Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Свидетельство панă

Свидетельство панă

Акционерсен «Прогресс» хупă обществинче водитель пулса ĕçлекен Андрей Немцев «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăпа килĕшỹллĕн уйăракан тĕллевлĕ социаллă тỹлеве илме тивĕçлĕ пулнă.

Çакăн çинчен ĕнентерекен свидетельствăна ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый официаллă лару-тăрура панă. Леонард Васильевич Немцевсен çемйине патшалăх пулăшăвĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли майпа усă курма тивĕçлĕ пулнă ятпа саламланă, малашлăхра ăнăçусем суннă.

Аса илтерни те вырăнлă пулмалла: ялта пурăнакан, агропромышленность комплексĕнче е социаллă сферăра, ял хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрассипе тата сыватассипе ветеринари ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан организацисенче вăй хуракансен çак программăна хутшăнма ирĕк пур. Çапла майпа çурт-йĕр хакĕн 30 процентне анчах çемьесен хăйсен тỹлемелле, ыттине патшалăх саплаштарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code