Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕлỹ вучахĕ сỹнмесĕр ялкăшать

Пĕлỹ вучахĕ сỹнмесĕр ялкăшать

Çĕнĕ Пăва ялĕнче 1892 çулхи чỹк уйăхĕн 3-мĕшĕнче чиркỹ прихучĕн шкулĕ уçăлнă. Унта Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Турхан ялĕсенчи ачасем вĕреннĕ. Вĕсене Курнавăш чиркĕвĕн псаломщикĕ Василий Егорович Егоров пĕлỹ панă.

Ун чухне ачасене арифметикăна, вырăс тата чăваш чĕлхисене вĕрентнĕ. Турă саккунĕсене Курнавăш чиркĕвĕн пупĕ Гаврил Семенович Троицкий ăнлантарнă. Вăл Чикме уесĕнчи Пихтулино ялĕнче çуралса ỹснĕ. Хусанти тĕн консисторийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Курнавăш чиркĕвне ĕçлеме килнĕ. Халăха вĕрентес тесе тăрăшнăшăн епархи пуçлăхĕсем ăна темиçе хутчен те Тав хучĕсем парса чыслани паллă. Ун хыççăн ачасене Исемпел ялĕнчен килнĕ Евлантий Евтихеевич Евтихеев ăс панă.

Шкулта ачасен шучĕ çулсеренех ỹссе пынă. 1900 çулта 44 вĕренекен ăс пухни паллă. Курнавăш чиркĕвĕн çулсерен çырса пынинче çапла палăртнă: «Иртнĕ 1905-1906 çулта Çĕнĕ Пăвари чиркỹ прихучĕн шкулĕнче 61 арçын тата 11 хĕр ача вĕреннĕ. Вĕсене хулари виçĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă Филипп Федорович Ветрянкин хресчен пĕлỹ панă. Шкула тытса тăма хресченсенчен 39 тенкĕ те 25 пус пуçтарнă, земство 50 тенкĕ уйăрса панă».

Ялти ватăсем çирĕплетнĕ тăрăх, учитель хушамачĕ Ветрянкин мар, Петрянкин. 1906 çулта икĕ учитель ĕçлеме пуçлаççĕ. Вăл виççĕмĕшпе тăваттăмĕш класс ачисене, Яков Андреевич Андреев пĕрремĕшпе иккĕмĕшсене вĕрентнĕ. Я.А.Андреев Элекçей Тимеш ялĕнчен пулнă. Йывăр та мухтавлă пулнă унăн кун-çулĕ. Хăй вăхăтĕнче ăна уесри ревком членĕ пулма шаннă. Пултаруллă вĕрентекен Граждан вăрçи вăхăтĕнче Колчака хирĕç çапăçнă. Яков Андреевич Елчĕк районне нумай пулăшнă, парти комитечĕн пĕрремĕш секретарĕнче вăй хунă. 1926-1938 çулсенче Чăваш обкомĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. Унтан тĕрлĕ сăлтавсене пула репрессие лекнĕ. 1943 çулта тăван ялне таврăннă.

1910 çулта хут вĕрентес ĕç тата аталанса пынă. 1930 çулта колхоз çамрăкĕсен шкулĕ уçăлнă. Ку шкулта пĕлỹ пухнă Агриппина Поликарповна Петрова акă мĕн каласа панă:

— Эпĕ çак шкула çỹреме пуçласан питĕ савăнтăм. Çырма, вулама вĕренес килетчĕ. Çитмен пурнăçа пула анне пуçламăш шкула вĕренме ямарĕ. Ăмсанса пăхаттăм эпĕ шкула каякан ачасем çине. Анне яланах кĕнчеле арламалла, сỹс тỹмелле тетчĕ. Колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ чухне кĕнекесем, хутсем шкултанах паратчĕç. 20 ытла ача вĕренеттĕмĕрччĕ. Малтан Константин Григорьев, каярахпа Михаил Балашников вĕрентрĕç. Эпир: Клавдия Петрова, Анна Ласточкина, Анна Рахмина тата ыттисем шкула пĕрле çỹреттĕмĕр. Çав шкулта вĕреннипех хаçатсем вулатăп, çырусем çыратăп. Тав сăмахĕ те çитес çук пирĕн вĕрентекенсене. (Аса илỹ çырăвне 1998 çулта çырнă, вăл шкул музейĕнче упранать).

Хут пĕлменлĕхе пĕтерес тĕллевпе 1930-1940 çулсенче ырми-канми ĕçленĕ учительсене Федор Захарова, Агриппина Захаровăна тата ыттисене те ялти ватăсем ырăпа çеç аса илнĕ. Ф.З.Захаров тăрăшнипе 1930 çулта Çĕнĕ Пăва ялĕ варринче шкул çурчĕ туса лартаççĕ. Ачасене 1931 çулта çак çуртра вĕрентме пуçлаççĕ.

