Суббота, 13 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ ыйтупа

Тĕрлĕ ыйтупа

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе июнĕн 14-мĕшĕнче ирттернĕ канашлури тĕп ыйтусем — районăн 2022 çулхи январь-май уйăхĕсенчи социаллă экономика аталанăвĕн тата бюджета тултарнин малтанхи кăтартăвĕсем, кăçалхи 2-мĕш çур çулта хаçат-журнал çырăнтарас ĕçе мĕнле йĕркелени çинчен — пулчĕç.

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явма тытăниччен Леонард Левый иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Лайăххине лайăхпа аса илчĕ, çитменлĕхсенчен хăтăлмалли майсем пирки те чарăнса тăмасăр иртме пултараймарĕ.

…Районти Акатуй уявне çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕ. Унта хутшăннă хăнасемпе ял çыннисем те çакнах çирĕплетсе каланă. Çакна шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ уявăн тĕп йĕркелỹçисемпе ытти енĕпе хастарлăх кăтартнисен ушкăнне Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Иртнĕ эрнери тепĕр пысăк мероприяти вăл — Патреккелти халăх хорне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине анлăн уявласа ирттерни. Леонард Левый: «Геннадий Борисов хормейстер Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне тивĕçлипе тỹрре кăларать. Уяв программине çỹллĕ шайра — пуян содержаниллĕ, тарăн шухăшлă йĕркелеме пултарни те, паллах, унран нумай килнĕ», — терĕ вăл.

Аслă Таяпа ялĕ çумĕнчи Хулашра «Несĕлĕмĕрсен мĕлкисем» ятпа йĕркелесе ирттернĕ регионсем хушшинчи истори фестивалĕ те район историйĕнче çырăнса юлмалли пулăм. Унта хутшăннисем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ ăсчахсен тĕпчевĕсемпе паллашма пултарнă.

…Çуллахи вăхăтра çум курăкпа сахал мар «кĕрешме» тивет. Апла пулин те усăсăр ỹсен-тăран «çывăрмасть». Çуркуннерен тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ пулнăран, вăл шав çỹлелле кармашать — тасатса пĕтерме пит хĕн. Кăçал тата, ăçта ан пăх — танлă пиçен, сар чечек алхаснине асăрхатпăр. Ял тăрăхĕсен территорийĕсене, уйрăмах çын куçĕ умĕнчи вырăнсене, çум курăкран вăхăтра тасатма ĕлкĕрсе тăрасси пирки Леонард Левый та уйрăммăн аса илчĕ. Ун шучĕпе, ку чухне ял тăрăхĕнче тĕрлĕ ĕçсене тума хутшăнакан çынсен вăйĕ анчах çителĕксĕр. Апла пулсан, уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен мĕншĕн хăйсен кил-çурчĕ çывăхĕнче пăралуккапа тăкăрлăка çум курăкран тасатма хутшăнмалла мар?

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code