Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Н.И.ВИКТОРОВ: «Эпир те газлă пултăмăр»

Н.И.ВИКТОРОВ: «Эпир те газлă пултăмăр»

Чăваш ялĕсене пăрăхпа газ кĕртсе пĕтерме 2003 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче Н.В.Федоров алă пуснă Указпа килĕшỹллĕн пуçласа ячĕç. Унтанпа 20 çул çитрĕ.

Газ кĕртессин чи малтанхи тапхăрĕ вара иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсем тĕлне килнĕ. Ун чухне керосинкăсене пăрахăçласа баллонлă газпа усă курма тытăннă.

Çак ĕçе Канаш хулинче пуçласа яма Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Ипатьевич Викторов та хутшăннă. Ун чухне вăл вакунсем юсакан заводра тĕп энергетик пулса ĕçленĕ. Каярахпа пирĕн ентеш Канашри тата Çĕнĕ Шупашкарти партин хула комитечĕсене, Чăваш АССРĕн облаçри профсоюз советне ертсе пынă, республика правительствин председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ.

Асаилĕве Н.И.Викторовăн 2007 çулта тухнă «Вспоминая былое» кĕнекинчен илнĕ.

1959 çулхи январь уйăхĕнче Канашри вакунсем юсакан завод начальникĕ В.Кузнецов мана хăй патне чĕнтерчĕ: «Рабочисем пурăнакан поселока газ кĕртме сĕнеççĕ, сана çак ĕçе мĕнле пуçласа ямаллине, шĕветнĕ газа ĕçтан тата мĕнле майпа илсе тăмаллине, пĕтĕм ĕç-пуç мĕн чула кайса ларнине тĕпчесе пĕлме хушатăп», — терĕ вăл. Хăвăрах пĕлетĕр, çак тапхăрта республика урлă иртсе каякан газ пăрăхĕсем хывас ĕç пирки калаçма кăна тытăннăччĕ.
Чи малтанах пропан-бутан текен шĕветнĕ газпа мĕнле усă курнине çын сăмахĕ урлă е ятарлă литература вуласа мар, хамăн куçпа курас килчĕ. Çак тĕллевпе Хусана кайса килтĕм. Тутар совнархозне пăхăнса тăракан нефтьпе газ промышленноçĕн Управленийĕнче, Альметьевск хулинче, Анат Мактама ялĕнче тата Миннибаевăри газпа бензин заводĕнче пулса куртăм, газ кĕртес ĕçĕн йĕркине ыйта-ыйта пĕлтĕм. Кун хыççăн Чăваш АССРĕн ку енĕпе ĕçлекен инспекцине çитсе кирлĕ хутсем тутартăм. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине ăнкарса çитсен завод начальникĕ патне кĕрсе пысăк ĕçе пуçласа ямалли плана сỹтсе явса çирĕплетрĕмĕр.

Рабочисем пурăнакан поселокра насус станцийĕ пушă ларатчĕ, çавна газ хуçалăхĕнче усă курма юсаса çĕнетрĕмĕр: унта шĕветнĕ газ тытмалли склад, пушă баллонсем упрамалли вырăн, баллонсене тĕрĕслесе пăхмалли тата юсамалли мастерской туса хатĕрлерĕмĕр, газпа ĕçлекен слесарьсене ĕçе илсе вĕрентсе кăлартăмăр, газ хуçалăхĕн пỹлĕмĕсене телефон кĕртрĕмĕр. Пур ĕçсене туса пĕтерсен Шупашкартан инспекци килсе тĕрĕслерĕ те пире рабочисен хваттерĕсене газ кĕртме ирĕк пачĕ.

Март уйăхĕн иккĕмĕш çурринче икĕ машинăпа газ илме Тутарстана тухса кайрăмăр. Çул çывăх мар — 600 çухрăм. Сĕве тĕлĕнче Атăл урлă пăр тăрăх каçрăмăр. Хусантан тухсан Чулман Атăл урлă та пăр çийĕн хывнă çулпа каçмалла пулчĕ. Юхан шыв çак тĕлте питĕ сарлака, кунтан инçе мар туса лартнă кỹлмекĕн хăвачĕ аван туйăнса тăратчĕ. Чистопольтен тĕттĕмленсен тухрăмăр та унта та кунта темле вут хыттăн ялкăшса çунни куç умне тухса тăчĕ. Нефть кăларакан шăтăксенчен тухакан газ çапла çунать иккен.

Тепĕр кун асар-писер çил-тăман тухрĕ. Мĕнле малалла каймалла? Çул пушанса юлчĕ. Эпир те касакан çилтен хăтăлас тесе çывăхри яла пырса кĕтĕмĕр. Именсе пĕр пысăк пỹрт чỹречинчен шаккасан пире хирĕç вăтам çулхи арçын тухрĕ. «Кил-йыш ман пĕчĕк мар, чаплах пурăнмастпăр», — терĕ вăл. Эпир тиркесе тăраканнисем мар, пĕр каçлăх каять — килĕшрĕмĕр. Упăшкипе арăмĕ пилĕк ача ỹстереççĕ иккен, чи кĕçĕнни 3 çулта кăна. Урай тăрăх путекпе пăру чупаççĕ. Алăк çумĕнче пĕртен-пĕр кравать, пире урайне вырăн сарса пачĕç. Анчах «пĕр каç» вунă талăка тăсăлчĕ, çил-тăвăл чарăнасса аран кĕтсе илтĕмĕр. Хваттершĕн тỹлеме заводран укçа ярса пачĕç, эпир тараватлă кил хуçисене тав туса малалла çул тытрăмăр.

Анчах çул çинчи мыскарасем кунпа вĕçленмерĕç. Çанталăк ăшăтса пăрахнă иккен, вĕтĕ çумăр ỹккелет. Ялтан тухнă-тухман кĕрсе лартăмăр. Юрать нефть вышкисем турттаракан тракторсем тĕл пулчĕç, пирĕн машинăсене троспа çаклатса аслă çул çине кăларса ячĕç.

Аранах Миннибаевăри газпа бензин заводне çитсе ỹкрĕмĕр. Кунта питĕ кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ иккен, пире тăвансем пек кĕтсе илчĕç. Васкаса баллонсем тиеттертĕмĕр те каялла çула тухрăмăр. Мĕнле çитĕпĕр каялла — чĕре вырăнта мар. Çумăр хытах çума пуçларĕ, пирĕн Кукша ту урлă каçмалла. Машинăсем мĕкĕре-мĕкĕре сăрт тỹпине талпăнаççĕ, анчах ураписене уссăр çавăрттарсан-çавăрттарсан каялла чакаççĕ. Водительсем тем те хăтланса пăхрĕç — усси пулмарĕ. Пире çул çине икĕ пысăк тăлăп парса янăччĕ. Чи яка вырăнта вĕсене урапа айне пăрахрăмăр та Кукша ту тăррине хăпарса çитрĕмĕр.

Умра Чулман Атăл. «Пăрлă çулпа каçма юрамасть!» — асăрхаттарать шлагбаум çинчи пĕлтерỹ. Пирĕн машинăсенчен пĕри 5 тонна таять, тепри икĕ тонна çурă. Чăтайĕ-ши? Пăр çулĕ тепĕр çыран еннелле çуталса выртать, машинăсен алăкĕ таран шыв. Ним те тăваймăн, март уйăхĕ вĕçленсе пырать-çке, кĕтсе тăнин усси çук. Мĕн пулать те мĕн килет тесе кабина алăкĕсене уçса пăрахса юхан шыв урлă каçса ỹкрĕмĕр-ỹкрĕмĕрех. Çыран çине хăпарса çитнĕччĕ кăна, тахăшĕ кăшкăрса ячĕ: «Ай тур-тур, машина пăр айне анса кайрĕ!»

Каçхине Хусанта чарăнса тăрас темерĕмĕр, тата темиçе сехетрен Сĕве енне каçмалли тĕле çитсе чарăнтăмăр. Кунта та пĕлтерỹ çырса çапнă, ăна прожектор çутатса тăрать: «Юхан шыв урлă каçма юрамасть!» Мари Республикинчи Волжск хулинчи хут туса кăларакан комбинат Атăла ăшă шыв нумай юхтарса кăларать, çавăнпа кунта каçма пушшех хăрушă иккен. Мĕн тумалла? «Эй, мĕн кĕтсе тăмалли пур!» — теççĕ хĕрсе кайнă шоферсем. Мана кĕреçе тыттарчĕç те малта утса пыма хушрĕç, вак таврашĕ пулсан кăшкăрса систермелле. Чĕре сиксе тухас пек тапать: «Каçса ỹкетпĕр, пурте йĕркеллĕ пулать», — лăплантаратăп хама.

Канаша ирхине 4 сехетре çитсе ỹкрĕмĕр (тỹррипе, вĕçсе антăмăр тесен те йăнăш мар). Пире çул çинче мыскара çине мыскара тиенсе тăрассăн туйăнман.Тав Турра, йĕркеллех çаврăнса çитме май килчĕ. Тул çутăлса кăна пырать-ха, анчах газ машинисене завод начальникĕ хăй тухса кĕтсе илчĕ. Хамăрăн ĕç-пуç çинчен каласа парсан вăл кашнине алă тытса ăшшăн тав турĕ.

…Пĕр-ик кунтан эпĕ те хамăн хваттере баллон çĕклесе хăпартăм, кухньăри кăмакана салатса пăрахрăм та ун вырăнне газ плити вырнаçтартăм.

Çакăн хыççăн Канашсем Тутар Республикине газ илме тата темиçе хутчен кайса килчĕç. Каярах баллонсене тултарса чукун çулпа ярса тăма тытăнчĕç, тăватă кăшкарлă вакуна 600 баллон кĕретчĕ.

Çакна та каласа хăвармалла, вакунсем юсакан заводра ĕçлекенсем патне газ чи малтан çитрĕ. Тепĕр 3 çул иртсен хулара газ валеçекен станци хута кайрĕ, «кăвак çулăм» кашни хваттертех çунма пуçларĕ.

Пичете В.АЛЕКСИН хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code