Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патриотсем пуртан çĕршыв тĕреклĕ

Патриотсем пуртан çĕршыв тĕреклĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Паянхи самана кăларса тăратакан йывăрлăхсем хушăнсах пынă вăхăтра патриотлăх туйăмĕсен пĕлтерĕшне упрани — чи кирли. Чăн-чăн патриотсем пулсан анчах çĕршыв çирĕп те тĕреклĕ. Шăпах çак шухăша тĕплĕн уçса панинчен пуçланчĕ калаçу. Канашлăва хутшăннисен умĕнче округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев тухса калаçрĕ. Вăл округра çулсерен иртекен оборонăллă массăллă тата спорт уйăхлăхĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленнĕ мероприятисем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Çак йăлана кĕнĕ уйăхлăхра вĕренỹпе культура, спорт тытăмĕнче тăрăшакансем уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.

— Уйăхлăх вăхăтĕнче пурĕ 100 ытла мероприяти иртнĕ, вĕсене 4 пин ытла çын хутшăннă, — палăртрĕ Владимир Арсеньевич.

«Блокада çăкăрĕ», «Салтака — çыру», «Салтак валли — ăшă», «Окоп валли — çурта» тата ытти акцисем уйрăмах пысăк хавхаланупа иртрĕç. Округра пурăнакансем — ватти-вĕтти хастар хутшăнчĕç вĕсене.

Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас, физкультурăпа спорта аталантарса ачасене çар службине хатĕрлес тĕллевпе республикăра, пирĕн округра та сахал мар конкурс, тематика каçĕсем, ăмăртусем иртнĕ. Патриотизм туйăмне çĕклекен, Раççейĕн мăнаçлăхне сăнарлакан кинофильмсене кăтартасси те вăйра пулнă. Кадет класĕсемпе «Юнармия» юхăмăн хастарĕсем республикăри çарпа патриотла клубсен хушшинче иртнĕ «Пире çак тĕнчене упрама халалланă» фестивале хутшăнма тивĕçнине те ырăпа палăртмалла.

Çавăн пекех воин-интернационалистсемпе, обществăлла организацисен представителĕсемпе, тăван тăрăха кĕске вăхăтлăх отпуска килнĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ.

— Çапăçусене паттăррăн хутшăнса умри задачăна туллин пурнăçланă, пурнăçне хĕрхенмесĕр салтак ятне çỹлте тытнă ентешĕмĕрсемпе куçа-куçăн тĕл пулни пулас ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассинче витĕмлĕ тĕслĕх пулса тăрать те, — палăртрĕ Леонард Левый.

Культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă мероприятисем пирки каласа кăтартрĕ. Уява тивĕçлĕ шайра ирттерес енĕпе культура тата вĕренỹ организацийĕсем сахал мар ĕç пурнăçланă, чылай интереслĕ мероприяти йĕркеленĕ. Округра çулсеренех художествăлла пултарулăх ушкăнĕсен «Хавхалану çăлкуçĕсем» смотр-конкурс йĕркеленет. Унта кашни çулах йышлăн хутшăнаççĕ. Чи лайăх номерсене хатĕрлекенсем февралĕн 22-мĕшĕнче Елчĕкри культура çуртĕнче иртнĕ тĕп концерта хутшăнма тивĕçнĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăннă хамăр тăрăхри салтаксене пулăшас тĕллевпе культура ĕçченĕсем ял халăхĕпе пĕрле ăшă тумтир, апат-çимĕç пуçтарассинче активлă пулнă. Унсăр пуçне вĕсем ыр кăмăллăх концерчĕсем те йĕркеленĕ. Шăмалак, Аслă Таяпа, Арланкасси, Çирĕклĕ Шăхаль, Патреккел тата ытти ялсенче иртнĕ концертсенче пурĕ 86 пин те 700 тенкĕ укçа пуçтарăннине пĕлтерчĕ Марина Владимировна. Асăннă укçа-тенкĕпе йăлтах салтаксем валли кирлĕ япаласем туянма усă курĕç.

«Хĕрỹ точкăсенче» пулнă паттăрсене асăнса ăмăртусем ирттересси те йăлара.

Округри кашни территори пайĕнчех граждансен пухăвĕсем иртнĕ, вĕсенче халăх сахал мар ыйту çĕкленĕ. Пухусенче çĕкленĕ ыйтусене тишкерес тата вĕсене пурнăçласа пынипе паллашас тĕллевпе Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа тата Лаш Таяпа территори пайĕсен начальникĕсене Анатолий Скворцова, Лариса Ильинăна, Светлана Ермаковăна итлерĕç. Кашни ялтах халăха хумхантаркан ыйтусем пур. Вĕсен ытларах пайĕ çул-йĕре, кĕперсене, культура учрежденийĕсене тивĕçлĕ тытса тăрассипе, юсассипе, каçхи тата çĕрлехи вăхăтра урамсене çутăпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем уйрăмах хумхантараççĕ.

Канашлура ытти ыйтусене те тишкерчĕç, пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕç. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли — мартăн 4-мĕшĕнче хĕле ăсатассипе çыхăннă мероприятие тата çак кунах хĕрарăмсен округри фестивальне тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярасси.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code