Пĕлỹ кунĕнче Аслă Елчĕкри Христос Чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Максим Петров протоиерей çулсеренех вĕренекенсене йыхравласа кĕлĕ ирттерет.
— Çỹлти Турă ачасене вĕренỹре те, пурнăçра та пулăшса пытăр, — тет чиркỹ настоятелĕ.
Кĕлĕ хыççăн шкул ачисене вĕренỹ хатĕрĕсемпе тата пылак çимĕçпе сăйлама май туса панăшăн вăл ялта лавкка тытакансене пысăк тав сăмахĕ калать.
(Хамăр корр.).