Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Днем работника культуры

Поздравления с Днем работника культуры

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем, ветеранĕсем!


Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççейри культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Культура пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, вăл район экономикипе социаллă аталанăвне пысăк витĕм кӳрет. 

Культура ĕçченĕсем тăрăшнипех районти пултаруллă çынсем пĕр чăмăра пуçтарăнаççĕ, хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕпе çынсене савăнăç кÿреççĕ.

Сире уяв ячĕпе саламласа хавхалану, творчествăлла ÿсĕмсем, çитĕнÿсем сунатпăр. Малашне те палăртнă тĕллевĕрсем пурнăçланса пыччăр, куракансен тав сăмахĕсене ытларах та ытларах илтмелле пултăр, пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.


Елчĕк район пуçлăхĕ       А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ   Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code