Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Культура хыпарĕсем

Культура хыпарĕсем

«Кĕмĕл сасă» çĕнтерỹçи — Георгий Смирнов

Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе Мухтавлă ентешсен çулталăкне тата Чăваш чĕлхин кунне халалланă «Кĕмĕл сасă-2022» эстрада юррисен Пĕтĕм Раççейри 23-мĕш фестивалĕ иртрĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ — çамрăк юрăçсене тупса палăртасси, хамăрăн йăла-йĕркесене упрама хăнăхтарасси, тăван чĕлхене, культурăна аталанма майсем тупасси.

Конкурса Питĕр, Чĕмпĕр, Пенза хулисенчен, Самар, Оренбург облаçĕсенчен, Тутарстанпа Пушкăрт тăрăхĕсенчен, республикăри тĕрлĕ ял-хуласенчен килнĕ 19 каччăпа хĕр тата пултарулăх ушкăнĕсем чăваш юррисене юрлас ăсталăхне кăтартрĕç.

Конкурс хыççăн гала-концерт иртрĕ. Питĕ пултаруллă, янкăр уçă саслă юрăçсем хушшинче Елчĕк район чысне Турхан каччи Георгий Смирнов хỹтĕлесе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Вăл «Пар лашапала» чăваш халăх юррине кĕмĕл сассипе шăрантарса кăна мар, сцена çинче хăйне питĕ илĕртỹллĕ тытма пĕлнипе те тыткăнлама пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Лев Плотников (Йĕпреç районĕ), виççĕмĕш вырăна вара Мария Ямщикова (Чĕмпĕр хули), Диана Молярова (Шупашкар хули), Ангелина Антонова (Канаш районĕ) тивĕçрĕç.

Гран-прие Пушкăртстанран килнĕ Кристина Суслова илчĕ. Ăна «ылтăн микрофон» парнелесе чыс турĕç.

М. ДЕМЬЯНОВА,
Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕн ертỹçи.

Сăн ỹкерчĕкре: Г.Смирнов.

Сăвă вулама юратаççĕ

Районта «АВАНсцена» фестиваль-конкурс иртрĕ.

Унта культура çурчĕсенчи театр кружокне çỹрекен ача-пăча тата çамрăксен театр коллективĕсем, шкул ачисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Фестиваль «Театрализациленĕ спектакль» тата «Илемлĕ вулав» номинацисемпе иртрĕ.

Конкурса хутшăнакансем ытларах чăваш, вырăс сăввисене вулама юратнине çирĕплетрĕç. Джамилия Савинова, Богдан Игнатьев (Елчĕк шкулĕ), Артем Краснов (Яманчỹрел клубĕ) пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. Александра Андреева, Вадим Баранов (Елчĕк шкулĕ), Юлиана Герасимова (Шăмалак клубĕ) иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăнта — Светлана Кузнецова, Мария Судакова, Анастасия Карсакова, Ксения Савинова (Елчĕк), Кристина Комиссарова (Яманчỹрел клубĕ). Ачасене сăвăсем илемлĕ вулама Татьяна Маркова, Любовь Маркова, Марина Журавлева, Светлана Волкова, Светлана Зайцева педагогсем, Татьяна Васильева, Надежда Герасимова культура ĕçченĕсем хăнăхтарнă.

Районти халăх театрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ачасен «Сириус» театр коллективĕ куракансене «Дневник Тани Савичевой» спектакльпе тыткăнларĕ. Çамрăк артистсем «Чи лайăх театрализациленĕ спектакль» ята çĕнсе илчĕç.

Е.ЧАПУРКИНА.

«Халăх» ятне çирĕплетнĕ

Районти 5 халăх коллективĕн хумхануллă экзаменĕ иртсе кайнă — вĕсем виçĕ çулта пĕрре çирĕплетекен сумлă ята чăннипех тивĕçлине ĕнентернĕ.

Районти «Хастар» халăх театрĕн артисчĕсем Е.Никитинăн «Ан сивĕн, савни» (режиссерĕ Е.Чапуркина) спектакле питĕ ăста вылянă. Патреккелĕнчи халăх хорĕ, Елчĕкри «Туслăх» хор коллективĕ, Çĕнĕ Пăвари «Илем» тата Вырăскассинчи «Шанăç» фольклор ушкăнĕсен пултарулăхĕ çỹллĕ шайра пулнине кăтартнă.

«Тускилсем» гран-при хуçисем

Тỹскелĕнчи «Тускил» вокалпа инструментсен ансамблĕпе «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ Çĕмĕрле районĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи «Эпир чаплă ăруран» виççĕмĕш фестиваль-конкурса хутшăннă.

Раççей халăх культурин эткерлĕхне халалланă уява республикăри тĕрлĕ районсенчен, ун тулашĕнчен килнĕ фольклор ансамблĕсем хушшинче Тỹскелсем гран-прие тивĕçнĕ. Вĕсем салтак тата анатри чăваш халăхĕн юррисене шăрантарнă.

Çамрăксем хастарлă, хыт утăмлă

Шупашкар районĕнчи Кивĕ Сĕнтĕр (Станьял) ялĕнче Чăваш наци конгресĕн «Хастар» çамрăксен форумĕ иртрĕ.

Чи малтанах пире, хамăр республикăран тата регионсенчен килнĕ çамрăксене, этнокомплекспа унăн ертỹçи Сергей Сорокин паллаштарчĕ. «Хастарсене» Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев саламласа ырă çул сунчĕ. «Çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва Владимир Алмантай, Эдуард Бахмисов таврапĕлỹçĕсем хутшăнчĕç. «Ăсталăх урокĕсенче» пултаруллă çамрăксем тĕрлĕ енлĕ проектсем пирки чарăнса тăчĕç. Çамрăк юрăçсемпе ташăçăсем форума хутшăнакансене илемлĕ юрă-кĕвĕпе тыткăнларĕç.

М.ВАСТУЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code