Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Икĕ урамлă, тарасаллă

Икĕ урамлă, тарасаллă

ХАЛĂХĔ КĂМĂЛЛĂ, ĔÇĔСЕМ КУРĂМЛĂ

Куç хупса илнĕн иртсе пырать-çке çын ĕмĕрĕ. Елчĕк район хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçлани часах 34 çул çитет. Паллах, кỹршĕллĕ район пулсан та халĕччен пулса курман тăрăхри пĕрремĕш командировка нихăçан та асăмран тухмасть. Вăл шăпах Исемпел ялĕпе çыхăннăран аса илме те питĕ кăмăллă.

1988 çулхи август уйăхĕн вĕçĕнче мана, парти пурнăç пайĕн корреспондентне ĕçе вырнаçнăскере, Анатолий Тимофеев редактор каç кỹлĕм «Победа» колхозри 4-мĕш комплекслă бригадăри коммунистсен отчетлă пухăвне ячĕ. Ун чухне бригадăри парти организацине А.Жирнов ертсе пыратчĕ. Пуху бригада çуртĕнче иртнĕччĕ. «Ĕлĕкхи пекех лăпкă» статьяра бригада ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнăччĕ ун чухне. Вуншар çулсем иртнĕ хыççăн бригада çурчĕ те хупăннă. Вăхăтĕнчи хастар чĕреллĕ коммунистпа тĕл пулса калаçма пỹрмерĕ. Чире пула урама тухса çỹреймест, уçăмлă калаçаймасть иккен.

Çав командировкăрах Василий Романов трактористпа паллашнăччĕ. Халăх депутачĕ пирки «Телейне ĕçре тупнă» тĕрленчĕк çырса кăларнăччĕ. Паян харсăр механизатор Мускав тăрăхне ĕçе çỹрет. Капмар та икĕ хутлă пысăк çурт лартнă вĕсем Лена мăшăрĕпе. Унпа та тĕл пулма май килмерĕ, инçетреччĕ.

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхне кĕрекен Исемпел ялĕ Кавалпа Аслă Пăла Тимеш хушшинче, район центрĕнчен 12 çухрăмра, вырнаçнă. Патăрьел еннелле каякан шоссе çулĕ иртекенни Федоров урамĕ, çỹлти — Шкул.

2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 130 çын пурăннă. Пушă çуртсем нумай. Пит юхăнсах кайнисемех курăнмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн çурчĕсене хăшĕ-пĕри дача вырăнне усă курать. Вениамин Марковăн хулари, ялти хĕрĕсем вара пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ: кил картинче хупах, пиçен кураймăн, тирпейлесех тăраççĕ, пахча çимĕç, улма-çырла ỹстереççĕ.

Исемпелне илемлĕ те ăшă кун çула тухрăмăр. Кунти уйрăмлăха иртсе çỹрекен тỹрех асăрхать: кашни çурт умĕнче тараса. Ỹркенменнисен килĕсенче иккĕ те пур вăл: хыçалти пахчара тепре ăсталанă. Яла пырса кĕрекен урамра икĕ-виçĕ тĕлте кинемисем пуçтарăннине асăрхарăмăр. Пахчара хĕрỹ ĕççи пынăран хĕвел питĕнче хĕртĕнме тухнăн туйăнмаççĕ, кама та пулин кĕтеççĕ ахăртнех. Чăннипех те çапла иккен: часах Патăрьелĕнчен килекен автолавка çитрĕ. Кỹршĕ районтан вĕсем патне кашни кунах ăшă çăкăр, ытти апат-çимĕç продукчĕсем сутма килеççĕ.

«Питĕ меллĕ пире, кашни кун вĕри çăкăр-булка изделийĕсем çиетпĕр. Ытти апат-çимĕç продукчĕсене те туянма пулать вĕсенчен», — тет Елизавета Федорова ĕç ветеранĕ.

Куллен кирлĕ таварсене ял лавккинчен туянаççĕ. «Елчĕкри коопторг» сахал яваплă обществăн лавккинче Антонина Курицына сутуçă тăрăшать. Кỹршĕ ялта пурăннăран çулла велосипедпа çỹрет. 11 çул ытла пĕччен тăрăшать кунта Антонина Ильинична. Хастар сутуçă ĕç условийĕсем лайăххине палăртать. Лавкка ял çыннисен тĕл пулса калаçмалли тĕп вырăн пулса тăрать. Халăха кирлĕ ытти инфраструктура çук кунта.

Вăхăтĕнче икĕ урамлă ялта пуçламăш шкул та пулнă. Самана таппинчен тăрса юлнă çурт халĕ пушă ларать. Территорийĕ илемлĕ, йĕри-тавра сип-симĕс курăк ешерет. Пĕрисем качакине кăкарса хунă. Ĕлĕк шкул питĕ çирĕп те пысăк пулни курăнать. Кирпĕчрен купаланă, класĕсем те пĕчĕк мар. Вăхăт иртнĕçемĕн хуçасăр çурт юхăннă — урай хăмисем пĕтĕмпех «ураланнă».

Ял-йыш пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнассине мала хурать. Ара, мĕн вăрçăнмалли, нумай-йăн та мар-çке вĕсем. Кашнийĕн пурнăçне ал тупанĕ çинчи пек курса-пĕлсе тăраççĕ. Пĕр-пĕринчен кĕвĕçес йăлапа туслă мар. Кỹршĕ-аршă тăванран хаклă тенĕрен, пĕр-пĕрне пур ĕçре те пулăшас ырă йăла та пăрахăçланман. Калăпăр, пĕччен пурăнакансен е ватăсен пахчисене сухаласа е культиваци туса парас тĕлĕшпе Сергей Чермаков пĕрре те ỹркенмест.

