Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрарăмсем маттур пулни куç кĕрет

Хĕрарăмсем маттур пулни куç кĕрет

Ăшпиллĕ те маттур, çын нушине ăнланакан районти хĕрарăмсем — амăшĕсем, вĕсемпе пĕрле шкулсенче вĕренекенсем тата ытти ватти-вĕтти Украинăран эвакуаципе килекен граждансене гуманитари пулăшăвĕ кỹрес ĕçре хăйсен хастарлăхне ỹстерсех пыраççĕ.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул никĕсĕ çинче инкеке лекнисем валли япаласем пухассипе йĕркеленĕ ятарлă пункта иртнĕ эрнере çынсем тăхăнмалли çи-пуç, ача-пăча валли теттесем…леçрĕç. Кунта илсе килекен япаласене волонтерсем чăрмавсăр йышăнчĕç.

…Нушаллă çынсене пулăшу аллине тăсса парас тĕллевпе йĕркеленĕ черетлĕ акцие районта çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерчĕç. Район администрацийĕнчи, ял тăрăхĕсемпе ытти организацисемпе предприятисенчи хĕрарăмсен канашĕсем хутшăннипе кĕске вăхăтра 50 коробка тĕрлĕрен япала пухрĕç. Районти хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем хушшинче ятарласа çирĕплетнĕ çынсем вĕсене çийĕнчех çитес çĕре илсе çитернĕ.

Елчĕкри çăкăр завочĕн ĕçченĕ, нумай ачаллă амăшĕ Эльвира Скворцова: «Инкеке лекнĕ амăшĕсемпе ачисемшĕн чун-чĕре тата ытларах пăшăрханать. Вĕсене кăштах та пулин пулăшас тесе ăшă çи-пуç илсе килтĕм. Çуркуннехи нỹрĕк çанталăкра шăнса чирлесси те аякра мар», — терĕ вăл.

Аслă Таяпари Виталий Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи те гуманитари пулăшăвĕн шучĕпе пĕр сăмахсăрах 1 тонна шурă çăнăх туянса панă.

Районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Лариса Васильева: «Эпир пурте амăшĕсем, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем. Хамăр ачасемпе мăнуксемшĕн канăçа çухатнă пекех вĕсемшĕн те чĕререн пăшăрханнине пĕлтеретпĕр. Çакна асра тытса май пур таран пĕрлехи вăйпа кар тăрса пулăшма тăрăшатпăр», — терĕ. Май пулнипе усă курса вăл районти хĕрарăмсене пысăк пуçарăва ырласа йышăннăшăн пурне те тав тунине пĕлтерчĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code