Кулленхи ĕçрен кăштах кăна пăрăнса пурнăç çинчен чуна уçса калаçас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова патне çул тытрăм. Ĕç кунĕ вĕçленсе пычĕ пулсан та пуçлăх-хĕрарăмпа лăпкăн калаçса ларма ансатах мар: кабинета кĕрсе канашлаççĕ, документсем çине алă пустараççĕ… Телефонĕ те вĕçĕмсĕр шăнкăртатать. Çапах та пĕр самантрах ĕçтешĕсен ыйтăвĕсене татса пама та, манпа калаçма та пултарчĕ вăхăта тĕрĕс те пĕлсе пайлама пĕлекен.
— Марина Николаевна, калаçăва пуçланă май пĕр-ик сăмах Эсир ертсе пыракан пай пирки…
— Экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Кĕскен каласан, эпир район бюджетне укçа кĕртекенсем. Район пурлăхне, çĕрне, промышленность предприятийĕсен тавар çаврăнăшне, пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен (вĕсем районта 1127 субъект) ĕçĕсене пĕлсе йĕркелесе пынинчен килет те районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕ. Калăпăр, 2012 çулта район бюджетне 2000 гектар çĕре арендăна панинчен укçа-тенкĕ кĕнĕ пулсан, паян 16000 гектар çĕр тупăш кỹрет. Пайра улттăн ĕçлетпĕр.
— Кун-çул сукмакĕ епле майпа район администрацине илсе çитернине пĕлес килет?
— 2004 çулта район администрацийĕн бухгалтерĕ декретлă отпуска кайнă та — вăхăтлăха ун вырăнне кĕтĕм. Унтан централизациленĕ бухгалтери тытăмĕнче, финанс, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕсенче ĕçлерĕм. 18 çул хушшинче финанспа экономикăн çивĕч ыйтăвĕсене лайăх чухлатăп тесе шутлатăп.
— Паян цифрăсем çинчен чарăнса тăрасшăн мар, ял хĕрарăмĕн-ертỹçĕн çемйи, шухăш-кăмăлĕ кăсăклантарать. Эсир Çĕнĕ Пăва хĕрĕ.
— Çапла. Николай Васильевичпа Тамара Михайловна Зайцевсен çемйинче çуралса ỹснĕ. Атте пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, тĕрлĕ яваплă çĕрте вăй хунă. Гараж, ферма заведующийĕнче тăрăшнă, хуçалăха чылай çул ертсе пынă. Анне вара вырăс чĕлхипе литературин учителĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă.
— Йыш пысăк-и сирĕн?
Аннепе аттен пĕр тăванĕсем йышлăн. Эпир виççĕн. Чи асли — эпĕ. Алексей шăллăм тăван ялтах хунав янă. Пилĕк ытарайми тĕпренчĕк çитĕнет унăн çемйинче. Экономист профессине алла илнĕскер фермер хуçалăхне йĕркелесе янă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе çине тăрса вăй хураççĕ.
Александр шăллăм Чăваш ял хуçалăх академийĕнче ветеринари тухтăрĕн дипломне алла илнĕ. Халĕ çемйипе хулара ĕçлесе пурăнать. Хăйне строительство ĕçĕнче тĕрĕслет.
— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, хăрушă коронавирус инфекцийĕ сирĕн çемйĕртен те пăрăнса иртмерĕ…
— Питĕ пысăк хуйхă, çухату илсе килчĕ вăл пире. Çав амака пулах атте 66 çултах вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Питĕ ырă çынччĕ. Паян та ял çыннисем ăшшăн аса илеççĕ ăна. «Ĕçлекен çынна хавхалантарма пĕлетчĕ», — тесе çирĕплетеççĕ. Мана атте ятран чĕнсе те курман пулĕ, яланах «хĕрĕм» тетчĕ. Унăн сĕнỹ-канашĕ пире çав тери çитмест.
— Аннĕр пĕчченех пурăнать апла?
