Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Илемлĕх тĕнчене çăлать

Илемлĕх тĕнчене çăлать

тесе ахальтен каламан-тăр. Самана таппи пĕр вĕçĕмсĕр малалла вирхĕнни ял хĕрарăмĕн шухăшлавне, тыткаларăшне, тумне, сăн-сăпатне улăштарнине пурте лайăх асăрхатпăр. Унччентерех хуларан килнĕ хĕр упраç ялтинчен раснарах тăни курăнатчĕ. Чи малтанах илемлĕн сăрланнипе, куç тĕкĕсем Барби пуканисенни пек вăрăм та çăра пулнипе тыткăнлатчĕ. Юлашки çулсенче вара вĕсене уйăрса илеймĕн: ялтисем те хăйсен çине типтерлĕн пăхма, чиперленме вăхăт тупаççĕ, пит-куçне илемлĕ макияж тăваççĕ, куç тĕкĕсене ỹстереççĕ…

Районти хĕрсемпе арăмсене илемлĕ сăн-пит парнелекен Светлана Зайцева тренерпа тĕл пулса калаçрăм, хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, ĕмĕт-шухăшĕпе, çемйипе паллаштарма ыйтрăм.

— Светлана, мĕн ачаран куç умĕнче ỹснĕрен сана пĕчĕкрен йăрă та çивĕч пулнипе лайăх пĕлетĕп. Халĕ те эсĕ хăв йĕркеленĕ бизнесра аван «çĕмĕрттеретĕн». Хаçат вулаканĕсене хăвăнпа паллаштар-ха?

— Акчел ялĕнче нумай ачаллă Виталипе Светлана Сардаевсен туслă çемйинче çуралса ỹснĕ. Çемьере тăватă хĕр çитĕннĕ. Эпĕ — виççĕмĕш. Чăн та, арçынккарах пулнă пулĕ эпĕ. Темĕн те илĕртетчĕ мана, нимĕнле хура ĕçрен те хăраман. 7 класс пĕтерсен çуллахи каникул вăхăтĕнче йĕтем çинче ĕçленĕ. Унтан кирпĕч заводĕнче пиçĕхнĕ. Техникăпа та туслăччĕ. Мопедпа çỹреттĕмччĕ.

— Елчĕкри вăтам шкул хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕччĕ-ха эсĕ?

— Çапла. Ветеринари тухтăрĕ пулас килетчĕ, анчах çак специальноçа илес тесен чĕр чунсене юратни кăна çителĕксĕррине пĕрремĕш занятисенченех аван туйрăм. Ял хуçалăх ĕçченĕсен професси уявĕнче пире те, студентсене, праçник ячĕпе стипенди çумне 3 пин тенкĕ парса хавхалантарчĕç. Ăна мĕнле расхутлассине çийĕнчех шутларăм, хама килĕшекен ĕçе — куç тĕкĕсене ỹстерекен мастера — вĕренес терĕм. Шупашкарта ăçта вĕрентнине Интернетра шырарăм. Килĕшỹллĕ хакпа курс тупрăм та çийĕнчех çак профессие алла илтĕм. Сертификат илсенех клиентсем шырарăм. Пĕрремĕшсем манăн чи çывăх çынсем, аппасемпе йăмăксем, пулчĕç. Малтанлăха кам çинче те пулин опыт пухмалла-çке. Каярахпа пĕрле вĕренекенсем те илĕртỹллĕ курăнас тесе ăнтăлчĕç.

— Вара пуçланчĕ пулĕ çĕнĕ хĕрỹ ĕç?

— Малтанах манăн ĕç условийĕсем çукчĕ-ха. Турă пани çумне тата илĕртỹлĕх хушас текенсене диван çине вырттарса куç тĕкĕсене ỹстереттĕм. Вăхăчĕ те самай иртетчĕ. 5 сехетрен кая мар. Илемлĕ сăн-питлĕ пулас тесен чăтăмлăх та нумай кирлĕ, вăхăта та шеллемелле мар.

