Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçăра — ашшĕпе тетĕшĕ

Вăрçăра — ашшĕпе тетĕшĕ

Çут çанталăкăн кирек хăш пулăмне те юратать Зоя аппа. Чунĕпе черченскер, илеме асăрхаса киленме пĕлет, ăна ытарлăн сăнанă май пуçĕнче час-часах сăвă çаврăмĕсем çуралаççĕ, килне çитсен вĕсене хут çине куçарать. Ял çумĕнчи вăрманта уçăлса çỹреме кăмăллать вăл, кунта кăмпа-çырла пуçтарать, милĕк вăхăчĕ çитсен милĕк хатĕрлет.

Шăмалакра пурăнакан Зоя Кулакова вăрçă пуçланнă çул çуралнă, Анна Андреевнăпа Даниил Афанасьевич Сидоровсен çемйинчи тăваттăмĕш ача пулнă.

— Пирĕн анне Акчел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Аттепе пĕрлешнĕ вăхăтра вăл 16 çулта анчах пулнă. Шăмалак ялĕнчи тăванĕсем патне улах ларма килнĕскере пĕрре курса килĕштернĕ атте, кĕске вăхăтрах ăна вăрласа килсе мăшăр тунă, — аса илет З.Кулакова. — Килĕшỹре пурăннă аттепе анне, пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланнă. Лаша, ĕне тата ытти выльăх усранă. Çапах та çĕнĕ самана пуçлансан тăн-тăн пурăнакан çемьене кулаксен йышне кĕртсе выльăхсене, хуралтăсене колхоза куçарнă. Çакăн хыççăн çемье пурнăçа сыпăнтаркаласа пурăннă-ха. Анчах та вăрçă пуçланнă. Аттене, ял советĕнче секретарьте тăрăшаканскере, эпĕ çуралсан тепĕр эрнеренех вăрçа илсе кайнă.

Тăватă ачапа тăрса юлнă амăшне аслă ачисем — 1925 тата 1927 çулта çут тĕнчене килнĕ Алексейпе Клавдия колхоз ĕçне хутшăнса, кĕçĕннисене Марийăпа Зойăна пăхма пулăшнă, килти ĕçсене пурнăçланă.

1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче Зойăн тетĕшне Алексее те фронта илсе кайнă. Халĕ ĕнтĕ вăрçă хирĕнчен икĕ çывăх тăванĕнчен çырусем кĕтме пуçланă çемье.

Вăрçă пĕтсен Сидоровсене иккĕшне те каялла çаврăнса килме пỹрнĕ шăпа. Зоя аппа çывăх çыннисен вăрçăри шăпи, вĕсем мĕнле наградăсем илни пирки тĕплĕнрех каласа парайманран (докуменчĕсем упранса юлман) вĕсене унпа пĕрле Оборона министерствин «Память народа» сайтра шырарăмăр. Ашшĕ — Даниил Афанасьевич Сидоров хĕрлĕармеец 43-мĕш армин стрелоксен 186-мĕш саппасри полкĕнче çапăçни паллă. Çар чаçĕнчен 1944 çулхи августăн 22-мĕшĕнче тухнă, сăлтавне палăртман. Пурнăçĕнче икĕ вăрçа хутшăннă ашшĕ çур ỹпкипе анчах таврăннине калать хĕрĕ. Ỹпки витĕр пуля тухса кайнăскер вăрах вăхăт госпитальте сипленнине, вăрçăра снайпер пулнине каласа панă ветеран-фронтовик таврăнсан.

Тетĕшĕ — Алексей Данилович Сидоров сержант, каярахпа кĕçĕн лейтенант, службăна 1942 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче тăнă, Хĕвел анăç фрончĕн стрелоксен 220-мĕш дивизийĕн 376-мĕш стрелковăй полкĕнче çапăçнă. Вăл 1944 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче «Паттăрлăхшăн» медале, 1944 çулхи августăн 7-мĕшĕнче III степень Мухтав, 1945 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче II степень Отечествăлла вăрçă орденĕсене, çак çулах майăн 9-мĕшĕнче «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Документсенче «Паттăрлăхшăн» медале мĕншĕн тивĕçнине палăртнă. 1944 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче А.Сидоров нимĕçсен оборонине татнă чух 45 миллиметрлă тупăран пĕр чарăнмасăр персе тỹрĕ наводкăпа тăшманăн 6 çулăм точкине пĕтернĕ, вĕсен чаçĕ Витебск облаçĕнчи Лобаны ялĕ çывăхĕнче тăшман пехотин 2 взводне тĕп тунă. Вăрçăран таврăнсан А.Сидоров офицер ялта кăштах пурăннă хыççăн Тюмень облаçне тухса кайнă.

Зоя аппан ашшĕ — вăрçă инваличĕ Даниил Афанасьевич вара сывлăхĕ хавшак пулнипе нушаланнă, çур ỹпкепе анчах пурăнма йывăр пулнă ăна.

Зоя Даниловна хăй те вăрçă участникне Анатолий Кулакова качча тухнă, мăшăрĕ вилнĕренпе салтак арăмĕ пĕчченех пурăнать.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code