![](http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/wp-content/uploads/2022/08/дмитрева-соловьев.jpg)
Паян кашни хуçалăхрах вырма ĕçĕсем хĕрỹ пыраççĕ. Ĕçченсем тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртме тăрăшаççĕ.
«Прогресс» хуçалăхăн Патреккелĕнчи йĕтемре тăтăшах хĕрỹ ĕç шавĕ тăрать. Хиртен турттаракан тырра алласа тасатас ĕçре Елена Дмитриевăпа Валерий Соловьев харсăр.
— Кăçалхи вырма тапхăрĕнче çанталăк шăрăх та уяр тăни ĕçе самай ансатлатать, тырă та пỹлмесене тип-типĕ кĕрет, — кăмăллăн пĕлтерет Елена Николаевна.
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Елена Дмитриевăпа Валерий Соловьев.