— Эпир, шăллăмсем кайсах çỹретпĕр. Май килнĕ таран килти хушма хуçалăх ĕçĕнче пулăшатпăр. Сахал мар выльăх тытать вăл, пахча çимĕç çитĕнтерет. Кашни кунах телефонпа калаçнă май «Елчĕк ен» хаçатри пуçватмăшсемпе кроссвордсен тупсăмĕсене те пĕрле шыратпăр. Анне чылай çул ялти фольклор ушкăнне, сывă пурнăç йĕркине кăмăллаканскер бассейна çỹрет. Çын çине тухса çỹрени ватăлма, тунсăхлама памасть ăна.
— Марина Николаевна, хăвăрăн çемье вучахне чĕртни чылай вăхăт-и?
— Çулсем сисĕнмесĕрех шуса иртеççĕ. Качча тухни 20 çул çитрĕ.
— Ăçта паллашнă Эсир мăшăрăрпа?
— И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультечĕн бухучетпа аудит уйрăмне пĕтерсен хамăр районти «Восход» ял хуçалăх производство кооперативне тĕп бухгалтера вырнаçрăм. Хваттерте пурăнаттăм. Тепĕр чухне клуба тухса кĕреттĕм. Çакăнта пулас упăшкапа паллашрăм. Вăл «Труд» хуçалăхра водительте тăрăшатчĕ.
— Мĕнпе илĕртрĕ Тĕмер каччи?
— Ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе.
— Шăпа хамăр тăрăхрах тарăн тымар яма пỹрчĕ апла?
— Çемье чăмăртасанах хулара та пурăнса илтĕмĕр-ха. Ача çуралсан вара тăван енех таврăнтăмăр. Тем тесен те хула пурнăçĕ пире валли мар. Мана çĕр çинче ĕçлесси, картишĕнчи выльăх-чĕрлĕх сасси савăнăç кỹреççĕ.
— Хăвăрăн уйрăм çуртăрпа пурăнма пуçлани нумай çулсем мар-ха?
— Ĕмĕтре тахçанах пулнă, çапах та тỹрех пурне те пурнăçлама май çук-çке. Турă хăй пурне те пĕлсе, йĕркелесе пырать. Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне илес пулсан, чи малтан Мир урамĕнче хваттер туянтăмăр. Пĕринче аттепе анне: «Ĕлĕкрен качча кайнă хĕре выльăх-чĕрлĕх панă. Ял çынни хăйĕн кил хуçалăхĕнче туса илекен чĕр таварпа, аш-какайпа пуян пулмалла. Акă сире икĕ сурăх. Усрăр», — терĕç. Хваттерте пурăнакансем тăруках мĕн тумаллине те ăнкараймарăмăр. Çапах та карта ăсталаса сурăхсене хĕл каçартăмăр. Унтан хамăрăн уйрăм çурт пулмалла тесе район хаçатĕнчи пĕлтерỹсене вуларăмăр. Унта та çитрĕмĕр, кунта та… Юлашкинчен туса пĕтереймен çурт туянтăмăр. Вăхăт иртнĕ май унта пурăнма куçрăмăр. Халĕ пирĕн картиш пушă мар. Чăх-чĕп, сурăхсемпе кроликсем тытатпăр. Сысна та усратпăр. Чун-чĕре юрлать халĕ: пахча пур, теплицăра тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнет. Вĕсен калчисене хамах лартса ỹстеретĕп. Виççĕмĕш çул инкубаторпа чăх тата индоутка чĕпписем кăларассипе интересленетĕп. Вĕсене килте ỹстеретпĕр. Кăçал аннене те патăм.
— Хуçалăхра арçыннăн çирĕп алли кирлĕ?
— Кун пирки пăшăрханмалли çук. Мăшăрăм çемьешĕн, килшĕн тăрăшакан хастар арçын. Пур ĕç патне те алли пырать унăн. Ỹркенсе тăмасть.
— Ăçта ĕçлет-ха вăл? Унпа паллаштарсамăр?
— Эдуард Геннадьевич хальхи вăхăтра районти суд приставĕн водителĕнче ĕçлет. Маларах чылай çул çул-йĕр организацийĕсенче автогрейдер машинистĕнче тăрăшрĕ.
