Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вырсарни вĕренĕвĕнче

Вырсарни вĕренĕвĕнче

Канмалли куна пăхмасăр Елчĕкри вăтам шкулта иртен пуçласа кăнтăрлаччен шав тăчĕ. Районти шкулсенчи «Раççейри çамрăксен юхăмĕ» обществăлла пĕрлешỹ членĕсем вырсарникунхи вĕренĕве пуçтарăннă.

Шкулсенчи советниксен пĕрремĕш пысăк мероприятийĕ ку. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ — районти канашçăсен муниципаллă кураторĕ Марина Чернова. Вăл каланă тăрăх, малашне район шайĕнчи çакнашкал мероприятие кашни уйăхра пĕр хутчен — вырсарникун — ирттерĕç.

Вырсарни вĕренĕвне тăватă ушкăнпа йĕркеленĕ: «Этем пахалăхĕсем», «Массăллă информаци хатĕрĕсем», «Гражданла активлăх», «Çарпа патриот клубĕсем». Кашнийĕнчех тĕрлĕ шкултан 3-4 ача тухса калаçрĕ. Тăваттăмĕшĕнче, акă, вĕренекенсенче çар ретне тăрассин тата çар училищисене вĕренме каяссин интересĕсене ỹстересси (Кушкă шкулĕ), çамрăк армеецсен ĕçĕ-хĕлĕн (Елчĕк), паллă ентешсен ячĕпе ăмăртусем йĕркеленин (Шăмалак) ыйтăвĕсене тишкерчĕç.

Татьяна Сусметова канашçă ертсе пынă «Гражданла активлăх» ушкăнри ачасем уйрăмах хастар пулчĕç. Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Анна Шкапова ыркăмăллăха аталантарас ыйтăва çĕклерĕ. Паянхи пурнăçра питех те кирлĕ-çке пĕр-пĕрне ăшă сăмах калани е пулăшу аллине тăсни. Аслă Таяпа шкулĕнчен килнĕ Мария Малова шырав ĕçĕ пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерни те вырăнлă. Хулашпа çыхăнтарчĕ те ăна, унта вара тĕпчемелли пайтах. Шкул ачисем валли те ĕç тупăнать.

Вырсарни вĕренĕвĕ ушкăнсенче ĕçленипе кăна вĕçленмерĕ-ха. Коридорта пуçарнă мастер-классенче те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç ачасем. Елчĕк шкулĕнчи Анастасия Осипова, акă, тантăшĕсене «АКМ» автомата салатас, пуçтарас енĕпе хăй тавра пухнă. Сăмах май, ăна вăл 29 çеккунтра пуçтарма пултарать. Никита Дружининпа Дмитрий Можаев хуткупăс каланă май чăваш юрри-ташши янраса кăна тăчĕ. Харпăр хăйĕн пĕлĕвне экологире тĕрĕслесшĕн-и, нормативпа килĕшỹллĕн пушарнăйсен ятарлă тумне тăхăнса пăхасшăн-и е интервью пама кăмăл пур-и, ташă флешмобĕнче хăвна кăтартасшăн-и — ан ỹркен çеç.

Вырсарни вĕренĕвĕн пĕрремĕш кунĕ хăйĕн кирлĕлĕхне çирĕплетрĕ. Вăл тĕрлĕ шкулсенчи хастарсен хутшăнăвне, туслăхне йĕркелеме, ача-пăча пĕрлешĕвĕсенчи пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма, калаçу культурине вĕренме пулăшать. Ачасен йышĕнчен хастарсен муниципаллă канашне, унăн ертỹçи пулма Елчĕкри вăтам шкулти 10 «к» класра вĕренекен Дарина Черновăна суйларĕç.

Мероприяти тапхăрĕнчи пулăм-курăм сахал мар ыйту çуратрĕ. Малашнехи вĕренỹсенче тăван чĕлхе тĕп вырăнта пулсан аванччĕ. Коридорта вырăс чĕлхи ытларах янăрарĕ. Пырса кĕрсенех çитĕннисене ачасем шкулпа паллаштарма пикенеççĕ. Ман çума та «гид» çирĕплетрĕç. Вăл вырăсла пуплет, эпĕ — чăвашла. Паллашăва çапла икĕ чĕлхепе сăмахласах вĕçлерĕмĕр. Е тата интервью илекен те (ман тĕле кăна çапла пулчĕ-и) вырăсла ыйту пачĕ. Парăнмарăм: чăвашлах хуравларăм. Пĕр секцире пĕтĕм калаçу вырăсла пычĕ те, юлашки доклад чăвашла пулнине кĕтсе илтĕмех. Вĕренекен: «Эпĕ чăвашла калаçасшăн. Чăвашла пурте пĕлеççĕ пуль?»

Кунта мĕн хушса çырас..?

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code