Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджет пысăкланать

Бюджет пысăкланать

Республика бюджечĕ тата 6 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пысăкланать. Тивĕçлĕ саккун проектне Министрсен Кабинечĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкунсерен иртекен ларура ырланă.

Финас министрĕ Михаил Ноздряков бюджета кĕртме сĕнекен тỹрлетỹсемпе паллаштарнă май ăнлантарнă тăрăх, улшăнусем регион иртнĕ çула мĕнле вĕçленипе сăлтавланнă.

Çулталăка япăх мар вĕçлерĕмĕр — çакă бюджета тỹрлетессине витĕм кỹчĕ, — палăртнă вăл. Çав шутра хамăрăн тупăшсем 16 хушăнни, пĕлтĕрхи бюджета профицитпа пурнăçлани, патшалăх парăмне чакарма пултарни.

Иртнĕ çултан 659 миллиона яхăн тенкĕ юлнă. Çулталăк пуçламăшĕнче коронавируспа çыхăннă лару-тăру кăткăсланнине кура çак укçан пĕр пайне пандемипе кĕрешме тăкакланă. Резерв фондне пысăклатнă — саккунпа килĕшỹллĕн ăна бюджетăн 3 проценчĕпе танлашакан виçи чухлĕ тума юрать. Çапла вара çивĕч ыйтусем тухса тăрсан 1,5 миллиард тенкĕлĕх «хăрушсăрлăх минтерĕпе» вĕсене татса памашкăн усă курма май пулĕ.

Бюджетăн хушăнакан пайĕн 1,98 миллиарда яхăн тенки — хамăрăн тупăш, 3,98 миллиарда яхăн тенкĕ — федераци бюджечĕ каялла тавăрса памалла мар майпа уйăракан укçа-тенкĕ. Михаил Геннадьевич çак миллиардсемпе мĕнле тĕллевсемпе усă курассине те уçăмлатрĕ. Кашни тенке тăкакласси уçăмлă — экономика аталанăвне тĕревлессинчен пуçласа педагогика ĕçченĕсене тỹлевсемпе хавхалантарасси таран. Ял хуçалăхне, çул-йĕр отрасльне те манса хăварман. Калăпăр, укçа хушăннă май çул-йĕр фончĕн кăçалхи виçи нихçанхинчен пысăкрах пулать — 7 миллиард тенкĕрен те иртет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code