— Эсир пуçлăх пулнăран упăшкăртан шалу нумайрах ĕçлесе илетĕр ĕнтĕ. Çакăн пирки çемьере проблемăсем сиксе тухмаççĕ-и?
— Пирĕн çемьере укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăмасть. Кам нумайрах ĕçлесе илни пирки калаçу та пулмасть. Мăшăрăм харсăр, чылай чухне хушма ĕçсем тупать. Калăпăр, килти автомашинăпа тĕрлĕ рейссем тăвать. Çавна май тепĕр чухне манран та ытларах укçа-тенкĕ хывать çемье кассине.
— Сирĕн хĕр пĕлтĕр вăтам шкул пĕтерчĕ. Тамара вĕренỹре палăрнине хамăр хаçатра та пĕрре мар çырнăччĕ. Питĕ сайра тĕл пулакан ят панă эсир хăвăрăн тĕпренчĕкĕре?
— Манăн та, Эдикăн амăшĕ те Тамара ятлă. Вĕсене чунтан хисеплесе çак ята суйларăмăр. Пĕртен-пĕр хĕрĕмĕр Елчĕк шкулĕнче кадет класне пĕтерчĕ. Шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ. Пуçламăш класранах тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадăсенче палăрчĕ. Мускаври О.Е.Кутафин ячĕллĕ юридика университечĕн олимпиадинче çĕнтерсе аслă шкул алăкне пĕр чăрмавсăр уçрĕ. Ытти ашшĕ-амăшĕ пекех хамăр тĕпренчĕкшĕн чунтан савăнатпăр.
— Эсир те шкул тапхăрĕнче аçупа аннĕре савăнтараканĕ пулнă-тăр?
— Çемьере асли пулнăран мĕн пĕчĕкрен ĕçе, тирпейлĕхе хăнăхтарнă. Пирĕн тăрăхра сухан-севок нумай лаптăк çинче ỹстереççĕ. 5-6 классенчех колхоза ĕçе тухнă, çум çумланă. Килте вара анне пĕчĕккĕллех чуста хума, банкăсене çума шанатчĕ, унтан çăкăр пĕçересси, хăяр-помидор консервласси ман çине куçрĕ. Выльăх-чĕрлĕх картиш тулли пулнăран, кĕтỹ аннă хыççăн ĕнесене çитерме каясси те ман çинчеччĕ. Лайăхчĕ улăхра, кĕнеке вулаттăмччĕ. Шкула кĕмĕл медальпе пĕтертĕм.
— Мĕншĕн шут ĕçне суйласа илтĕр?
— Кĕнеке нумай вуланăран анне хăй пек педагог профессине алла илме сĕнетчĕ. Мана математика, физика предмечĕсем ытларах килĕшетчĕç. Атте енчи тăвансем пурте тĕрĕс наукăна кăмăллаççĕ. Манăн та çак туртăм вăйлăрах аталаннă.
— Марина Николаевна, хаçат вулаканĕсене Эсир хăвăр юратакан мĕнле виçĕ кĕнекене вулама сĕнетĕр?
— Ача-пăча чухне вуланă кĕнекесене хальхи ăс-тăнпа, тавра курăмпа вулассине тĕпе хуратăп. Пачах урăхла йышăнатăн вĕсене. Юлашки вăхăтра Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет», Александр Пушкинăн «Евгений Онегин» романĕсене, Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине вуласа тухрăм. Вĕсене сĕнетĕп те.
— Сире хăçан та пулсан, кам та пулсан панă хаклă парне?
