Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çивĕч ыйтусем пур-ха…

Çивĕч ыйтусем пур-ха…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерчĕç.

Юлашки вăхăтра районта çул-йĕр сарас е юсас тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçланать. Ку тĕлĕшпе пĕртен-пĕр предприяти — «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество, анчах шанăçа тỹрре кăларать. Унăн директорĕ Вячеслав Сядуков пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 8 уйăхра пĕтĕмпе 53819331,78 тенкĕлĕх ĕç тунă. Чи пысăк объектсенчен пĕри — Елчĕк-Курнавăш автомобиль çулне асфальт сарасси. Кунта 1,080 километр çула йĕркене кĕртме 8099866 тенкĕ расхутланă. Унсăр пуçне асăннă çул урлă Кипеç ялĕ çывăхĕнче пăрăх вырнаçтарассине вĕçлемелле — 2 миллион тенкĕлĕх. Çав вăхăтрах сакăр ял тăрăхĕн территорийĕсенчи çулсене щебень сарса хытарассипе сахал мар ĕç пурнăçа кĕртнĕ.

Предприятире вăй хуракансем гидротехника сооруженийĕсене юсавлă тытассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă объектсем тăвассипе те тимлеççĕ. Ас тăватпăр-ха, 2-3 çул каялла ăнман подрядчиксене пула «вырăнтан хускалман» объектсене (Елчĕк шкулĕ çумĕнчи стадион-площадкăна тăвасси тата çỹп-çап свалкине рекультивацилесси) те пысăк пахалăхпа вĕçленĕ.

Обществăра паянхи кун тĕлне 45 çын тăрăшать. 24 единица техника шутланать. Кăçал кăна хăйăр сапалакан 2 установка туяннă. Вăтам ĕç укçи предприятире 32 пин тенкĕпе танлашать. Анчах çак пысăк сумма та ялта пурăнакана илĕртмест иккен — кадрсем çитмеççĕ: автогрейдерпа, экскаваторпа ĕçлекен, КАМАЗ водителĕ, МТЗ-82 тракторисчĕ.

Канашлура райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕ Нелли Ишмуратова сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернинчен çакă курăнать: учетра тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă 38 ача тăрать. Кăçал 5 тăлăх ачана Елчĕк ялĕнче хăтлă хваттерсен уççисене панă. Хваттер тивĕçмелли черетре тата 19 ача шутланать.

Ашшĕ-амăшĕпе çыхăннă ыйтусене сакăр уйăхра кăна судра 30 ĕç пăхса тухнă. Пысăк цифра. Ку вăл пĕтĕм профилактика субъекчĕ ăнăçсăр çемьесемпе, вĕсенчи ачасемпе тĕллевлĕ ĕçлемелли çинчен калать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пăхса тухнă ыйтăва канашлусенче пĕр хутчен мар çĕклет.

— Йывăр çемьесене куçран вĕçертмелле мар. Вĕсенчи е тăлăх ачасен пурăнмалли услови мĕнле, ача кампа е ăçта çỹрет, мĕнпе интересленет? — çине-çинех ыйту пулчĕ хальхинче те.

Канашлура ку эрнере пĕтĕм социаллă объектра ăшă ярас, коронавируса хирĕçле вакцинаци тутарас ыйтусем те çивĕчлĕхре пулчĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code