Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Урăхла пулаймастăп

Урăхла пулаймастăп

Паян хамăр тĕпеле Патреккелте çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан паллă блогера Эльвира Борисовăна чĕнтĕм. Вулакансен хушшинче аслă ăру çыннисем ытларах пулнине шута илсе блогер кам пулнине те пĕлтерни вырăнлă пулĕ. Блогер – интернетпа туслă çын, вăл хăйĕн каналне, сайтне е страницине ертсе пырать. Пĕр сăмахпа каласан, цифра аталанăвĕнчи массăллă информаци хатĕрĕ.

Хастар та çивĕч пике 20 çул каялла район хаçатĕнче практика тухнăччĕ. Ун хыççăн ăна часах та тĕл пулма тỹр килмен. Пĕр çулхине Мускаври Садовод пасарта ушкăнпа янрашса пынă май пире хирĕç Эльвира вашлаттарса пынине куртăмăр та эх! епле савăнтăмăр тĕл пулушăн. Çывăх çынпа ăш пиллĕн ыталашса илнĕ май сулхăн вырăн тупса пурте пĕрле чăвашла чуна уçса калаçса ларнине халĕ те ытарлăн аса илетпĕр. Иртен-çỹрен çаврăнса пăхни те нимĕн те мар пирĕншĕн. Эпир çĕршывăн тĕп хулинче хамăрăн ĕçтешпе тĕл пулнишĕн хĕпĕртесе тăван чĕлхепе ирĕклĕн пуплетпĕр. Эльвира шăпах хăйĕн страницинче чăвашлăха аталантарас, тăван чĕлхен илемне туйтарас, кăтартас енĕпе нумай тăрăшать. Пĕр сăмахпа, кирек ăçта пулсан та вăтанмасть хăй чăваш хĕрĕ пулнишĕн.

Кăçал районти Акатуйра каллех ăнсăртран тĕл пулма тỹр килчĕ ăна. Хăйне çывăх курса калаçмасан та унăн ĕç-хĕлне тĕрлĕ каналта лайăх курса тăратпăр, вăл мĕнпе интересленнине пĕлетпĕр-ха. Хаçат вулаканĕсене те самана уттинчен пăрăнмасăр утакан маттур хĕрарăмпа паллаштарасшăн.

– Эльвира, чи малтанах ыйтам-ха, сана «Ял хĕрарăмĕ» проекта чĕнни кỹрентермест-и? Мĕн тесен те эсĕ çĕршывăн тĕп хулинче тымар янă. Урăхла каласан, Мускав майри…

– Мĕн эсĕ? Эпĕ чăн-чăн ял хĕрарăмĕ. Çапла пулнăшăн мухтанатăп та. Чунпа та, шухăш-кăмăлпа та эпĕ яланах ялта. Хулара ирхине вăранса каятăп та тỹрех тăван кил, атте-анне, çывăх çынсем куç умне тухса тăраççĕ. Килте, районта мĕнле лару-тăру пулнине пĕлес тесе тỹрех алла телефон ярса илетĕп. Хамăр патăмăрти улшăнусем, çĕнĕлĕхсем пит интереслентереççĕ мана.

– Эсĕ районта, республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ Патреккел халăх хорĕн ертỹçин Геннадий Борисовăн хĕрĕ. Мĕнпе асра юлнă ачалăх?

