Регионăн «Пурăнмалли çурт-йĕр» проектне, «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула анлăшĕ» нацпроект тытăмне кĕрекенскере, пурнăçланă май республикăра çамрăксене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес енĕпе тимлĕх пысăк. Асăннă проектпа килĕшỹллĕн çамрăк çемьесене хваттер туянма е çурт тума социаллă тỹлев илмелли свидетельствăсем параççĕ.
Красноармейски районĕнчи нумай ачаллă Мария Калинина çемйи çак мелпе усă курнă. «Пулăшу илесси кăткăс пулмарĕ», — тет хĕрарăм. — Район администрацийĕн специалисчĕсене пысăк тав — пĕтĕмпех тĕплĕ ăнлантарчĕç, пысăк пулăшу пачĕç». Субсидие Калининсем хваттер ипотекине саплаштарма янă. Кăштах хăйсен укçине хушнă та ипотекăпа туллин татăлнă. «Нацпроект пулăшнипе халĕ пирĕн хамăрăн хваттер пур — шалти ĕçсене пурнăçлатпăр», — теççĕ.
2022 çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çамрăк 483 çемьене çакăн пек свидетельствăсем пама палăртаççĕ. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне 461 çемье документ илме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Кăçал чи нумай свидетельство панисем — Вăрнар, Муркаш, Куславкка, Красноармейски районĕсем, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисем.
Çакна ăнланмалла: бюджет укçи социаллă тỹлев пулнă май çурт-йĕр хакĕн пĕр пайне саплаштарать, — палăртать ЧР строительство министрĕ Павел Данилов. — Çемье хăй те тỹлеме пултарни — тĕп условисенчен пĕри. Унăн хакăн юлакан пайне саплаштарма укçа пуррине ĕнентермелле. Сăмахран, ĕç укçин виçине кăтартакан справка тăратмалла е укçа пухнине çирĕплетмелле. Тата — çемьен пурăнмалли условийĕсене чăннипех лайăхлатмаллине ĕнентермелле. Çак шута çын пуçне тивекен лаптăк нормативран пĕчĕкреххи, çемье техника тата санитари енĕпе нормативсене тивĕçтермен çурт-хваттерте пурăнни кĕреççĕ.
Н.ДМИТРИЕВ.