Среда, 13 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Паха енне курма тăрăшатăп»

«Паха енне курма тăрăшатăп»

Философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, çĕршыври истори учителĕсен 1-мĕш хут иртнĕ съезчĕн делегачĕ, Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ Петр Васильевич Кузнецов паян 60 çул тултарать.

Курнавăшри вăтам шкул директорĕнче вăй хунă пултаруллă çынпа Николай Малышкин тĕл пулса калаçнă.

— Петр Васильевич, эс çуралнă Курнавăш тăрăхĕнче нумай паллă çын тухнă. Сана чылай çул лайăх енчен çеç пĕлетĕп, вĕренỹ тытăмĕнче пĕрле те ĕçленĕ, çав йыша кĕртсен йăнăш мар тесе шутлатăп.

— Вĕсемпе танлашма йывăртарах, анчах пултаруллисенчен юлас мар тени яланах савăнтарнă та, хавхалантарнă та. Тĕрĕссипе, утса тухнă çула пĕрле ĕçленисем тĕрĕсрех пĕтĕмлетсе калĕç.

— Вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче эсĕ 30 çул тимленĕ. Пуçламăшĕ камран е мĕнрен килнĕ?

— Хамăрăн пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕре эпир кашниех мĕн ĕмĕр тăршшĕпе ырăпа аса илетпĕр. Манăн вăл — Василиса Никифоровна Синицына (Чернова). Аслăрах классенче В.О.Сазонов, унтан П.М.Смирнов учительсем истори вĕрентекенĕ пулма çул уçса панă.

— Эсĕ малтан Тĕмер, унтан Курнавăш шкулĕсенче ĕçлерĕн.

Иккĕшĕнче те ăнчĕ мана лайăх çынсемпе. Эпĕ çынни çавăн евĕр: кашнин паха енне курма тăрăшатăп, вĕсене ăша хыватăп. Хăйсен ырă тĕслĕхĕшĕн, мана пулăшса пынăшăн хаçат урлă пысăк тав сăмахĕ калатăп вĕсене. Л.А.Солина, В.П.Уткина, Г.В.Львова, Д.Д.Смирнова, Н.Н.Круглова, В.Е.Горшкова, В.Н.Воронова, Т.П.Федорова тата ытти вĕрентекенĕн ĕçне çỹллĕ шайлăхпа хакланă эпĕ.

Çак çулсем хушшинче эпĕ ачасен пултарулăхне пур енлĕн аталантарса пыма тăрăшрăм. Çавăнпа вĕсен хисепне, юратăвне те туйса тăнă. Халĕ те нумайăшĕпе тачă çыхăну тытатăп.

— Вĕрентекенĕн ĕçне ачасен çитĕнĕвĕсем тăрăх хаклаççĕ.

— Çапла, мухтанни мар та, предмет олимпиадисенче регион шайĕнче палăрнисем те пулчĕç. Артур Смирнов, Марина Ефимова, Андрей Чермаков пĕр хутчен мар çĕнтернĕ. Курнавăш шкулĕ чылай аслă вĕренỹ заведенийĕсен филиалĕ пулнă май, вĕсенче истори предмечĕпе иртнĕ олимпиадăсен призерĕсем те сахал мар.

Чи маттуррисем çĕршывăн тĕп хулинчи аслă шкулсене те çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ: Николай Муллин, Юрий Аверкин (Тĕмер), Артур Смирнов, Сергей Кузнецов юридици академийĕнче, Татьяна Смирнова юридици, Николай Семенов экономика институчĕсенчен вĕренсе тухнă. Пĕр çулхине Курнавăш шкулĕнчен ЧПУн истори факультетне çиччĕн вĕренме кĕчĕç. Ун пекки пулман унччен. Халĕ шутлатăн та — тăрăшни сая кайман.

— Петр Васильевич, сирĕн йăхра ăсчахсем йышлă: ăслăлăх кандидачĕсем улттăн! Эсĕ философи енĕпе. Елчĕк округĕн вĕренỹ историйĕнче ялсенчи учительсенчен кун пек çĕкленни пулман-ха. Ĕçỹпе кĕскен паллаштарма май пур-и?