— Апла эсĕ пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухнех укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пуçланă?

— Чăннипех те çапла. Ку ĕç тупăшлă иккенне туйсан çак енĕпе тата вĕренес, опыта ỹстерес килетчĕ. Чĕрĕ укçана вара эпĕ пуçламăш классенчех тытнă. Асанне патне кайса урай çуса параттăм та мана вăл 100 тенкĕ тыттаратчĕ. Ыттисем пек мороженăй илсе тăккаламастăмччĕ, пуçтарса пыраттăм. Кирлĕ япала туянаттăм вара.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсĕ ир качча тухнă. Елчĕк каччи сан патна çуран е çăмăл машинăпа çỹренине те астăватăп-ха. Мĕнле паллашнă эсĕ пулас мăшăрупа?

— Интернет урлă. Эпир, аслă классенче вĕренекенсем, ун чухне ВКонтакте социаллă сетьпе туслăччĕ. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Димăпа тантăшăм паллаштарчĕ. Малтанах социаллă сеть урлă çыхăну тытаттăмăр. 11 класра чухне туслăх юратăва куçрĕ пулмалла, пĕр-пĕринпе тĕл пулма пуçларăмăр. Аттепе анне пирĕн туслăх пирки пĕлнĕ, шкул ачи пулсан та тĕл пулма ирĕк панă. Халĕ тĕлĕнетĕп те вĕсенчен. Мĕнле шаннă-ха? Паллах, иксĕмĕре те хытă асăрхаттарнă. Дима манран сакăр çул аслăран унран çирĕпрех ыйтнă ĕнтĕ. Шкул пĕтерсен эпĕ хулара, вăл ялта пулнăран пĕр-пĕриншĕн питĕ тунсăхлаттăмăр. 1 курс пĕтерсен вара çемье çавăртăмăр.

— Чаплă туй кĕрлеттерсе ирттернĕ хыççăн кун-çул урапийĕ мĕнле шуса пычĕ?

— Чи малтанах пире венчете тăратнă. Турă умĕнче арлă-арăмлă пулса тăрсан саккунлă майпа çырăнтăмăр. Димăн ашшĕ- амăшĕпе, кукамăшĕпе пĕрле пурăнма пуçларăмăр. Эпĕ малтанлăха килте ларнă-ха. Хам юратнă ĕçпе аппаланма мел тупаймарăм тесен те йăнăш мар. Мĕн тесен те клиентсене мăшăрăн ашшĕ-амăшĕн çуртне чĕнме именнĕ. Çав вăхăтрах тата эпĕ йывăр çын та пулнă.

— Çамрăк мăшăрсене ялта пит тытса тăраймастăн, хулана туртăнаççĕ…

— Пире хамăр тăрăх питĕ килĕшет. Нимĕнле мулпа та улăштармастпăр çуралса ỹснĕ кĕтесе. Иксĕмĕре те хулара тăвăр, хĕвĕшỹре кăкăр тулли сывлаймастпăр. Хăнана кайсан та хăвăртрах киле таврăнас килет.

— Сăмах май каласан, Дима та ялта чылай çул бизнеспа тăрмашать.

— Зайцевсен çемье ĕçĕ паян-ĕнер аталанман. Вĕсем нумай çул ĕнтĕ строительствăра усă куракан вăрман материалĕсем хатĕрлесе сутаççĕ. Ашшĕпе ывăлĕ те харсăр çынсем. Ĕçшĕн хыпса çунаççĕ, ыйхă мĕнне пĕлмест манăн мăшăрăм.

— Кăштах ун пирки каласа пар-ха?

— Елчĕкри вăтам шкул хыççăн Раççей çарĕн ретне тăнă. Унтан таврăнсан Мускавра аслă пĕлỹ илнĕ. Профессийĕпе юрист вăл.

