Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Аслă Пăла Тимешре Елчӗк ентешлӗхӗн уявӗ иртрӗ

Аслă Пăла Тимешре Елчӗк ентешлӗхӗн уявӗ иртрӗ

Чăваш енре 2022-мӗш ҫула Мухтавлă ентешсен ҫулталăкӗ тесе палăртнă. Ҫавна май ҫулталăк тăршшӗпех республика историйӗнче тарăн йӗр хăварнă паллă ҫынсене халалласа тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртет. Ҫакăн пек уявсенчен пӗри Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхӗнче ҫак кунсенче иртрӗ.

Сумлă уява  Елчек ентешлехӗн еруҫи, СССР спорт мастӗрӗ, Чăваш Республикин  кире пуканӗ йăтакан Федерацийӗн ертуҫи Карпов Юрий Михайлович, Елчӗк  район администрацийӗн ятарлă  программăсен пай пуҫлăхӗ Рыбкин Виталий Максимович, Чăваш Республики ветеранӗсен канашӗн пайташӗ Терентьева Серафима Александровна, Ильин Виталий Яковлевич- ҫар ветеранӗ, Шоркин Василий Сергеевич —  спорт ветеранӗсен  ертуҫи, Курицын Николай Александрович, Галошева Ольга Николаевна-  Елчӗк район ентешлӗхӗн пайташӗ килчӗҫ. 

Уявра ял тăрăхӗнчи сумлă ватăсене, нумай ҫул ял тăрăхӗнче хăйсен пултарулăхӗпе, ӗҫӗпе  палăрса тăракан ӗҫтешсене тав хучӗсемпе, сумлă парнесемпе  саламласа хăварчӗҫ. 

Аслă Пăла тӑрӑхӗнче ҫуралса уснӗ, чӑваш эстрада юрăҫисем уява  юрă-кӗвӗпе  илем кӗртрӗҫ. Залра пуҫтарăннă пӗтӗм халăх юрӑҫсемпе  пӗрле юрă шăрантарчӗ.

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăх администрацийӗ уяв ирттерме пулăшнӑ  ентешсене пысăк тав сӑмарӗ калать, ҫакăн пек уявсем малашне те  иртессе шанать.

Первоисточник: Янтиковское сельское поселение Яльчикского района

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code