Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çынна ырă тăвасси чунра, юнра

Çынна ырă тăвасси чунра, юнра

Республикăра «кĕмĕл» волонтерсен пĕрремĕш форумне «Кĕмĕл чун» ят панă. Унта Чăваш Енри 200 ытла волонтер, районсенчи социаллă ĕçченсем хутшăнчĕç.

Ырă кăмăллă, çынна яланах пулăшма хатĕр ветеран-волонтерсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. «Кĕмĕл чунлисене» çынна кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр пулнăшăн, ырă ĕçсем тунăшăн тав турĕ.

— Ĕлĕк чăвашсем пĕр килте виçшер ăру пĕрле пурăннă. Ватăсем ачасене воспитани пама пулăшнă. Çапла майпа аслисем хастарлăхне, пуçарулăхне çухатман. Хăйсем кирлĕ, хисеплĕ пулнине яланах туйса тăнă. Хăвăр ĕçĕрпе эсир çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартатăр, — терĕ Олег Алексеевич.

ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова «кĕмĕл» волонтерсем пуçарнă проектсен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ.

Эпир форума хамăр районтан чи харсăр волонтерсемпе хутшăнтăмăр.

— Эпĕ тивĕçлĕ канăва тухиччен 21 çул ытла почтальонкăра вăй хутăм. Ун чухне, пенси те валеçнĕрен, ватăсемпе ытларах тĕл пулма тиветчĕ. Çавăнпа та кинемисемпе, мучисемпе яланах пĕр чĕлхе тупаттăм. Эпĕ «кĕмĕл» волонтерсен йышне тăнăранпа 5 çул çитрĕ. Паян та ватăсене май килсенех пулăшу аллине тăсатăп. Хальхи вăхăтра эпир Мучарти 82 çулхи Анатолий Петрова пăхатпăр. Унăн ачи-пăчи çук, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Анатолий Назарович пирĕншĕн çывăх тăван пекех, — тет Ираида Петрова волонтер.

Çавăн пекех Аслă Елчĕкри Валентина Вастулова та форум пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:

— Мĕн каламалли, пире мĕн ачаран ырă тума хăнăхтарнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра тимуровецсен ретĕнче тăнă. Ватта хисеплесси, чирлисене пăхасси, ман шутпа, пурин тивĕçĕ те.

Сăмай май каласан паян районта 50 ытла «кĕмĕл волонтер». Вĕсем районти ыр кăмăлпа çыхăннă акцисене хастар хутшăнаççĕ.

Форумра республикăри «Чи лайăх «кĕмĕл» волонтер» конкурса та пĕтĕмлетрĕç.

В.МОЛОСТВОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: районти волонтерсен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code