Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енри студентсене оборона промышленность предприятийĕсен ĕçне явăçтарасси пирки пĕлтернĕ.Çакăн сăлтавĕ — республикăри предприятисенче производство калăпăшĕ (хăшĕ-пĕрисенче 3 хута яхăнах) ỹснинче.
Авăн уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне республикăри оборона промышленноçĕн комплексĕнчи 5 организацие 629 çын кирлĕ пулнă. Унтанпа 300-е яхăн çынна ĕçе илнĕ, хальхи вăхăтра тата 120 кандидата пăхса тухаççĕ.
Республика Пуçлăхĕ ЧР Вĕрентỹ министерствине тата предприятисене студентсен вĕренĕвне тата ĕçне шайлаштармалли меслетсене пĕрле шухăшласа палăртма хушнă. «Вĕрентỹ меслетне тĕрĕс палăртмалла: çамрăксем ĕçлеме те, диплом илме те пултарччăр. Вăл предприяти ертỹçисемшĕн те, ачасемшĕн те меллĕ, кăсăклă пултăр, — тенĕ Олег Николаев.
ЧР вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра республикăри 11 техникумпа колледжра, 2 аслă шкулта оборона промышленноçĕн комплексĕ валли «Электроника, радиотехника тата çыхăну тытăмĕсем», «Машиностроени», «Хими технологийĕсем» тата ытти специальноçсемпе кадрсем хатĕрлеççĕ. Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан заведенисенче 2,5 пин ытла студент, аслă шкулсенче 900 ытла çамрăк вĕренеççĕ. Рабочи кадрĕсене 25 программăпа хатĕрлеççĕ.
«Элара» ăслăлăх-производство комплексĕнче ака уйăхĕнче заводра вакансисене хупас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме пуçланă. Çапла майпа 790 яхăн çынна ĕçе илнĕ. Предприяти ертỹлĕхĕ тата 388 специалист валли ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтернĕ.