Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Вĕрентекен — пĕлỹ хуçи, телей тĕнчин чăн-чăн уççи…

Вĕрентекен — пĕлỹ хуçи, телей тĕнчин чăн-чăн уççи…

Иртнĕ эрнекун Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне уçрĕç, мероприятие чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев 175 çул тултарассипе çыхăннă пулăмпа та çыхăнтарчĕç.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ чуна пырса тивекен сценкăран пуçланчĕ. Алла диплом илсе пĕлỹ тĕнчинче ĕçлеме килнĕ çамрăк педагога вĕренекенсем питĕ хăвăрт хăнăхаççĕ. Çапах та вĕрентекен класри ачасем лăпкă маррине, вĕсем пĕр класри арçын ачаран ютшăннине туять.

«Ăçтан анчах тупăнаççĕ çавăн евĕр вĕренекенсем? — тĕлĕнет вăл. — Вĕренỹре ĕлкĕреймест, ялан таса мар тумпа çỹрет, тăрпаланчăк…» Пĕринче вĕрентекен арçын ачапа çыхăннă характеристикăна тишкерме ларать: «Тĕлĕнмелле пултаруллă ача. Килти ĕçсене яланах пурнăçлать, таса та тирпейлĕ çырать. Вĕренỹре малтисен йышĕнче пырать. Сăн-питĕнче яланах кăмăллă кулă. Ачасем ăна ырă кăмăлĕшĕн, ыттисене пулăшма тăрăшнăшăн питĕ хисеплеççĕ, яланах унпа юнашар пулма тăрăшаççĕ», — çапла çырнă ун пирки 1-2-мĕш классенче ертсе пынă учитель. Анчах та 3-мĕш класра çырнă хаклав вĕрентекен чĕрине йĕппе йĕпленĕн ыраттарса ярать: «Ача тăрăшать. Юлашки çулсенче уроксене сиктеркелет. Амăшĕ йывăр чирлесе ỹкни ача çинче туйăнма пуçларĕ. Хăш чухне уроксен вăхăтĕнчех çывăрса каять… Амăшĕ пурнăçран уйрăлса кайни ачана питĕ хуçса хăварни туйăнать. Ашшĕ ывăлĕпе интересленмест. Ачаран юлташĕсем сивĕнсе пыни курăнать…» Класс ертỹçи çак çырса хунă йĕркесене вуланă хыççăн хăйĕнчен хăй вăтанса каять, шухăша путать. Çакăн хыççăн пачах урăх куçсемпе пăхма пуçлать вăл мĕн пур ача çине, тĕп геройпа уйрăмах тимлĕ пулать. Унăн тĕслĕхĕ урлă ачасене туслăха хаклама, чĕрисенче хĕрхенỹ, куляну, ăшăлăх, çепĕçлĕх туйăмĕсене вăратма ăнтăлать. Ача хăй патне тата та туртăнма пуçланине сисет вĕрентекен, вăл тăрăшса вĕренме пуçлать. Уяв кунĕ класрисем учителе парнесем параççĕ, ача вара ăна сумкинчен лỹчĕркеленнĕ хытă хутпа тирпейсĕррĕн чĕркенĕ тĕрке тыттарать. Ун ăшĕнчен çурри анчах юлнă духипе хăш-пĕр кантăкĕсем ваннă сулă тухса ỹксен пурте ахăлтатса кулса яраççĕ. Çак темрен хаклă япалана çухатасран хăранăн асăрханса тыттарнă тĕркене класс ертỹçи аллине илсен ачасене хăвăрт шăпланма ыйтать, хаваслăн çапла калать:

— Мĕн тери илемлĕ сулă!

Унтан духине кăмăллăн хăй çине сапать. Çак кун ача уроксем хыççăн та килне кайма васкамасть. Кăштахран тетрадьсене тĕрĕслесе ларакан класс ертỹçи патне пырать те çапла калать:

— Сирĕнтен паян анне шăрши кĕрет.

Педагог хăй ĕçлеме пуçланăранпа пуçласа пĕрремĕш хут арçын ачан куçĕсем телейпе çиçнине, юратнă учителĕ çине амăшĕ çине пăхнă евĕр ăшшăн-ăшшăн тинкернине асăрхать. Ачана хăй çумне пăчăртанă май вăл пит çăмарти тăрăх вĕри куççуль юхтарать… Вăхăт шăвать. Шкул хыççăн каччă аслă шкула вĕренме кĕрет, тухтăр пулма ĕмĕтленет. Юратнă вĕрентекенĕ патне çырусем çырать, ăна хăйне вăхăтра асăрханăшăн, ĕненнĕшĕн, вăйне шанма хăнăхтарнăшăн тав тăвать. Пĕринче вара вăл хаклă çыннине туя чĕнет. Учительница хайхи сулла тăхăнать, ача панă духипе сапăнать. «Эсир маншăн анне пек хаклă пĕртен-пĕр çын, эпĕ сире яланах чĕрере упратăп. Тавах Сире пурнăçа вĕрентнĕшĕн», — ăшшăн çупăрлать ăна йĕкĕт. Вĕрентекен вара çапла хуравлать: «Эсĕ вĕрентрĕн мана пурнăçа ăнланма. Санпа тĕл пуличчен ачасене еплерех вĕрентмеллине пĕлейместĕмччĕ эпĕ…»

Çак пысăках мар сценка педагог ĕçĕ мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине залри куракансен куçĕсем шывланни тарăннăн кăтартса пачĕ. Вĕрентекенĕн пурнăçри вырăнне, унăн пысăк чунне тата ăсталăхне сăнларĕ вăл. Ахальтен мар пĕлỹ паракана «иккĕмĕш анне» тесе хаклатпăр мар-и?

Сценка хыççăн пуçтарăннисен умĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илчĕ. Кашнинех уяв ячĕпе саламланă май вăл çапла палăртрĕ:

— Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне уçатпăр паян, çавăн пекех кăçал чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев 175 çул çитнине анлăн паллă тăватпăр. Виçĕ пулăм та пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Вĕрентекен — пархатарлă ĕç, Турă панă ăсталăх. Вăл ачана ашшĕ-амăшĕ пекех ăс-тăнпа тивĕçлĕ воспитани, пĕлỹ паракан, çавăн пекех ачан телейлĕ пуласлăхне тума хутшăнакан та.

Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикинчи Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн директорĕ Галина Ертмакова, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕн ĕçĕсене пурнăçлакан — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев хутшăнчĕç.

Уява хутшăннисем çавăн пекех Елчĕк муниципалитет округĕн тава тивĕçлĕ учителĕсене тата шкул пурнăçне сăнарлакан электронлă презентацисемпе те паллашрĕç. Кунтах вĕренỹри, спортри тата ытти сферăри пултарулăхпа пуçарулăхшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн стипендине тивĕçнĕ вĕренекенсене чысларĕç.

Уяв хăнисене культура ĕçченĕсен, «Мерчен» ансамблĕн, «Хавхалану» ташă ушкăнĕн, Елчĕк тата Çĕнĕ Пăва шкулĕсен вĕренекенĕсен, округ центрĕнчи ача сачĕсенчи шăпăрлансен юрри-ташши илем кỹчĕç. Культура çурчĕн фойинче çак кун кĕнекесенчен, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен алă ĕçĕсенчен, сăн ỹкерчĕксенчен хатĕрленĕ куравсем ĕçлерĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code