Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кану кунĕсем усăллă иртнĕ

Кану кунĕсем усăллă иртнĕ

Районти культура ĕçченĕсем «Культурăллă канмалли кунсем» акцие хутшăнса хастарлăхпа палăрнă.

Аса илтеретĕп, Раççей Культура министерстви мартăн 6-8-мĕшĕсенче «Культурăллă канмалли кунсем» акци йĕркеленине Чăваш Ен те хутшăннă. Ăна Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне тата Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунне халалланă.

Иртнĕ кану кунĕсенче районти библиотекăсемпе культура çурчĕсем тĕрлĕ кăсăклă мероприятисем йĕркеленĕ. Акă, Курнавăшсем çурхи уявсене тулли кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Çăварни хăнисене çавра сĕтеле пухнă май шкул ачисем хăйсен аллипе ăсталанă парнесене ялти сумлă çынсене ăшшăн саламласа парнеленĕ.

Кĕçĕн Таяпари активлă хĕрарăмсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Валерий Петровпа пĕрле Валерий Павлов уйрăм предприниматель саламласа чĕрĕ чечексемпе чысланă, Юрий Кашкăр юрăç чиперуксен ячĕпе хăйĕн илемлĕ те çепĕç юррисене шăрантарнă.

Ĕнелсем вара чăваш эстрада юрăçисен — Сергей Павловăн, Полина Борисован, Михаил Ăраскалăн концерчĕпе киленнĕ.

Районти централизациленĕ клуб тытăмĕн çутă та хăтлă залне шкул ачисем пуçтарăннă. Вĕсем «Ура! Каникулы!», «Письма» и «8 Марта» фильмсем пăхса ырă ĕçсем тума хавхаланнă.

Елчĕкри тăван тавралăх халăх музейĕнче уçă алăксен кунĕ иртнĕ. Елчĕк шкулĕнчи 8 класра вĕренекенсем (класс ертỹçи О.Ашмарина) пукане хатĕрлессипе мастер-класа хутшăннă май кунти экспонатсемпе паллашнă. Уйрăмах вĕренекенсене мухтавлă ентешсене халалланă курав килĕшнĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: С.Голубева музей заведующийĕ çĕнĕ куравпа паллаштарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code