Республикăра наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру çивĕччине пĕлтернĕ ЧР Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшĕпе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Наумов.
Вăл палăртнă тăрăх, республикăна наркотик çав-çавах нумай килет — Мускавран, ытти регионтан. Наркăмăша хамăр патăмăрта та çитĕнтереççĕ. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ чакни палăрать, анчах ку çивĕчлĕх сирĕлнине пĕлтермест. «Шурă вилĕм» сутса услам тума ăнтăлакансем хăйсен киревсĕр ĕçне ниепле те пăрахасшăн мар. Çакна çирĕплетекенни — наркотик сарас енĕпе каварлашса ĕçленĕ ушкăнсене сиенсĕрлетни. Унашкаллисем тĕлĕшпе кăçал кăна 9 уголовлă ĕç пуçарнă. Январь уйăхĕнче наркотик суту-илĕвĕпе аппаланакан ушкăнăн 12 членĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем Чăваш Енре кăна мар, Мари Элта та тымар янă-мĕн. Çак ушкăна сиенсĕрлетес енĕпе полици 2020 çултанпа ĕçленĕ — тинех ăнăçлă вĕçленĕ.
Преступленисен шучĕ чакнă пулин те, регионта пĕлтĕр наркотиксемпе усă курса вилнисен шучĕ самай пысăкланнине палăртнă — 38 çын пурнăçĕ татăлнă. Наркоманипе кĕрешессинче наркобизнесăн экономика никĕсне хавшатни пысăк пĕлтерĕшлĕ — ШĔМ шăпах çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлет. Çулталăк пуçланнăранпа саккунсăр çаврăнăшран республикăра 5 килограмм ытла наркотик туртса илнĕ.