Район центрĕнчен 12 çухрăмра вырнаçнă яла Кивĕ Эйпеç урлă кайрăмăр. Уничере ял ятне палăртса стела вырнаçтарнă. Чăваш Енри паллă Николай Балтаев (Палтай Микуç) ỹнерçĕн пуçарулăхне пула çĕкленнĕ вăл.
Çĕнĕ урама кĕнĕ май сылтăм енче чаплă, малалла иртнĕ май ытларах кивелнĕ çуртсем куç тĕлне пулаççĕ. Хуçисем çукран хăшĕ-пĕрин хапха умĕнче пиçен-хупах ашкăрать. Пĕрисен пахчинчи ăнса пулнă панулмисем хăйсене татасса кĕтсе усăнсах аннă. Тăван яла темрен ытларах юратакансем вара хăйсен çурчĕсене çĕнетеççĕ, юсаççĕ. Самана таппипе тан утса пыракансем хăтлă пурăнаççĕ. 2003 çулта яла «кăвак çулăм» çитнĕ.
2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчи кăтартусемпе килĕшỹллĕн, кунта 125 çын пропискăра тăрать.
Çак урамрах клуб, çав çуртрах фельдшер пункчĕ вырнаçнă. Вĕсем паян хупă. Кивĕ çуртран инçех мар Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă ветерансене халалланă палăк вырнаçнă. Унчченхи кивелсе çитнĕрен виçĕм-çул ăна республика уйăрнă 100 пин тенкĕпе çĕнĕрен лартнă.
Кунтах «Елчĕкри коопторгăн» суту-илỹ лавкки. Любовь Романова чылай çул тăрăшать унта. Ял çыннисене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерме сентресем туп-тулли. Любовь Петровна ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн кăçал районти Хисеп хăми çине кĕнĕ.
Ялти чи аслă арçын — Александр Антонов. 93 çултан иртнĕ ĕç ветеранĕ пĕчченех пурăнать. Ĕмĕрĕпе колхозра кладовщикре вăй хунăскер паян хăй тĕллĕн çурт-йĕр тытса пырать. Малтанах ăна хирĕç пурăнакан Мария Осипова нумай çул пулăшса тăнă, халĕ — теприсем. Ачисем те килсех çỹреççĕ. Пĕлтĕр, акă, çĕнĕ хапха лартса панă. Александр Антонович паян ырлăхра пурăннине пĕлтерет. «Сенĕк, кĕреçе, çава та кирлĕ мар паян, пуян пурăнать ял çынни», — тет вăл. Хисеплĕ ватă республика, район хаçачĕсене çырăнса илет. «Тăван ялăм, савнă ял» пирĕн яла çитрĕ-им?» — терĕ вăл, хаçатри кашни материала тĕплĕ тишкерсе пыраканскер.
Ялта чылай çул Надежда Романова почта валеçнĕ, халĕ Татьяна Смирнова унăн ĕçне малалла тăсать.
ĔÇЧЕН ÇЫННĂН ЫЙХИ КĔСКЕ
Тăван ялта тĕпленсе пурăнакансем çулран-çул килти хушма хуçалăха аталантарса пыраççĕ, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышлă усраççĕ. Тĕлĕнсе пĕтерейместĕн ял çыннин хастарлăхĕпе пуçарулăхĕнчен. Епле ĕлкĕрет-ши вăл? Ыйхи ăçта-ши? Сăмахăма «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн Питтĕпелĕнчи ферма заведующийĕ, кладовщикĕ, выльăх тухтăрĕ пулса тăрăшакан Мария Осиповăран пуçăнни ыт ахальтен мар. Вăл ял старости те. Кăнтăр апатне килнĕ вăхăтпа усă курса кил хуçи хĕрарăмĕ пысăк ĕç пуçарнăччĕ пулсан та пире ялти мухтавлă çынсемпе паллаштарса çỹреме вăхăтне шеллемерĕ. Кам патĕнче кăна пулмарăмăр — Мария Николаевнăна сумлăн та ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Хăй те ял çинче пысăк хисепре тенине малтанах илтнĕччĕ-ха, çапах ватти-вĕтти ăна пуç тайнине курсан, ят-сума харсăр ĕçпе, çынлăхпа, ăшпиллĕхпе тивĕçнине тепĕр хут çирĕплетрĕмĕр. Кашнийĕнпе чун-чĕререн пуплет, май пур таран пулăшма тăрăшать. Вăй-халĕ епле тапса тăрать-ха унăн, ĕç тесен тем тума хатĕр.