Александр Романов, Николай Пчелов, Александр Игнатьев, Андрей Сергеев, Валентина Суркова, Валентина Данилова, Федор Чермаков, Николай Жирнов, Иван Сурков, Сергей Чермаков çемйисем кил карти тулли тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ĕне усракансем ытлашши сĕте патшалăха сутса услам тăваççĕ. Сĕт хакĕ тивĕçтермест пулсассăн та ỹркенмест ял çынни, выльăх-чĕрлĕх усрас тесе тимлет.

Ялăн кулленхи пурнăçне Елена Сергеева староста аван пĕлсе тăрать. Вăл Аслă Пăла Тимеш почта çыхăну уйрăмĕн почтальонкинче тăрăшать. Елена Львовна хăй вăхăтĕнче «Победа» хуçалăхра тĕрлĕ яваплă çĕрте вăй хурса ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ. Элĕк хĕрĕ вăр-варлăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Пире ялти чи сумлă çынсем патне килрен-киле ертсе çỹрерĕ. Уншăн ăна пысăк тав.

Регина Иноходова почтальонка пĕлтернĕ тăрăх, Исемпелĕнче район хаçатне 28 çемье илсе тăрать. Чи ваттисем — Ксения Васильевăпа Зинаида Федорова, Василий Жирнов ял кун-çулĕпе интересленсех тăраççĕ. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ çамрăксем. Мускав тăрăхне ĕçлеме каякансем те йышлăн. Вĕсен йышĕнче хĕрарăмсем те пур.

Вăй питти арçынсем «Победа» сахал яваплă обществăра ĕç тупнă. Тивĕçлĕ канăва тухнисен, калăпăр, Луизăпа Александр Сергеевсен ĕç стажĕ 30-40 çул ытла. Вĕсен ывăлĕ те тăван хуçалăхрах тăрăшать. Çичĕ теçеткерен иртнĕ пулсан та тăрăшуллă ватăсем килте чăх-кăвакал, сысна, сурăхсем усраççĕ. Вĕсем пек харсăр çынсем килĕрен.

АВАЛЛĂХ СУКМАКĔСЕМПЕ

Историллĕ документсем çирĕплетнĕ тăрăх, Исемпел ялне хĕсметре тăракан тата ясак тỹлекен чăвашсем пуçласа янă. XVII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Сĕве уесĕнчи Энтриял вулăсне кĕрекен Кармал ялĕнчи (халĕ вăл ял Куславкка районне кĕрет) хĕсметре тăракан Исанбай Янаев чăваш тата ясак тỹлекен Янсубай Исеняковпа унăн юлташĕсем Аслă Пăла тăрăхĕнчи «тискер хирте» сухалакан çĕрпе утă çулмалли çарансем илеççĕ. Вĕсене Сĕве уесĕн воеводи А.Хитров, Я.Портомоин тиек 1661 çулта çакна çирĕплетекен хут çырса параççĕ. Ку вăл Елчĕк районне кĕрекен Исемпел ялĕ 1662 çул çитичченех кунта никĕсленсе, вырнаçса ларнине пĕлтерет.

Халăх хушшинче çỹрекен легендăсем вара Исемпел ялĕ пуçланни çинчен çапла калаççĕ: «Исемпел ялне пуçласа яракан çын — Исанбай. Яла малтан Аслă Пăла шывĕн сылтăм çыранĕ çинче пуçласа янă. Ăна икĕ енчен ращасем хупăрласа тăнă. Ку вăл пĕр енчен лайăх пулнă: ял курăнман, тепĕр енчен вара — начар, мĕншĕн тесен яла хĕллехи кунсенче юрпа шăла-шăла кайнă. Çавăн пиркиех ĕнтĕ Исанбай яла Аслă Пăла шывĕн сулахай çыранне куçарса лартать. Кун хыççăн вара яла юр шăла-шăла каясси мар, шыв сахалли нушалантарма пуçлать. Аптраса ỹкмест Исанбай, ку йывăрлăха та çĕнтерме пултарать. Вăл лашасене сапан туртма кỹлсе ял çумĕнчи ана тăрăх пĕр йĕрпе темиçе хут та сухаласа тухать. Çапла ана çинче тарăн йĕр-йăран пулса юлать. Çуркунне çурхи шыв çырантан сарăлса юхса тухсан, вăл çав сапанпа çырнă йăран тăрăх юхнă.

Вăхăт иртнĕ май шыв сапанпа çырнă йăрана тарăнлатса, çурса пынă. Çурхи шывăн ытларах пайĕ çĕнĕ шыв çулĕпе юхма пуçласан, кивĕ шыв çулне пỹлсе хунă. Çулсем иртсе пынă май кивĕ шыв çулĕ çурхи юшкăнпа питĕренсе пынă. Халĕ кивĕ шыв çулне Вил Пăла теççĕ. Аслă Пăла шывăн çĕнĕ шыв çулĕ çинче хăй вăхăтĕнче шыв арманĕ те пулнă.

Исемпел ялĕн чăвашла ячĕ Исанбай чăваш ятĕнчен тухнă. Ялăн вырăсла ячĕ те çав ятпах çыхăннă.

1710 çулта Исемпел ялĕнче 11 хуçалăх пулнă. 1719 çул тĕлне кунта тепĕр çемье килсе çурт-йĕр çавăрнă. Çав вăхăт хушшинчех ялта виçĕ хуçалăх вилсе пĕтнĕ. Ялтан тухса таракансем пулман. 1793 çулта 23 хуçалăхра 147 çын, 1858 çулта 21 хуçалăхра 129 çын, 2007 çулта 107 хуçалăхра 283 çын шутланнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 98 çын тухса кайнă, вĕсенчен 47-шĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code