Манăн тĕпчев «Формирование национального самосознания чувашского этноса как объект социально- философского исследования» ятлă. Ку ĕç чăваш халăхĕн тĕрлĕ тапхăрти вырăнне, унăн ĕç-хĕлне тĕпчет, пуласлăхне уçса парать. Çавна лайăх пĕлмелле: пирĕн пек пысăк мар халăхсен пуласлăхĕ нумай чухне хăйĕнчен килет. Çав вăхăтрах вырăс халăхĕ пек пĕтĕм халăх çине пĕр пек пăхакан, вĕсене пулăшакан аслă халăх çук. И.Я.Яковлев хăйĕн халалĕнче чăвашсене вырăссемпе пĕрле пулмаллине тĕрĕсех каланă.

2015 çулта «Доблестные сыновья малой родины» кĕнеке кăларнине те палăртса хăварасшăн.

— 2009-2017 çулсенче эсĕ Курнавăшри вăтам шкул директорĕнче ĕçлерĕн. Çак тапхăр пирки мĕн каланă пулăттăн?

— Малтанах ман умĕн вăй хунă ертỹçĕсене — Д.Д.Смирновăна, А.А.Смирнова, П.М.Смирнова, С.Н.Николаева палăртса хăварас килет. Маншăн вĕсем авторитетлă пулнă. Вĕсемех шкулăн вĕренỹпе воспитани ĕçĕн çирĕп никĕсне хывса хăварнă, вăйлă коллектив чăмăртанă.

Пĕччен нимĕн те тăваймăн, коллективра ăнланулăх, пĕр шухăшлăх пулни кирлĕ. Шкулта ĕçлекенсем пурте ачасемшĕн тĕслĕх пулмалла, вĕсем аслисене курса вĕренеççĕ-çке. Учительсемпе воспитательсемсĕр пуçне Л.А.Ивановăна, С.И.Ефимовăна, С.Н.Константиновăна, Н.П.Васильевăна, В.П.Мясниковăна, С.Н.Горшкова, В.Н.Атамановăна тирпейлỹ, хуçалăх ĕçĕнче ырми-канми тăрăшнăшăн паян та ырăпа аса илетĕп.

Ман хыççăн ертỹçĕ тилхепине Т.В.Николаева тытса пычĕ, халĕ — А.Н.Ефимова. Ăна та, коллектива та ăнăçу сунатăп.

— Сана 60 çула çитнĕ тесен ĕненмеççĕ те мар-и? Пăхатăп та, çутă курăнатăн, çирĕппĕн утатăн, çи-пуç та вырăнлă. Спортра харсăрччĕ эсĕ — çавăнпа пуль.

— Николай Федорович, çуран тата йĕлтĕрпе чупассипе нумай çул санран иртме тăрăшрăм — пулмарĕ. Çав вăхăтрах кире пуканĕ йăтассипе сана чылай кая хăваратăп. Çамрăк чухне теннисла, шашкăлла выляса, йĕлтĕрпе чупса районта та палăрнă. Волейбол выляма питĕ юрататăп, ку тĕлĕшпе район команди йышĕнче республикăра та призер пулнăччĕ. Ватăлма вăхăт çук, февралăн 19-мĕшĕнче районта иртекен спорт фестивальне те хутшăнас кăмăл пур.

— Çемйĕр пирки кĕскен.

— Çемье майĕпен ỹсет, тата та ỹстĕр. Вăл савăнăç çеç. Мăшăрăм — Надежда Михайловна — ялти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Хĕрпе ывăл Мускавра хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ, врач тата программист пулса тăрăшаççĕ. Кĕçĕн ывăл Шупашкар хулинче ĕçлет. Мăнуксем виççĕшĕ те Мускавра. Вĕсене час-часах куратăп та, чунтан хĕпĕртеççĕ вара.

— Эппин, Курнавăшри Тимĕрсен йăхĕн тымарĕ тарăнланса, çирĕпленсе çеç пырать. Сана эпир, редакци коллективĕ, унăн ырă традицийĕсене тытса пырассинче малашне те çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр. Утас çулу такăр пултăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code