Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Янăра, тăван чĕлхемĕр!

Янăра, тăван чĕлхемĕр!

Чăваш чĕлхин кунне халалланă уйăхлăхра районти вĕренỹ, культура учрежденийĕсенче тĕрлĕрен уявсемпе тĕл пулусем иртеççĕ.

«Тăван чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса, пурнăç пулăмĕсене ăнланма, ăс-хакăлне ỹстерме вĕренсе пырать. Этем тени тăван амăш, тăван халăх чĕлхисĕр йĕркеллĕ, пур енлĕ ỹсеймест.

Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлỹ илме пулăшать. Пĕр чĕлхене кăна пĕлнипе кăнăçни, паллах, çын тавра курăмне ирĕксĕрех ансăрлатать», — тенĕ М.Я.Сироткин профессор.

Лаш Таяпа. Чăваш чĕлхи эрнине 1-11 классем те хутшăнаççĕ. Кăçал чăваш букварĕ пичетленсе тухнăранпа 150 çул çитрĕ. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ И.Леонтьева çиччĕмĕшсене И.Я.Яковлев чăваш алфавичĕпе çырулăхне туса хуни çинчен каласа панă, унăн историйĕпе паллаштарнă.

Курнавăш. Эрнене чăваш халăхне, пирĕн республикăна чапа кăларнă тĕнчипех паллă çынсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес, вĕсен пархатарлă ĕç-хĕлĕпе паллашас тата тивĕçлипе мухтанас, тăван ен историйĕпе культурине тĕпчес тĕллевпе тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 174 çул çитнине халалланă. Чи малтанах А.Мартышкина библиотекарь «Чăвашран тухнă паллă çынсем» кĕнекесен выставкипе паллаштарнă.

Вĕренекенсемпе ача садне çỹрекенсем чăваш писателĕсен союзĕн членĕпе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕпе Галина Енейкина сăвăçпа тĕл пулнă. Галина Леонидовна «Чуну таса пулсан», «Ĕмĕрхи илем», «Чун йыхравĕ» кĕнекесен авторĕ. Сăвăç хăйĕн хайлавĕсенче тĕрлĕ тема хускатать: чăваш чĕлхи тата унăн пуласлăхĕ, тăван тавралăх, Чăваш Енри пултаруллă çынсем, атте-анне ăшшипе юратăвĕ, туслăх, ваттисене сума сăвасси, паянхи пурнăç ыйтăвĕ тата ытти те. Çавăн пекех вăл ăса вĕрентсе калакан юптарусем шăрçалать. 5-7 классенче вĕренекенсене «Кашни сăвви — чуна çывăх сăмах» поэзи сехечĕ уйрăмах килĕшнĕ.

Аслă Елчĕк. Уява халалласа вулавăш ертỹçи Любовь Адюкова ĕлĕкхи кил-çуртри япаласенчен «Аваллăха упраса» курав йĕркеленĕ. Пĕрремĕшсем О.Казначеева вĕрентекен ертсе пынипе унпа кăсăкланса паллашнă. Любовь Германовна ачасене арчари ĕлĕкхи япаласене кăлара-кăлара кăтартнă, мăн аслашшĕ-асламăшĕ тăхăнса çỹренĕ çăпата пирки каласа панă. Пĕрремĕшсемшĕн куравра пĕлмелли питĕ нумай тупăннă.

Сăн ỹкерчĕкре: О.Казначеева вĕренекенсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code