Республикăри кардиологи диспансерĕнче Мускаври А.Н.Бакулев ячĕллĕ медицина центрĕн специалисчĕсем ĕçленĕ. Вĕсем чĕре чирĕпе нушаланакан пациентсене йышăннă.
Пĕр кунра Мускав хирургĕсем патне 127 çын пынă. Вĕсенчен 65-шне федераци центрне операци тума тата тĕрĕсленме янă, 38-шне вырăнти больницăра сипленме хушнă, 15-шне тепĕр хут тĕрĕсленме сĕннĕ. Кардиодиспансерăн консультаци поликлиникин заведующийĕ Ольга Хрипунова палăртнă тăрăх, федераци центрĕн тухтăрĕсем пирĕн республикăна çулталăкра икĕ хутчен килеççĕ, вĕсен сĕнỹ-канашĕ пит пĕлтерĕшлĕ. «Федераци центрĕнче операци туни, сипленни пациентăн пурнăçне çăлма, кун-çулне тăсма май парать», -тенĕ вăл.
Сăмах май, «Чĕре-сыпă чирĕсемпе кĕрешесси» проектпа килĕшỹллĕн çĕршыври чи пысăк медучрежденисен тухтăрĕсем телемедицина консультацийĕсем ирттересси, онлайн мелпе çыхăнса пациентсене сĕнỹ-канаш парасси йăлана кĕнĕ.