1934 çулта çичĕ çул вĕренмелли тулли мар вăтам шкул уçăлать. Пурне те çичĕ çул вĕренмелли йĕркене çирĕплетни шкулăн çĕнĕ корпусне тума хистенĕ. Ăна 1936 çулта тунă.

1937 çулта Çĕнĕ Пăвара вăтам шкул уçăлать. Вăл Елчĕк районĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул пулнă. Пĕрремĕшне 1934 çулта Елчĕкре уçнă. Çĕнĕ Пăвара 1940 çулта 38 вĕренекен чи малтан вăтам пĕлỹ илет. Çав çултан пуçласа вăтам шкулсен аслă класĕсенче ачасене тỹлевлĕ вĕрентнĕ. Çакăн пек тỹлевлĕ вĕрентессине 1956 çулта çеç пăрахăçланă.

Ватă учительница Александра Михайловна çырса хăварнă тăрăх, вăрçă вăхăтĕнче шкулта вĕренме те, вĕрентме те питĕ йывăр пулнă. Класс пỹлĕмĕсем сивĕ пулнă, хутса ăшăтма вут-шанкă кирлĕ чухлĕ турттарса килеймен. Ачасем валли тетрадьсем, çырмалли хатĕрсем, учебниксем çителĕклĕ пулман. Учительсем отпуск вăхăтĕнче пурте колхозра вăй хунă. Килсерен çỹресе çĕршыв оборонине çирĕплетме заем облигацийĕсем çырăнтарнă. Улатăрта уйăхĕ-уйăхĕпе окоп, траншея чавнă. Аслă классенче вĕренекен ачасем вăрмантан вăкăрсемпе вутă турттарнă. Ленинградран эвакуаципе килнисене пулăшнă.

1940-1970 çулсенче шкула 30 яхăн ялтан вĕренме çỹренĕ. Шкултан вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ хăйсен пĕлĕвне малалла ỹстерсе паллă çынсем пулса тăнă. Тĕмерти Николай Солин физикăпа математика наукисен докторĕ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Леонид Карсаков геологипе минералоги наукисен докторĕ, Петр Перепелкин физикăпа математика наукисен кандидачĕ, Ленин ячĕллĕ преми лауреачĕ, Кипеçри Владимир Голубев техника наукисен докторĕ, Лидия Никитина Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, Çĕнĕ Пăвари Алексей Шуркин экономика наукисен кандидачĕ, Олег Викторов экономика наукисен кандидачĕ, Владимир Викторов медицина наукисен кандидачĕ, Виталий Галкин техника наукисен кандидачĕ, Геннадий Ильин педагогика наукисен кандидачĕ, полковник, Алексей Никифоров техника наукисен кандидачĕ, Аслă Шăхалĕнчи Антон Смолин техника наукисен кандидачĕ, Элпуçĕнчи Василий Михайлов хими наукисен кандидачĕ, Тĕмерти Владимир Сапожников, Аслă Шăхалĕнчи Алина Ефимова (Павлова) — педагогика наукисен кандидачĕсем,
Курнавăшри Михаил Константинов математика наукисен кандидачĕ, Петр Смирнов Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Борис Атаманов Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ физкультура учителĕ, Александр Курчин Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ машиностроителĕ, Евдокия Ижедерова Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Хĕрлĕçырти Анатолий Данилов Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, Коми Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Хĕрлĕçырти Владимир Данилов, Турханти Альберт Поликарпов техника наукисен кандидачĕсем, Вырăскассинчи Николай Иванов философи наукисен кандидачĕ, Петр Чернов СССР халăх учителĕ, Александр Цапырин Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Аслă Пăла Тимешри Роберт Васильев Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тип Тимешри Степан Лавров Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Лидаида Таллерова (Çĕнĕ Пăва), Елизавета Захарова (Çирĕклĕ Шăхаль), Сергей Курчин (Курнавăш), Мария Архилина (Кĕçĕн Шăхаль), Николай Кириллов (Вырăскасси), Александр Миронов (Çуткỹл), Герасим Прохоров (Курнавăш) — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем, Аркадий Пупин (Турхан) Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ, Василий Васильев (Аслă Шăхаль), Валерий Кириллов (Тăрăм) — Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, Владимир Багадеров (Тăрăм) — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Юрий Васильев (Çĕнĕ Пăва) тата Николай Волков (Аслă Шăхаль) Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, Алексей Ласточкин (Çĕнĕ Пăва) Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Валерий Сапожников (Тĕмер) Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕренỹ ĕçченĕ, Петр Пупин (Турхан) Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Иванпа Вячеслав Христофоровсем — Чăваш Республикин халăх артисчĕсем тата ыттисем те.

