Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăн-чăн арçын çемье тĕрекĕ…

Чăн-чăн арçын çемье тĕрекĕ…

Атте тенĕ чухне анне яланах юнашар. Ку вăл пурнăç саккунĕ.

Юпа уйăхĕ кĕр варри пулнине систерсе куллен çумăр пĕрĕхтерет. Уяр кун пулсанах унпа усă курса ял çынни пахчари юлашки ĕçсене вĕçлеме тăрăшать. Тябуковсен çемйи те кану кунĕнче иртенпех пахчара тăрмашать. Пăралукка хĕрринче пурăннăран ыттисенчен ытларах та харсăрланма тивет вĕсен. Мĕн тесен те пахча хĕррисене те тасатсах тăмалла, тирпейлемелле. Халĕ вара пахча çимĕç акса-лартса ỹстернĕ çĕр лаптăкĕсене чавмалла, типнĕ-хăрнă йывăç турачĕсене касмалла… Владимирпа Ольга тата Стас шăкăл-шăкăл калаçса уçă сывлăш ытамĕнче, кĕр çанталăкĕпе киленсе хастаррăн вăй хураççĕ.

Çирĕп йăла çемьере: çанă тавăрса кил хушшинче ĕçлеççĕ-и е ытти çĕрте… шăкăл-шăкăл калаçу илтĕнет пахчара. Нихăçан та хытă сасă илтеймĕн. Кил хуçи нумай калаçма юратмасть. Мĕн-ку тума пуçăнас умĕн арăмĕн сĕнĕвне шута илет. Килĕшỹллĕ мăшăр ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынипе çуралса ỹснĕ тăван ялта анчах мар, таврара ырă ят çĕнсе илнĕ.

Аслă Елчĕкре Тябуков хушамат сăмах çине пулсанах аслă ăру çыннисем чи малтанах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унтан таврăнсан 35 çул Ленин ячĕллĕ колхоза ырми-канми тăрăшулăхĕпе ертсе пынă Гурий Ивановича куç умне кăларса тăратаççĕ. Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденсене,медальсене тивĕçнĕ, Чăваш АССР, Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекисене кĕнĕ аслашшĕн хисеплĕ ятне халĕ шăпах Владимир малалла тăсать.

Аслашшĕпе ашшĕн, Зинон Гурьевичăн, ĕç-хĕлне тăсса вăл аслисем лартнă кирпĕч пỹрте çỹлĕлетсе иккĕмĕш хут хăпартнă, кивви çумне хушса тата пỹлĕмсем ăсталанă. Мухтанас йăла çук Тябуковсен.

— Пирĕн йăх-несĕлĕмĕр малалла çирĕп тымар ярасси ачасенчен килет. Вĕсем пирĕн виççĕн, — терĕ Владимир Зинонович.

Вăл Зинонпа Зоя Тябуковсем çут тĕнче пилленĕ пилĕк ачаран — тăваттăмăшĕ. Пĕртен-пĕр ывăл. Ĕлĕкхи йăларан пăрăнмасăр тăван кил вучахне сỹнме парас мар тесе ăнтăлакан арçын. Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе аппăшĕсемпе йăмăкĕ пекех тăван шкултан вĕренсе тухнă. Унтан Канашри ДОСААФра шофера вĕреннĕ. Мĕн ачаран спортпа туслашнă. Уйрăмах хоккей вăййинче хăйĕн маçтăрлăхне пĕрре мар кăтартнă.

Алла шофер прави илсен тăван ялта малтанах наставник-шоферсем çумĕнче пулăшуçă пулса çỹренĕ. Пултарулăхĕпе, çивĕчлĕхĕпе палăракан çамрăка ЗИЛ-130 автомашина шанса панă. Мĕнле ĕç кăна пурнăçламан-ши ун чухнехи водительсем! Ялти чи сумлă професси çыннисен кама вутă турттарса килмелле, кама çĕр кăмрăкĕ… Техникăна юратакан каччă хăйне шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Унтан вăл Елчĕкри асфальтпа бетон заводне вырнаçнă. Кунта КАМАЗ автомашинăпа рейс хыççăн рейс хутланă. 14 çул ĕçлесе «Чи çамрăк строитель» ята, çулсерен Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Шăпа ăна Елчĕкри газ участокне илсе çитернĕ. Кунта вăл хăйĕн юратнă профессийĕпе ĕç шыраса çитнĕ. Водитель вакансийĕ çукран ăна газослесаре вĕренме кайма сĕннĕ. Нумай шутласа тăман Владимир, часах çĕнĕ профессие алла илнĕ. Халĕ вăл вырăнти газ участокĕнче «кăвак çулăмпа» тивĕçтерекен çĕрте тăрăшать. Ял çыннисемпе предприяти, организацисем патне пыракан газ станцийĕсене пăхса тăраççĕ слесарьсем.

