыхăннă мероприятисене пурнăçлама федераци тата республика бюджетĕнчен пĕтĕмпе 8435 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Паянхи кун тĕлне 13 контракт çирĕплетнĕ.
Çемьери тупăш пĕчĕкленнĕ пулсан, маларах асăннă енсемпе социаллă контракт çырма кăмăл пулсан, районти социаллă хỹтлĕх пайне пĕлтерме пултаратăр. Ыйтусене 2-55-70 номерлĕ телефонпа çыхăнсан татса парĕç.