— Светлана, çемьен лавне ултă çул туртатăр. Çак вăхăтра мĕнле улшăнусем пулчĕç?

— Çулталăк иртсен тĕп килтен уйрăлса тухса район центрĕнче хваттер туянтăмăр. Ун чухне пирĕн Богдан сакăр уйăхраччĕ. Икĕ пỹлĕмлĕ хваттерте хамăн ĕçе малалла тăсма пуçларăм. Ятарлă курсра квалификацине ỹстертĕм. Кунне 1 çынна йышăнаттăм. Унтан уйрăм предприниматель пулса тăтăм, ятарлă пĕчĕк пỹлĕм уçрăм. Пурăна киле тивĕçлĕ оборудованисем туянтăмăр. Çĕнĕ клиентсем шырарăм. Каллех малтанлăха паллакан тус-тантăшсем, кумасем илемленме пуçларĕç. Упăшка мана пур енлĕн пулăшса пырать. Паллах, атте-аннен пулăшăвне те тăтăшах туятпăр. Калăпăр, эпĕ ĕçленĕ чухне ачасене пăхакан кирлĕ. Халĕ пирĕн ылтăнăмсем, чĕппĕмсем — иккĕ. Богдан 5 çултан иртнĕ. Хĕрĕм, Милана, 4 çул тултарать.

— Çулсем иртнĕ май клиентсен йышĕ те ỹссе пырать пулĕ?

— Хальхи вăхăтра манăн илемлĕх салонĕ «Меридиан» суту-илỹ çуртĕнче виççĕмĕш хутра вырнаçнă. Пỹлĕме анлăлатас тесе шăпах унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Чиперленекенсен йышĕ те сахаллăн мар: 3 пин çынран та иртрĕ.

— Паян çамрăксем çеç мар, аслăраххисем те сан пата хитреленме çỹреççĕ…

— Хамăр тăрăхри пикесем, хулара вĕренеççĕ пулсан та, кунта çỹреççĕ. Пĕр тесен ялта хаксем те хулари пек мар, йỹнĕрех. Чиперленме юратакан хĕрарăм таçтанах курăнать, хăй патне илĕртет. Ял хĕрарăмĕсене тăтăшах хитре курас килет манăн. 2019 çулта тепĕр професси илтĕм — куç харшине, куç хупанкисене, тутана перманент макияж тăвас енĕпе те вĕренсе тухрăм. Ĕç малалла кайнине кура пĕччен ĕлкĕрейместĕн. Çавăнпа та тренер-преподавателе вĕренсе тухрăм, халĕ çамрăксене çак профессие хăнăхтаратăп. Марина Яковлева шăпах куç тĕкĕсене ỹстерекен мастера вĕренчĕ. Çавăнпа та кунне 3-4 çынна йышăнма пултаратпăр. Ĕçе 2-3 сехетре вĕçлетпĕр. Пушă вăхăта усăллă ирттерме мĕнпур услови пур. Бизнеса аталантарнăçемĕн команда тата пысăкланасса шанатăп. Халĕ ĕнтĕ хамăн ĕçе «самозанятость» программăпа килĕшỹллĕн йĕркелесе пыратăп.

— Акă манăн кỹршĕн çитес эрнере туя каймалла. Уявра илемлĕ курăнасшăн. Сан пата мĕнле майпа çырăнмалла?

— Чи малтанах 89968547670 номерлĕ телефонпа çыхăнмалла. Вăл мĕнле пулăшупа усă курассине пĕлтерсен ăна тỹрех хăш кун килмеллине калатăп. Клиента ăнланса ăна тĕрлĕ вăхăтра йышăнма пултаратпăр. Кану кунне те пăхмастпăр.

— Çамрăк мăшăр канма вăхăт тупать-и?