— Хаклă парнесем чылай панă. 18 çул тултарсан аттепе анне «Москвич» автомашина парнеленĕччĕ. Ылтăн-кĕмĕл, хаклă йышши тумтир… Кăçал вара упăшка кĕтмен çĕртен робот-пылесос парнелерĕ. Хĕрĕм те уявсенче парнесĕр хăвармасть. Анчах та… Университетра иккĕмĕш курсра вĕренеттĕм. Килте çĕнĕ çурт хăпартаççĕ. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ питĕ çивĕч. Кивçен те илме тивнĕ атте-аннен. Эпĕ кашни эрнерех яла пулăшма килеттĕм. Стройка вăхăтĕнче сăрламалли, пуçтармалли пайтах вĕт. Кун каç енне кайсан атте Елчĕкри автовокзала леçсе яратчĕ. Ыран манăн çуралнă кун. Çемьере укçа хĕсĕкрен хаклă çыннăмсенчен парне те кĕтместĕп. Автобус кĕтнĕ вăхăтра тем самантра атте лавккана кĕрсе тухнă та мана тем пысăкăш коробкăпа шоколад канфет парнелерĕ. Çакă манăн пурнăçри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ, хаклă парне.
— Çăмăл мар ĕçре тăрăшатăр. Канма вăхăт тупатăр-и?
— Районта чаплă уявсем, календарьти анлă мероприятисем ирттернĕ чухне эпир яланах халăх хушшинче. Епле те пулсан ял çыннисем уявсенче культурăллă та усăллă, çемйисемпе пĕрле хаваслăн канччăр тесе тимлетпĕр. Отпуск вăхăтĕнче вара ăшă çĕре кайса канса килетпĕр. Хĕрĕм патне Мускава çитсе килме те вăхăт тупатпăр. Тамара каникулта чухне тăвансемпе тĕл пулса канатпăр. Калăпăр, пулă тытма юхан шыв хĕррине кайса ларатпăр, кăвайт чĕртетпĕр. Пукравра, Çăварнинче, Мăнкунра, Çимĕкре чи çывăх çынсемпе пуçтарăнас ырă йăлана пăрахăçламастпăр. Пурте анне çумĕнче, çуралса ỹснĕ тăван килте. Ачасем хаваслăн ахăлтатаççĕ, эпир шăкăл-шăкăл калаçса ларатпăр, умри ĕçсене планлатпăр.
— Ăçта çитсе курас ĕмĕтпе çунатланатăр?
— Байкал кỹллине çитсе курас ĕмĕт çунат хушать.
— Енчен те кỹлĕ хĕрринче вăлтапа ларнă чухне ылтăн пулă çакланас пулсан мĕнле ĕмĕте пурнăçлама ыйтăттăр унран?
— Çывăх çынсене вăрăм ĕмĕр ыйтăттăм.
— Мĕн тума юрататăр?
— Чăваш апат-çимĕçĕ хатĕрлеме, пĕçерме. Калăпăр, сурăх пуссан тултармăш, шăрттан хатĕрлесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Ял хĕрарăмĕн мĕнпур ĕçне вĕрентнĕшĕн атте-аннене пысăк тав.
— Савнă мăшăру мĕнле чечексем парса савăнтарать?
— Тĕрлине. Чечексене питĕ юрататăп. Хамăрăн палисадникре темĕнли те çитĕнет. Кашни вăхăтăн хăйĕн чечекĕ. Калăпăр, хальхи вăхăтра тюльпансем çеçке çураççĕ, часах ириссем… Чỹлмекри чечексем те нумай пỹртре.
— Эсир хăвăра мĕнле пуçлăх пек хаклатăр?
— Кирек мĕнле лару-тăрура та лăпкăлăха килĕштеретĕп. Сăмах панине тытатăп, çынна ăнланма тăрăшатăп. Çилĕ хăваласа çỹреместĕп. Ĕçе питĕ юрататăп. Çынсемпе йĕркеллĕ хутшăнатăп.
— Юлташсем нумай-и Сирĕн?
— Çителĕклĕ. Хамăрăн пурнăçа ытларах ĕçре ирттернĕрен пĕр тытăмрисемпе туслă, килĕштерсе ĕçлессине мала хуратăп. Хăй вăхăтĕнче райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ-финанс пайĕн начальникĕн Галина Анисимован паха канашĕсем ĕç шайне лайăхлатма чылай пулăшрĕç.
Çемье архивĕнчи сăн ỹкерчĕк.