Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наркотик? Çук!

Наркотик? Çук!

Районта наркотике хирĕçле комиссин ларăвĕ те пулнă.

Комисси членĕсем наркомание профилактикăлас енĕпе пурнăçланă ĕçсене тишкернĕ. Кунта ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, медицина работникĕсем тухса калаçнă.

Наркомани инкекĕ вăрçăпа тан. Вăл нацие пачах та пĕтерсе хума пултарать. Киревсĕр шухăшлă çынсем ăна çамрăксем хушшинче сарса чи малтанах патшалăх политикине хавшатас тĕллеве мала хураççĕ. Тепĕр тĕллев — теприн терт-нуши çинче пысăк укçа-тенкĕ ĕçлесе илесси.

Епле сыхланмалла наркоманирен тата ытти киревсĕр йăласенчен?

Ачана тĕрĕс çул суйлама пулăшас тесе пирĕн, аслисен, хамăртан мĕн килнине йăлтах пурнăçламалла. Вĕсене тимлĕх уйăрнипе пĕрлех пĕчĕкренех киревсĕр йăласен сиенĕ пирки ăнлантармалла, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла. Профилактика ĕçĕн витĕмĕ пысăк, çавăнпа та çамрăксене ку чиртен упрас енĕпе мĕн пур тытăмăн вăйсене пĕрлештерсе ĕçлемелле, — пĕр шухăшлă пулчĕç ларăва хутшăннисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code