— Паллах. Ачасемпе тĕрлĕ кану вырăнĕсене çитетпĕр. Хальлĕхе вĕсемпе инçетех тухса çỹрейместĕн. Çут çанталăк илемне тухсан тус-юлташсемпе (паллах, ачасем яланах юнашар) тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем йĕркелетпĕр, кăвайт çинче чашлама, пулă шỹрпи пĕçерсе çиетпĕр. Хĕлле çырма хĕрринчен ватрушкăпа ярăнатпăр. Эпир сунара, пулла çỹреме кăмăллатпăр.

— Светлана, эсĕ 23 çулта. Тепри çак çулсенче амăшĕ çумĕнчен те хăпмасть. Эсĕ вара юратнă арăм, икĕ ача амăшĕ, бизнесвумен… Сан пек специалист районта урăх çук.

— Çамрăксем ялта ĕç çук тесе нăйкăшнине илтсен кулас та килет. Ăнланмастăп ун пеккисене. Мĕнле ĕç çук? Самана таппипе тан утакансене патшалăх та пулăшу аллине тăсать. Тĕрлĕ професси илме пулать паян. Вĕренме хăрамалла мар, хамăра шанса çĕнĕлĕх шырамалла кăна. Хăв суйласа илнĕ ĕç савăнăç, тупăш кỹрсен ялта хуларинчен чаплăрах та пурăнма пулать. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта мĕнле ваканси кăна çук! Кама кăна вĕренме ямаççĕ?! Тỹлевсĕрех иçмасса. Эпĕ вара специальноçсене хам кĕсьерен тỹлесе алла илнĕ. Пĕрре те ỹкĕнместĕп.

— Куратăп-ха, эсĕ автомашина улăштарнă.

— Унччен пирĕн çемьен пĕр çăмăл машинăччĕ. Упăшка тепринпе ĕçленĕ хушăра ачасене садикрен илсе килме е унта-кунта кайса килме усă кураттăмччĕ. Халĕ хамăн çăмăл машина.

— Водитель правине те тахçанах илнĕ пулĕ?

— 18 çултах. Унтанпа руль умĕнчен кайман.

— Светлана, килте чĕр чунсем тытатăр-и?

— Каларăм ĕнтĕ, мĕн пĕчĕкрен йыт-кушака юратса ỹснĕ. Киле тăтăшах кушак, йытă çури илсе кĕреттĕм. Аттепе анне те хирĕçлемен. Хăйсем те чĕр чунсене питĕ юратаççĕ. Сăмах май каласан, паян та пирĕн виçĕ кушак. Урамра мĕскĕннĕн макăрса тăракан кушак çурисем умĕнчен халĕ те курмăш пулса иртсе каяймастăп, апат парса хăваратăп.

— Малашлăх ĕмĕт-тĕллевусем?

— Ĕмĕт-тĕллевсем çав тери пысăк. Малашлăха шанса пурăнни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕмĕт пулни малалла талпăнма хистет. Нумаях пулмасть тепĕр хваттер, пысăкраххине, туянтăмăр. Пурăна киле вара хамăр валли пĕрене çурт хăпартма ĕмĕтленетпĕр. Йыш та ỹсĕнтĕр.

Ĕçе илес пулсан вара илемлĕх ĕçĕсен переченьне анлăлатасшăн. Çавăн пекех тренер-преподавательте тăрăшас килет, пурнăç ыйтакан бизнесра ытларах çамрăксене курас килет. Аслă пĕлỹ илес ĕмĕте те пурнăçа кĕртетĕпех.

— Туссем нумай-и санăн?

— Мана тус-тантăш нумай кирлĕ мар. Пĕтĕм шухăш-кăмăла эпĕ мăшăрпа сỹтсе яватăп. Эпир чун каниччен калаçатпăр, нумай сĕнỹ-канаш парать вăл.

— Парнесем пама юратать-и?

— Кĕтмен çĕртен парнесемпе савăнтарсах тăрать. Тепĕр чухне пĕр-пĕр япала туянасси пирки шутлатăп кăна, часах Дима мана çав япалана парнелет. Апла пулсан эпир пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланатпăр. Çемьере çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code