1974 çултанпа Мария Николаевна Питтĕпел ялĕнче ĕçлесе пурăнать. Кивĕ Арланкасси хĕрне Пăвари ветеринари техникумĕ хыççăн кунта ĕçлеме янă. Маларах, вăтам шкул хыççăнах, тăван колхозра гусеницăллă тракторпа вăй хунă пике яланах вашаватлăхпа, ĕçе тĕплĕн тунипе палăрнă. Ĕçчен хĕре Василий Осипов механизатор та асăрханă. Пĕр çул туслă çỹренĕ хыççăн çамрăксем çемье çавăрнă. 46 çул пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă килĕшỹллĕ мăшăр.
Осиповсем тăван хуçалăхра ырми-канми тăрăшнă. Хуçалăх ертỹçисем хушнине паян та чыслăн пурнăçлать Мария Николаевна. Тăрăшуллăскере 2012 çулта «Комбайн» ЯХПКн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Унтан унăн пархатарлă ĕçне республика пысăка хурса хакланă. Халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлесси пĕрре те çăмăл мар, çапах пултаруллăскер 68 çултине пăхмасăр куллен фермăна васкать.
М.Осипован мăшăрĕ, Василий Николаевич, чĕрепе чирлесе инвалида тухнă. 2018 çулта ăна операци тунă. Çапах ун хыççăн та ураланайман вăл. Упăшкине юратса пăхнă арăмĕ. 10 уйăх каялла вара вăл пĕччен тăрса юлнă.
Ырă та харсăр мăшăрне аса илмен кун та иртмест хастар та сăпайлă хĕрарăмăн. Йывăр хуйха ĕç çĕклет. Чĕрери сурана пусарса кил картинче вăкăр, пăру, качакасем усрать. Картишĕнче, пахчара чечексем ỹстерет. Хăйĕн хуçалăхне кăна мар, ферма территорине, витесене тирпейлĕ тытассишĕн тимлет. Инçетренех илемлĕн курăнса лараççĕ шап-шурă витесем. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çурчĕн территорийĕ те хитре те таса, чечексем тĕрлĕ тĕслĕ çеçкесем çурнă.
Фермăра пăру пăхакансем пиллĕкĕн. Алевтина Перцева (унăн сăн ỹкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çинче), Людмила Перцева ферма сукмакне 25-шер çул ытла такăрлатаççĕ. Зинаида Абрамовăпа Надежда Трифонова та 10-шар çул пĕр улшăнмасăр тăрăшаççĕ. Аслисем çумне нумаях пулмасть хутшăннă Лариса Герасимова та шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать.
Владимир Перцев, Алексей Перцев, Владимир Васильев, Геннадий Фатламов механизаторсем ĕçе пысăк хастарлăхпа пурнăçлаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта 14 пин центнер ытла сенаж, 700 рулон улăм, 250 рулон утă, çителĕклĕ таран фуражлăх тырă хатĕрленĕ. Николай Васильев арманçă, Искендер Загрутдинов механизатор, вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлакан Евгений Макаров ялтах ĕçлесе тивĕçлĕ пурăнма пулнине çирĕплетеççĕ.
Уйрăм хуçалăхсенчи ĕнесене электрокĕтỹç пăхать. Кĕтỹре 40 ытла ĕне. Алексей Перцев, Надежда Трифонова, Александр Романов, София Абрамова çемйисем 3-4-шар ĕне тытаççĕ, ытлашши сĕте «Комбайн» хуçалăха сутаççĕ.
