çак кунсенче 100 тул тултарчĕ.
Аслă Елчĕкри Вăтакасри Ефросиния Мисякова пĕр ĕмĕрхи юбилейĕ ячĕпе хатĕрленĕ кĕрекене халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Чи малтанах Аслă Елчĕк ял чиркĕвĕн настоятелĕ Максим Петров ун ячĕпе кĕлĕ ирттерчĕ, Турă юнне ăша янă ватăна сума суса ăшшăн саламларĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев юбиляра хăю çакрĕ, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн ăшă саламне вуласа панă май парнепе чысларĕ.
Мана çакăн пекех чыслама кирлĕ марччĕ. Çак таранччен пурăнтăм та, — куçĕсене шывлатса пехиллерĕ Явруç аппа.
Район администрацийĕ ячĕпе районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Наталия Николаева саламларĕ. Вăл чечек çыххи тыттарсан кинеми пухăннисене пуç тайса тав турĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăх ертỹçин Валерий Падуевăн, ялти шкул ачисен саламне йышăнсан та Ефросиния Максимовнăн куçĕсем савăнăç куççулĕпе тулчĕç. Людмила Горшкова ертсе пыракан ялти артистсен ушкăнĕ юрă пуçласан вĕсемпе пĕрле хавхаланса юрларĕ Явруç аппа. Никам та пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă тесе каламасть ăна, вăл пĕлмен юрă-кĕвĕ те çук пулĕ. Галя, Тамара, Таня хĕрĕсем «Тавах, анне» юрăпа саламласан чăтса тăраймарĕ амăшĕ, хĕрĕсемпе пĕрле пуринчен ăста шăрантарчĕ. Пухăннисем унăн маттурлăхĕнчен тĕлĕнсе ытарлăн пăхса савăнчĕç. Явруç аппа такмак каласа ташланине курсан ачасем те унпа пĕрле ташша ячĕç.
Пурнăçăн тути-масине — пылаккине те, йỹççине те пайтах курнă Ефросиния Максимовна чунпа ватăлман, халĕ те ăш пиллĕх тапса тăрать унра. Килте ахаль ларасшăн мар, мĕн те пулин тытса тăвасшăн. Ял пурнăçĕпе те кăсăклансах тăрать. 9 мăнукĕн тата 4 кĕçĕн мăнукĕн ĕçĕсемпе те интересленет. Пĕтĕм тĕнче чĕрĕлнĕ тапхăрта çут тĕнчене килнĕренех пулĕ Явруç аппа ытла та чĕрĕ, вашават, çав тери пурнăçа юратать.
…Степанида Ивановнăпа Максим Егорович Агеевсен çемйинчи улттăмĕш тĕпренчĕкĕ пулнă вăл. Шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн Явруçăн малалла вĕренме кайма май килмен. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе кỹлĕннĕ. Амăшĕ çумĕнче пур ĕçе те хăнăхса çитĕннĕ. Кĕлте çыхнă чухне пуринчен малта пыракан хĕр ача ỹссе пынăçемĕн шанса панă пур ĕçре те, уйрăмах сỹс тỹнĕ чухне, хастар пулнă. Ял канашĕн председателĕнче ĕçленĕ ашшĕ пултаруллă хĕрне ялан мухтаса хавхалантарнă.
Харсăр хĕре шăпа таçта та илсе çитернĕ. Пĕррехинче вăрман касма кайсан, йывăç йăвантарнă чухне, вилĕмрен çăлăнса юлнине паян та манаймасть вăл. «Çиес çăкăрăм пулнах пулĕ çав», — тет тыл ветеранĕ. Златоустра арçынпа тан вăрман каснă Аслă Елчĕкĕн патвар хĕрĕ. Унтан Свердловскра тимĕр руди кăларакан заводра ĕçленĕ. Ывăнса вăйран кайсан та малаллах тăрăшнă хресчен ĕçĕнче маттурлăхпа палăрнăскер.
Виçĕ уйăх çар заводĕнче пиçĕхнĕ хыççăн Ефросиния Агеевăна ытти тантăшĕсемпе пĕрле кĕске вăхăтлăха киле кайма ирĕк панă. 20 кун тавар турттаракан поездпа килнĕ вĕсем тăван ене. Выçăпа аптранă хĕр, нумаях мар пулсан та тăван килне укçа илсе килнишĕн амăшĕ епле савăннине тăтăшах аса илет. «Епле начарччĕ пурнăç. Халĕ ырлăхра пурăнатпăр. Юрла-юрла ĕçлемелле те, анчах ватăлтăмăр. Ĕмĕр иртнине те сиссе юлаймарăмăр. Çăмăл пурнăçпа иртĕнмерĕмĕр пулсан та кун чухлĕ пурăнасса тĕлĕкре те тĕлленмен. Таса чунпа пурăнни, çынна яланах ыр сунни вăрăм ĕмĕр пачĕ пулинех», — тет тирпейлĕ хĕрарăм пỹрт тулли хăнасем пулсан та вырăн таврашне яка тытма тăрăшса.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…
Валентина ВАСТУЛОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Явруç аппапа юнашар.