– Аттепе анне, Геннадий Арсентьевичпа Валентина Васильевна, пирĕншĕн, виçĕ пĕртăваншăн, пурнăçăн паха тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ. Мана пултаруллă атте, çирĕп ăс-хакăллă анне чун панăшăн Турра тав тăватăп. Эпĕ вĕсемпе мăнаçланатăп, анчах нихăçан та çавсен хĕрĕ тесе пуçа каçăртман. Аттепе анне пире çынсене, пурнăçа юратма, тăвансене хаклама вĕрентнĕ. Вĕсем: «Сана чулпа ывăтсан та эсĕ ăна çăкăрпа пер», – тенине нихăçан та манас çук. Сăмаха виçсе, пĕлсе усă курмаллине, яланах тĕрĕслĕхе, ыр кăмăллăха мала хумаллине ăнлантарнă. Атте яланах çемьешĕн тăрăшать, анне ăна тĕрев парса пырать. Ытлă-çитлĕ ỹснĕ эпир. Мĕн çуккине туйман. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Килте кирек мĕнле ĕçе те пĕрле пурнăçланă. Ĕçсене вăшăл-вашăл туса пĕтернĕ хыççăн атте мунча хутса яратчĕ. Пире вара, шĕвĕрккесене, мунчара милĕкпе епле хытă çапатчĕ-ха. Вĕрине чăтаймасăр сас кăларса пăх-ха – тата хытăрах лекет. Çапăннă хыççăн юр çине кăларса «ывăтни» те пулнă. Е тата пуç тăрăх витрепе сивĕ шыв яратчĕ. Чăтăмлăха хăнăхтарнă, нăйкăшма юраман. Пирĕн çемьен ырă йăли: килте нихăçан та çын çинчен калаçмаççĕ. Сăмах май каласан, эпĕ те ушкăнсенче ăна-кăна сỹтсе явма пуçласанах пăрăнса утатăп.

– Эльвира, вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх университетне журналистика факультетне çул тытрăн…

– Çапла. Шкулта вĕреннĕ чухне Галина Енейкина вĕрентекен пире чăвашла хитре çырма вĕрентес тесе нумай тăрăшатчĕ. Чылайăшĕ район хаçачĕпе туслă çыхăну тытаттăмăр. Профессие юратсах вĕрентĕм. Студент чухне манăн юлташсем каччăсемччĕ. Паллах, хĕрсемпе те туслашнă, анчах арçын ачасемпе мана калаçма çăмăлрахчĕ. Усалрахчĕ эпĕ.

– Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăклăхăн анлă сукмакне ăçталла хыврăн?

– 2005 çулта диплом илсен тете мана: «Айта Мускава, укçа ĕçлесе илĕн, хитре тумланăн та каялла Шупашкара таврăнăн е Хусана кайăн», – терĕ те, тĕп хулана çул тытрăм. Тете çемйи унта суту-илỹ лавккисем тытса тăратчĕ те – сутуçăна вырнаçрăм. Журналиста вĕренни çынпа йĕркеллĕ те кăмăллăн хутшăнма нумай пулăшрĕ. Ĕç-хĕл ăнса пычĕ, укçа-тенкĕ çителĕклĕ пуçтартăм.

– Тем тăван ене каялла таврăнни туйăнмарĕ?

– Пĕринче çапла лавккана икĕ йĕкĕт кĕрсе тăчĕç те мана, прилавок умĕнче тăракан сутуçăна, пит сăнарĕç. Хам та пăхса илтĕм, пĕрин çỹçне кĕмĕл тĕс çапма пуçланăран, ытларах тинкертĕм. Тепĕр кунне те кĕчĕç хайхи хура куçлăх тăхăннă çамрăксем. Хальхинче сăмах пуçарчĕç. Паллашрăмăр. Мана тутар хĕрĕ тесе шутланă. Çук, эпĕ чăваш терĕм. Тепĕр кунне мана Рома ĕç хыççăн ăсатма пычĕ, чечек çыххи парнелерĕ…

– Çак йĕкĕт санăн пулас мăшăру иккенне чĕрỹ систерчĕ-и?

– Пĕрремĕш тĕл пулурах мана чĕлхесĕр турĕ вăл. Ĕнер кăна чăваш халăхĕ çинчен пачах илтмен, пĕлмен çамрăк пирĕн пĕчĕк çĕршывăн культурине, историне, хам та пĕлменнисене те, каласа пачĕ. Çĕрĕпе Интернет уçлăхĕнче ларса чăвашсем çинчен вуласа пĕлни тĕлĕнтерчĕ мана. Ахальтен интересленмен ĕнтĕ вăл. «Эсĕ мана çỹçне çамка çине антарса кастарнипе тỹрех килĕшрĕн», – терĕ. Мана та нумай пĕлекен, кĕнеке вулакан çын кăмăла кайрĕ.