Владимирăн Турă çырнийĕ те юнашарах çỹренĕ. Хăйсен пахчи вĕçĕнчи Филимоновсен туслă та йышлă çемйинче çуралса ỹснĕ Оля. Çемьере чи кĕçĕнни. Вăтам шкул хыççăн Ульяновскри фармацевтика колледжĕнче вĕреннĕ. Çамрăксем туслă çỹренĕ хыççăн çулталăкран çемье çавăрнă. Чаплă та шеплĕ туй кĕрлесе ирттернĕ. Паян та хисеплĕ мăшăрăн йышлă тăванĕ такмак каласа, чăваш ташшине саккăрла çаптарса ташланине ăшшăн аса илет.

Иккĕшĕн те тăван-хурăнташ йышлă. Владимирпа Ольгăн пĕр тăванĕсем ытларах пурнăçне тăван ялпа çыхăнтарнă та, пĕрле пухăнсан хаваслă калаçса ларассине тĕпе хураççĕ. Владимир вара, ăста алăллă вăйăçăсене пуç тайса хисепленĕрен, купăс калакан çумĕнчен каймасть. Ытти чухне нумай калаçма юратманскер, чăваш юррисене шăрантарать кăна кун пек чухне.

Алла фармацевт дипломне илсен Ольга Елчĕкри 40-мĕш аптекăна ĕçе вырнаçнă. Ăшă йăл кулăллă, çынсемпе яланах çепĕç пуплекен, хăй юратса вĕреннĕ профессине парăннă хĕрарăма коллективра та хисеплеççĕ. 2019 çулта Ольга Николаевна республикăра «Чи лайăх фармацевт» ята тивĕçни хăех çакна тепĕр хут çирĕплетет.

Тябуковсем виçĕ ывăл çуратса ỹстереççĕ. Асли, Артур, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн радиотехника факультетне пĕтернĕ.

Алексей Теччĕри патшалăх граждан хỹтĕлев колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Арçын ачасем шкултах спортăн тĕрлĕ енĕпе туслашнăран студент чухне те Аслă Елчĕк ятне яман. Иккĕмĕш ывăлĕ ялти шкулта вĕреннĕ чухне ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ. Алексей ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе те пысăк ỹсĕмсемпе палăрнă. Хоккей вăййинче те Тутарстан командишĕн сахал мар пиçĕхнĕ. Яла килсен те ял, район командисенче сахал мар тупăшнă. Пиччĕшĕсен наградисемпе кĕçĕнни, 7 класра вĕренекен Стас, тивĕçлипех мăнаçланать, вĕсем пек пулас тесе тăрăшать.

Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче аслисен пỹлĕмĕсем. Унта кĕриччен спорт çитĕнĕвĕсене палăртакан ятарлă кĕтес уйăрнă. Кунтах кил хуçинчен пуçласа, кĕçĕнни таран, спортра тунă ỹсĕмсене палăртакан медальсемпе кубоксене типтерлĕн вырнаçтарнă. Алексейĕн çăлав ĕçĕнче тунă ỹсĕмсемшĕн панă дипломсем те пур. Медальсем кăна унăн 100 ытла! Ашшĕ пулăçăсен районти ăмăртăвĕнче çĕнсе илнĕ статуэтка та сумлă вырăн йышăннă.

«Ырă хунавран ырă çимĕç», — тени тĕрĕсех. Ывăлĕсене спортпа туслаштарни ытларах ашшĕнчен те килнĕ, килет те. Вăхăтĕнче Владимир районти Акатуйра тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешсе пĕрре мар чемпион ятне тата хресченĕн тĕп уявĕн сумлă парнине — такана çĕнсе илнĕ.

Пушă вăхăт тупăнсанах арçынсем ашшĕпе пĕрле тăван тавралăх илемĕпе киленме вăрмана е юхан шыв хĕррине кайса лараççĕ. Вăлтапа пулă тытасси хăй пĕр киленĕç арçыншăн. Халĕ аслисем Мускавра ĕçлеççĕ те, час-часах киле килеймеççĕ. Раççей çарĕнче десантникре службăра тăнă Алексее повестка панă та, халĕ каччă хăçан мобилизациленме шăнкăравласса кĕтет. Ашшĕпе амăшĕ канлĕхне çухатнă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code