Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çĕршыва юрăхлă çынсем пулăр…»

«Çĕршыва юрăхлă çынсем пулăр…»

Указовсем — Алексей Филимоновичпа унăн
мăшăрĕ Матрена Ильинична

Елчĕк район хаçачĕ «Колхоз ялавĕ» (халĕ — «Елчĕк ен») хăйĕн сумлă кун-çулĕнче, паллах, пурнăçпа тан утнă. Лайăххине те курса ирттернĕ, йывăрлăхсене те чăтнă. Юратнă хаçатпа кăсăкланса иртнĕ вăрçă умĕнхи çулсенче пичетленнĕ статьясене тишкерес кăмăлăм çуралчĕ.

Манăн умра 1937 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче пичетленнĕ 3(423)-мĕш номер. Унта «Хутла пĕлменлĕхпе сахал пĕлекенсене вĕрентессине тивĕçлипе йĕркелемелле» — статья пур. Унăн авторĕ — А.Указов. Унта вăл: «…Паянхи куна районĕпе хута сахал пĕлекенсен шучĕ 1992 çын, хута пĕлменнисем 370 çын шутланаççĕ…1916-1917 çулсенче çуралнă призывниксем хушшинче хута сахал пĕлекен çынсем 103 призывник», — тесе çырса пĕлтерет. Е тата малалли январĕн 21-мĕшĕнчи 7 (427) номерте «Трахома тĕппипех пĕтерессишĕн кĕрешмелле» статьяри йĕркесемпе паллаштарам: «…Трахома чирне пĕтерессипе лайăх тĕслĕхсем пур. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Аслă Таяпа,Тăрăм, Акчел тата Аслă Елчĕк ялĕсенче тăрăшса ĕçлеççĕ…Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕпе ПСК (б) Парти обкомĕ,1936-мĕш çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче йышăннă постановлени тăрăх, 1937-мĕш çул пуçламăш тĕлне Чăваш республикинче трахом чирне, çынна сиксе ерекен формине чарса лартмалла пулнă…Трахома чирĕ каллех сарăлни палăрать». Ку статьяна та А.Указов çырнă. Çапла 1937 çулта тухнă «Колхоз ялавĕ» хаçатăн номерĕсене тупса вулакан: «А.Указов кам вăл?» — теме пултарĕ. Мана вара çак хушаматпа пĕрремĕш хут хаçатра мар, пурнăçра тĕл пулма тỹр килчĕ. Ку ĕç 1962 çулхи майăн 9-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Çав кун эпĕ, Патреккелти 8 çул вĕренмелли шкулăн 7 «а» класĕнче вĕренекен ача, Аслă Çĕнтерỹ кунне уявланă хыççăн киле савăнăçлă та çĕкленỹллĕ кăмăлпа таврăнтăм. Часах шкултан анне те (вăл пирĕн вĕрентекен, класс ертỹçи те) таврăнчĕ. Апатланнă хыççăн мана анне хамăр касра пурăнакан Указова Матрюк аппа патне килте тунă услам çу илме ячĕ. Вăл хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче усракан ĕне сĕтĕнчен уйран çупçинче сĕте уçласа питĕ тутлă услам çу пуçтарса тума пĕлетчĕ. Пирĕн анне унран яланах çу туянатчĕ, çемйипех юратса çиеттĕмĕр ăна.

Хальхинче те эпĕ Указовсем патне наччасра чупса çитсе тăтăм. Çакна та лайăх астăватăп: вĕсен хапхи кивĕ пулсан та çỹллĕччĕ те, тĕреклĕччĕ те. Урамран пăхсан картишĕнче мĕн пулни нимĕн те курăнмасть. Анчах хальхинче эпĕ картишне кĕрсенех тĕлĕннипе чарăнса тăтăм. Матрюк аппа пỹрт пăлтăрне кĕрекен картлашка çине ларнă та куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса ларать. Эпĕ çакна курсан: «Мĕн пулчĕ, Матрюк аппа?», — тесе ыйтрăм. Вăл килĕнче пĕчченех иккен, çавăнпа çыру вулама пикенни çинчен пĕлтерчĕ. Унтан йĕрсе хĕрелнĕ куçĕсемпе ман çине пăхса: «Çакăнта мĕн çырнине, Володя, мана тепĕр хутчен вуласа пар-ха. Ку манăн упăшка — Элекçей вăрçăран çырса янă юлашки çыру. Ăна Алексей Филимонович Указов тесе чĕнетчĕç», — тесе ман алла сархайса кайнă хут листи тыттарчĕ. Вăл ыйтнă пек çырăва сасăпа вулама тытăнтăм. Унта Алексей хăй хальлĕхе ыр-сывах пулни, хаяр çапăçусем пыраççĕ пулин те юратнă мăшăрĕпе ачисене питĕ курасси килни çинчен пĕлтерет. Çав вăхăтрах вăл хăй вăрçăран таврăнаймасси çинчен те мăшăрне асăрхаттарать. Çав çырăвăн юлашки йĕркисене эпĕ уйрăмах лайăх астуса юлтăм. Унта вăл мăшăрне епле йывăр пулсан та ачисене вĕрентме хистесе ыйтать: «Ачамсем: Андрейпа Петя, аçу пулмасан та çĕршыва юрăхлă çынсем пулăр», — тесе вĕçленĕ вăл хăй çырăвне. Эпĕ вуласа пĕтернĕ хыççăн Матрюк аппа çырăва илсе: «Эпĕ ăна кашни çул Çĕнтерỹ уявĕ кунĕнче вулатăп. Çак вăхăтра эпĕ хама Элекçейпе курса калаçнă пекех туятăп», — тесе çырăва икĕ аллипе кăкăрĕ çумне тытрĕ. Куçĕсенчен куççулĕ юхрĕ. Ача пулин те, Матрюк аппана курса, манăн чун-чĕрем те çемçелчĕ, унпа пĕрле пăшăрхантăм. Çавăнпа эпĕ Матрюк аппана мĕн çăмăлпа килнине те калаймарăм. «Эпĕ Энтрюш тетене курасшăнчĕ», — терĕм те каялла тухса кайрăм. Киле çитсен мĕн пулса иртни çинчен аннене каласа патăм. Вăл вара пĕр вăхăт шăпланса тăчĕ те: «Çĕнтерỹ кунĕ вăл нумай çемьешĕн куççулĕпе пĕрле килекен уяв. Сирĕн вара, çамрăксен, Çĕнтерỹ мĕнле хакпа килнине нихăçан та асран кăлармалла мар», -тесе вĕрентсе каларĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

В.МОСКОВСКИЙ,
таврапĕлỹçĕ,
Акчел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code