Çамрăк çемьесем ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстереççĕ. Ялта 18 çула çитмен 18 ача шутланать. Шкул ачисем кăçал Елчĕк шкулне автобуспа çỹрĕç. Константин Абрамовпа Юлия Максимова ял пуласлăхĕ. Вĕсем икĕ çулта кăна-ха.
Хĕвел хĕртсе пăхнине пăхмасăр урамра ача-пăча вылять. Аслашшĕ-асламăшĕ е кукашшĕ-кукамăшĕ патне хăнана килнĕ хула ачисем те курăнаççĕ. Апла пулсан ывăл-хĕрĕсене ял пурнăçĕпе килентереççĕ-ха хулара тымар янă ял ачисем. Йăх-несĕле пĕлнинчен, ял пурнăçне хăнăхнинчен, унăн таса сывлăшĕпе киленнинчен ырри мĕн пултăр.
Ялта шыв ыйтăвĕ нихăçан та çивĕч тăман. Водопровод кĕртнĕ. Çапах та Тĕп урамри пусă та ĕмĕрсем хушши хăйĕн сиплĕ шывĕпе савăнтарать. Ăна 1918 çултах Тихон Абрамов ăсталанă. Хăй 1921 çултах çĕре кĕнĕ пулсан та ăна тĕп килте пурăнакансем хупламан, çулсем иртнĕ май пурисене улăштарса тăнă. Халĕ ĕмĕртен-ĕмĕре куçнă тарасана Иван Абрамов пăхса тăрать.
Палăртмасăр иртеймĕн ку чухне: мĕн авалтан çынсем çăлкуçсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çĕр айĕнчен тапса тăракан, ăш хыпнине ирттерекен чĕрĕлĕх сĕткенĕ тăван кĕтеспе çеç мар, малашлăхпа та пĕр тĕвве çыхакан хăйне евĕрлĕ çип пулса тăрать пулĕ.
Питтĕпелсен те тахçантанпах Хурăнвар енче çăлкуç тапса тăнă, анчах ăна пăхса тăма çын алли çитеймен. Малашлăхшăн çунакан, пуррине упраса хăварассишĕн тимлекен Мария Осипова пĕринче ферма хĕрĕсемпе çав тăрăхри çырма-çатрана çỹп-çапран тасатма тухнă. Вара вăл пуçарулăх кăтартса, ял çыннисемпе канашласа çăлкуç тапса тăракан тĕле бетон ункă ярса хăварнă, шывран тухсан урасене пылчăк ан варалатăр тесе хăмасенчен тротуар сартарнă, çăла сăвапласси пирки пачăшкăсемпе калаçнă.
Пĕринче уй-хире çаврăнса çỹренĕ май çак паха шыв юхакан вырăна Мария Николаевнăпа пĕрле хуçалăх ертỹçи Гурий Федоров та çитсе курнă. Вăл пулăшнипе, халăхран укçа-тенкĕ пуçтарнипе унта пỹрт лартма шут тытнă. Çавăн пекех Акчелĕнчи Олег Кедровăн, Кавалти Дима Головинăн, Кивĕ Эйпеçри Саша Андреевăн, Нил Сусметовăн сăваплă ĕçре тỹписем пысăк. Василий Осипов, Владимир Перцев, Евгений Никитин пỹрте ăсталанă. Василий атте сăвапланă. Ку ырă та курăмлă ĕç 2017 çулта пулса иртнĕ. Халĕ вара Хусан Турамăшĕн турăшĕн ячĕллĕ çăла халăх йышлă çỹрет. Кăшарнинче кунта таçти ялтан та шыва кĕме килеççĕ. Каламасăр иртес мар, Хусан Турамăшĕн турăшĕн уявĕ Питтĕпелсен ял праçникĕ шутланать.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…
В.КИРИЛЛОВА.