– Мăшăру Мускав çынниех-и? Ăçта ĕçлет?

– Ачаранпах Мускавра пурăнать. Амăшĕ вырăс, ашшĕ грузин. Рома амăшĕпе ỹснĕ, çапах та ашшĕн йăх-тымарне, Грузи çĕршывĕ çинчен вĕçех пĕлет. Лариса Деомидовна Мускаври наукăпа тĕпчев институтĕнче тĕп экономистра ĕçлесе пенсие тухнă. Ывăлне вăл хĕрарăма хисеплеме вĕрентсе ỹстернĕ. Мăшăрăм Мускаври грузинсен диаспорипе туслă çыхăну тытать, «Царьград» телевиденийĕнче продюсерта чылай çул тăрăшать. Мана та телевидение явăçтарать.

– Чăваш хĕрне хуняму мĕнле кĕтсе илчĕ?

– Нихăçан та асран тухмасть пĕрремĕш тĕл пулу. Тете пире Раççей халăх юрăçин Тамара Гвердцители концертне кайма билет тупса пачĕ. Ромăн амăшне те пĕрле чĕнтĕмĕр. Манăн калаçăва, тыткаларăша тĕпрен сăнани сисĕнчĕ. Ывăлĕ хăйне чăваш хĕрĕ килĕшнине пĕлтернĕ ĕнтĕ ун чухне. Каярахпа, хамăн пысăк сумкăсемпе вĕсен патне пурăнма куçсан, ваннăйне вăрăм та сарлака мунчалана кăларса хурсан: «Хамрăн çын», – терĕ. Уçă кăмăллă, çав вăхăтрах сăпайлă, ыттисем пек пулма тăрăшманнине, хакларĕç. Каярахпа тирпейлĕ пулнине, ĕçе юратнине палăртрĕç.

– Эсĕ çамрăклах качча тухман-ха?

– 17-ре чухне мана хĕр пек те пăхман пуль каччăсем. Эпĕ вĕсемпе юлташла туслăччĕ. «Дикарка, тулли» тенĕ пуль. Каччăсем çип-çинçе пилĕклисене, хитре сăн-питлисене кăмăллаççĕ. Маншăн çын тени чунĕпе илемлĕ пултăр. Тепĕр хитрипе калаçма пуçлатăн кăна, епле «çĕрĕк» чунлă иккенне ăнланатăн. Канфет хучĕ йăлтăр-ялтăр та… Турă çырни Мускавра тупăнчĕ. 30 çулта качча тухрăм. Рома та мана кĕтнĕ тейĕн, часах авланман. Манран аслăрах. Мускавра тĕрлĕ наци халăхĕ пухăнса туй ирттертĕмĕр. Пирĕн тăван-хурăнташ вырăссемпе грузинсене питĕ килĕшнĕ. Паян та аннесем пĕр-пĕринпе скайппа уççăн калаçаççĕ. Лариса Деомидовна та Патреккелĕнче пулса курнă. Ялта тирпейлĕ пурăннинчен тĕлĕннĕ.

– Эсĕ хĕр чухнехи хушаматупах çỹретĕн?

– Çемье чăмăртасан хамăн хушаматах хăвартăм. Ку хулара хăнăхнă йĕрке. Хуняма та упăшкин хушамачĕпе çỹременрен ку пулăм çине никам та тимлĕх уйăрмасть.

– Сирĕн çемьере ывăл çитĕнет…

– Ăна хуняман ашшĕн ятне патăмăр. Кăçал пĕрремĕш класа каять. Дема тăтăшах кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче пулнипе чăвашла ăнланать, хăш-пĕр сăмахсене калать. Ашшĕ çавăн пекех ăна грузинла вĕрентет. Эпир ăçта кайсан та ывăлăмăра пĕрле илетпĕр. Хамăра та вăхăтĕнче аттепе анне таçта та илсе кайса кăтартнă.

– Эльвира, хунямăрпа кухньăра пĕрле кăштăртататăр-и?

