Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Раççей шайĕнче палăрнă

Шупашкар хули икĕ кун мас-рестлинг ăмăртăвне йышăннă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Елчĕксем те тупăшнă.

Тĕмер хĕрĕ Карина Кириллова хăйĕн ăсталăхĕпе вăй-халне 16-17 çулсенчи хĕрсем хушшинче, Тăрăм каччи Александр Константинов 18-21 çулсенчи яшсем йышĕнче çирĕплетнĕ. Иккĕшĕ те Раççей первенствин бронза медальне тивĕçнĕ. Сăмах май, Александр — кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ.

Тренер ячĕ манăçмасть

Лаш Таяпа ялĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Петр Самсонова асăнса ирттернĕ çăмăл атлетсен уçă чемпионатне тăватă район команди хутшăннă.

Кроссменсене малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшапăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов тата ыттисем саламланă, ăнăçу суннă. Командăсен тупăшăвĕнче Елчĕк районĕн атлечĕсем çĕнтернĕ. Чемпионсене тата призерсене кубоксемпе, медальсемпе, дипломсемпе чысланă.

«Туслăх Кубокĕн»

кăçалхи тапхăрĕ Аслă Елчĕк ялĕнче иртнĕ турнирпа вĕçленнĕ.

Хальхинче футбол вăййине пилĕк команда кăна хутшăнма кăмăл тунă, апла пулсан та кашни тĕл пулу çивĕч иртнĕ. Кубока вара асăннă турнирсенче нумай хутчен çĕнтернĕ Елчĕк ялĕн команди тивĕçнĕ. Лаш Таяпасемпе Аслă Елчĕксем — призерсем. Чи лайăх вылякансен йышне Василий Соловьев хапхаçăна, Данил Патшин çурма хỹтĕлевçе, Артем Львов тапăнса вылякана кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code