Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕрремĕш ỹсĕмсем

Пĕрремĕш ỹсĕмсем

Елчĕкри искусство шкулĕнчи ИЗО класĕнче ăсталăха туптакансем тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе палăраççĕ.

Чăваш халăх художникне Э.Ю.Юрьева халалланă «Город и время» конкурса Раççейри хушма пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсем çеç мар, тĕрлĕ çĕршывăн 619 ачи хутшăннă. Жюри йышĕнче — Раççей, Чăваш Республикин паллă художникĕсемпе культура ĕçченĕсем. Çивĕч пынă тупăшура Елчĕкри искусство шкулĕнчи Николай Савиновпа Илья Волков палăрнă. Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта пĕлỹ илекенсем кашни эрнерех район центрне килсе ỹкерес ăсталăха хăнăхаççĕ. Николай «Будущий город» ĕçĕпе II степень лауреат дипломне тивĕçрĕ. Илья «Остров невесомости» ĕçĕпе дипломант пулса тăчĕ.

Ачасен пĕрремĕш ỹсĕмĕ вĕрентекене те, ашшĕ-амăшне те савăнтарать.

Р.ПАРФЕРЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code