– Эпир, ялта ỹснĕскерсем, ирхи апата яшкаран пуçлатпăр. Ăна çăкăрпа, суханпа çиетпĕр-ха тата! Вĕсем вара ирхине çăмăл апатланаççĕ. Сĕтел çинче улма-çырла, фасоль, аçтăрхан мăйăрĕ… «Пирĕн Элла аш-какай юратать, ăна пĕçерес-ха», – тет вара вăл. Хăй уйрăмах грузин наци апат-çимĕçне хатĕрлеме ăста. Эпир мĕн пуррине çиме хăнăхнă, хуларисем тутлă çиеççĕ. Апатшăн укçа шеллемеççĕ. Пĕр вăхăтрах иксĕмĕр те кухньăра кăштăртатма пултаратпăр, пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупнă, чăркăшса курман.

– Яла хуларипе танлаштараймăн…

– 17 хутлă çуртри пĕр подъездрисем çеç мар, кỹршĕллĕ хваттерте пурăнакансем те пĕр-пĕринпе сывлăх сунманни, палламанни чуна ыраттаратчĕ. Мĕнле-ха капла? Пĕр çуртра ĕмĕр ĕмĕрлеççĕ, пĕр-пĕринпе сăмах чĕнмеççĕ. Хамăр çемье пысăк йышпа туслă пурăннипе çакă пĕрре те килĕшместчĕ. Эпĕ уçă кăмăллăскер, кỹршĕ-аршăпа сăмахлама тăрăшаттăм, ăна-кăна ыйтса пĕлеттĕм. Малтанах мана: «Мĕн кирлĕ-ши кăна?» – тенĕн урăхла пăхатчĕç. Халĕ вара, çичĕ çул хыççăн: «Эля, сансăр мĕнле кичем пурăннă эпир!», – теççĕ. Подъездрисемпе туслă пурăнатпăр, пурне те паллатпăр, яланах пĕр-пĕрне пулăшу аллине тăсатпăр. Ватăпа лармалла-и унта е ача вăхăтлăх пăхмалла, ытти сĕнỹ-канаш кирлĕ, шỹтлесе каласан, е тăвар пĕтнĕ – пĕр-пĕрин патне чупатпăр. Халĕ хама ялти пекех хăтлă туятăп. Урама тухатăн-и е метрора пыратăн – ятран чĕнсе инçетренех сывлăх сунаççĕ.

Мăшăрупа пĕрремĕш хут Чăваш Ене килнине астăватăн-и?

– Паллах. Вăл тăнран кайрĕ. «Эсир çакăн пек чаплă пурăнатăр-и?» – терĕ. Хула çыннисем ял тесен тислĕк, пылчăк, вăрăм кунчаллă атă, таса марлăх, хăлтăр-халтăр çурт-йĕр, эрех лĕркеççĕ… тесе шутлаççĕ. Çимĕкре вилнисене асăнма пĕтĕм тăван-хурăнташ пуçтарăннине курсан шанках хытрĕ: чăвашсем хăйсен йăх-несĕлне манманнине ăнланчĕ. Кăçалхи Акатуйра хăйшĕн тата нумай çĕнĕлĕх уçнине те уççăн пĕлтерчĕ. Грузинсем тăванлăха мала хураççĕ.

– Эльвира, интернетпа мĕн туслаштарчĕ?

– Декретлă отпуск тăсăлса кайрĕ. Самана та улшăнчĕ. Икĕ çул çурă каялла Инстаграм каналта страница уçрăм. Апла пулсан – ĕçлемелле. Умра Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ. Аттерен клубран пĕр парикне ыйтрăм, анчах вăл больницăра выртнипе: «Клубри япаласем хушшинче тупаймастăн», – терĕ. Вара килти маскăран парик çĕлерĕм те «Энтри» сăнарне шутласа кăлартăм. Сценари çырса мар, пирĕн хушăри арçынсене сăнарласа. Çынсене эпĕ мĕн хăтланни, чăвашла калаçса саламлани килĕшрĕ пулмалла…

– Унтан «Мариванна» сăнарне шырарăн пулĕ?