СССР халăх учителĕ Петр Чернов хăйпе пĕрле вĕреннĕ ачасене питĕ лайăх астăвать. Çĕнĕ Пăва шкулне Нĕркеçсемпе Янкассисем те çỹренĕрен вăл Комсомольски районĕнчи тантăшĕсене ыррăн аса илет. Акă, Чăваш халăх писателĕ Лаврентий Таллеров та çак шкулта пĕр çул вĕреннĕ. Паллă ỹнерçĕ Сирена Юманкова, районти паллă таврапĕлỹçĕ, шкулсенче музей ĕçне пуçарса янă Валерий Таллеров, Шупашкар районĕнчи Алькеш шкулĕнче чылай çул ачасене вĕрентсе Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ ятне тивĕçнĕ Мария Краснова та Петр Никифоровичпа пĕр класра пĕлỹ илнĕ. «Аван вĕренекенсем нумай-йăнччĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă паллă çынсем татах та пурах ĕнтĕ, анчах вĕсен шăпине пĕлейместĕп», — тет вăл.

Çĕнĕ Пăва шкулĕн сумне, чапне ỹстерес тесе çак директорсем тăрăшнă: Григорий Филиппов, Никифор Плечов, Алексей Игнатьев, Александр Пушкин, Михаил Никитин, Петр Никитин, Геннадий Голубев, Аркадий Воробьев, Владимир Федотов, Георгий Герасимов, Лидия Сорокина, Андрей Иванов, Анатолий Киселев, Игорь Турхан, Дмитрий Горшков. 2017 çултанпа шкул коллективне пысăк ĕмĕтлĕ, çаврăнăçуллă та хастар Диана Турхан ертсе пырать. 20-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче хăш-пĕр учительсем инçетри ялпа хуласенчен килсе вĕрентнĕ. Çавна пула 1975 çулта вĕсене валли икĕ хваттерлĕ çурт туса лартнă. Аякран килсе вĕрентекенсем унта пурăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ялта пурăнакан учительсем çителĕклĕ пулнăран вăл çурт пушанса юлнă.

Шкулта çак учительсем нумай çул ĕçленĕ: Федор Захаров — 22, Агриппина Захарова — 31, Андрей Турхан — 19, Зинаида Бурмистрова — 32, Александра Михайлова — 30, Виссарион Микихин — 20, Михаил Никитин — 29, Аркадий Воробьев — 22, Иван Горшков — 33, Феодосия Егорова — 23, Александра Рожкова — 30, Любовь Краснова — 24, Анатолий Бурмистров — 35, Олимпиада Фомина — 31, Елизавета Егорова — 36, Феня Скирдова — 36, Елена Кузьмина — 36, Тамара Титова — 37, Тамара Зайцева — 38, Клара Киселева — 33, Лидия Егорова — 39, Людмила Турхан — 34, Анатолий Смирнов — 41, Светлана Иванова — 36, Любовь Григорьева 35 çул…

1985 çулта 17 çул шкул директорĕнче ĕçленĕ Анатолий Киселев тата колхоз ертỹçисем тăрăшнипе кирпĕчрен икĕ хутлă шкул туса лартнă. Шел пулин те халĕ шкулта ачасен шучĕ çулсерен чакса пырать. 1990 çулсен пуçламăшĕнче 400 яхăн ача вĕреннĕ пулсан, халĕ 86 ача пĕлỹ пухать. Вĕсене 16 вĕрентекен ăс-тăн парас тесе ырми-канми тăрăшать. 16 учительтен 5-шĕ аслă категориллĕ, 11-шĕ пĕрремĕш категориллĕ, 6-шĕ Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. Учительсем пурте анлă тавра курăмлă, хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ.

Шкул ачисене пĕлỹ пама, воспитани ĕçне тĕрлĕ енлĕ йĕркелеме çулсеренех условисем лайăхланса пыраççĕ. Çакăнта, паллах, шкул директорĕн Диана Анатольевна Турханăн тỹпи пысăк. Вăл педагогсене ĕçлеме мĕнпур услови туса пама, вĕсен ăсталăхне ỹстерме тăрăшать. Ачасене тулли кăмăлпа вĕренме мĕнпур майсем çителĕклĕ.

Шкул пурăнать, çитĕнỹсемшĕн тăрăшать, пуласлăх пирки тĕллевсем лартать.

С.ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code