Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

«Пирĕн шывсăр пурăнмалла-и?» — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев патне йышăнăва пынă Виталий Хлебков сăмахне тỹрех çак ыйтуран пуçланă. 84 çулти ватă Муркаш районĕнчи Çармăçкассинчен килнĕ.

Вăл ялти 101 хуçалăхра 200 ытла çын пурăннине, ял-йыш шывсăр аптăранине каланă, лару-тăрăва тĕплĕн уçăмлатнă. Олег Николаев ватă çынна тимлĕ итленĕ хыççăн республикăра шыв башнисене лартас, халăха таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе икĕ çул каялла çине тăрса ĕçлеме пуçланине, çавăнпа та Çармăçкассисен те шывлă пулас шанăç пуррине пĕлтернĕ, ыйтăва тепĕр хут тишкерсе тухма шантарнă.

Яна Войцехович — нумай ачаллă амăшĕ. Çемьене Шупашкар районĕнче çĕр лаптăкĕ панă, анчах унта çитме çул çукки пăшăрхантарать хĕрарăма. Ку тăрăхра нумай ачаллă 200 яхăн çемьене çĕр уйăрса панă. Анчах вĕсенчен пĕри те хальлĕхе çурт лартман-ха, хуçалăх çавăрман — кунта хальлĕхе пушă хир кăна выртать. Çавăнпа та республика ертỹçин шухăшĕпе унта çул сарни халăх укçи-тенкине тĕллевсĕр тăкаклани пулĕччĕ. «Ял тăрăхĕн ертỹлĕхĕпе, çĕр хуçисемпе пĕрле тĕл пулса калаçăр, лаптăкăн малашнехи аталану йĕркине палăртăр, çакăн хыççăн çул пирки те калаçма пулать», — хуравланă Олег Николаев.

Дмитрий Чернышов Шупашкарти Инкубатор, Щорс, Васнецов урамĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕпе пынă.

Пирĕн çуртсене таса мар шыв юхса тухакан тытăмпа çыхăнтарман, çакă çынсене чăннипех те нушалантарать, — хыпарланă вăл. Олег Николаев ыйтăва икĕ мелпе татса пама май пуррине палăртнă. Пĕрремĕшĕ, пуçаруллă бюджет программине хутшăнса канализаци хывасси. Çывăхрах çĕнĕ çуртсен строительстви сарăлса пынăран пĕрлехи вăйпа централизациленĕ тытăмпа çыхăнасси кăткăс тата пысăк тăкаклă пулас çук. Иккĕмĕшĕ, яваплă организаци вăй çитерсе канализаци туса парасса кĕтесси. Дмитрий Чернышов çынсем пĕрремĕш мелпе килĕшме пултарассине палăртнă — пуçаруллă бюджет программи халăхшăн пысăк ĕçсем тума май парать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code