– Арçын рольне вылярăм пулсан, хĕрарăмсене мĕншĕн саламлас мар? Мариванна рольне калăплама тытăнтăм. Эпĕ ял пурнăçне фильтр витĕр кăларса, маска тăхăнса кăтартас теместĕп – мĕнле пур çапла кăтартатăп. Чылай çын пурнăçра маска тăхăнса пурăнать – мана ун пек этем нихăçан та килĕшмен. Эпĕ чăн пурнăçа сăнарлатăп, ĕçленĕ чухне лăштăр-лаштăр тум тăхăнни те килĕшет. Чи кирли япала таса та меллĕ пултăр.

– Халĕ те эсĕ тăван ялтине Инстаграмри 35 пин ытла, Телеграмри 5 пин ытла подписчик лайăх пĕлет.

– Çу кунĕсене тăтăшах ялта ирттеретпĕр. Паллах, эпир хамăрăн Адыгейри туллă-сăртлă хитре вырăнти çуртра та канма пултаратпăр, анчах унта пахча çук, мĕн туса ирттермелле вăхăта? Çавăнпа атте-аннене кил хушшинче пулăшма май пулнишĕн хĕпĕртетĕп. Çăвĕпе ывăлпа кунта. Мăшăрăм кану кунĕсене тăтăшах килсе каять. Мана ăнланнăшăн тавах ăна. Часах ирĕклĕхрен тухатăп пулмалла, коллектива хăнăхнă çын ушкăнпа ĕçлеме тухатăп. Çитет пулĕ канса.

– Блогер укçа-тенкĕсĕр лармастех ĕнтĕ?

– Мухтав Турра, укçа-тенкĕ çитсе пырать. Пĕчĕккĕн ĕçлесе пыратпăр. Блогерта ĕçлесе кĕсьене кĕрет-ха, анчах маншăн вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ мар. Укçашăн хапсăнмастăп. Хама килĕшекен сăнарсене май пур чухне кăна ỹкеретĕп. Тепĕр чухне эрнере пĕрре кăна та тухма пултаратăп. Телефон ăшне кĕрсе кайсан çемье айккине тăрса юлать. Маншăн вара çемье пĕрремĕш вырăнта. Çавăнпа та подписчиксен шутне ỹстерессишĕн тăрăшмастăп, чапшăн-сумшăн çунмастăп. Çав вăхăтрах хамăн пурнăçа та пĕтĕмпех кăтартма юратмастăп. Çакна та палăртас килет, блог тытса пыраканăн яваплăхĕ пысăк. Теприсем телефонпа выляса ларать тесе шутлаççĕ, апла мар, кашни япалашăн, рекламăшăн явап тытмалла. Лăпăр-лапăр реклама тумастăн. Çыхăнун вăйĕ пысăк.

Ялта та, хулара та ỹкерĕнетĕн эсĕ? Çи-пуçсене улăштарсах тăратăн?

– Ялта мана оператор ĕçĕнче анне пулăшать, Мускавра – упăшка. Çи-пуçсем тенĕрен, Мускавра хуняман тумтирне тăхăнса яратăп, ялта ытларах – анненне.

– Эсĕ йăлтăр-ялтăр кĕпе-йĕм юратманни сисĕнет.

– Яланах хама килĕшекен, меллĕ тумпа çỹретĕп. Ытларах кĕпе тăхăнма килĕштеретĕп. Ĕçленĕ чухне пуçра косынка пулни кăмăла çĕклет.

– Пăхатăп та, сăрланмастăн та эсĕ?

– Пите тоник-крем сĕретĕп, кăштах писевлетĕп. Тутана сăрласа курман, килĕшмест пек туйăнать мана. Мариванна вара сăрланма, хитреленме юратать. Нимĕнпе те улăштармастăп хама. Эпĕ мĕнле пур – урăхла пулаймастăп. Турра ĕненетĕп, пуянлăха хапсăнмастăп, май килнĕ таран çынна пулăшма тăрăшатăп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code