Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 10-шар пин тенкĕ панă

10-шар пин тенкĕ панă

Чăваш Енре пурăнакан 6 пине яхăн ветеран тата тыл ĕçченĕ Çĕнтерỹ кунĕ умĕн РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламне илнĕ.

Çавăн пекех РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 141 çынна 10-шар пин тенкĕ панă.

Ку кăна та мар. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем чукун çул транспорчĕпе çу уйăхĕнче тỹлевсĕр çỹреме пултараççĕ. «Содружество» компани пĕлтернĕ тăрăх, çăмăллăхпа çу уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче вăрçă инваличĕсем кăна мар, вĕсемпе пĕрле çула тухнă çынсем те усă кураяççĕ. Компанин хула çум пуйăсĕсенче вĕсем тивĕçлĕ документсем кăтартнă хыççăн тỹлевсĕр ларса каяççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code