Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аталану çулĕпе çирĕп утăмпа

Аталану çулĕпе çирĕп утăмпа

Производствăри пĕтĕм ĕçе çĕнĕ технологисемпе усă курса пурнăçлакан «Победа» ОООра, паллă, ĕç тухăçлăхĕ пысăк. Çакна кура экономика кăтартăвĕсем те кунта кашни çул ỹссе пыраççĕ. Отчетлă тапхăрти таса тупăш пайĕ 42 миллион та 526 пин тенке çитнĕ, вăл 2021 çулхинчен 4 миллион тенке яхăн ытларах. Таса тупăша палăртнă чухне ăна усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласа пайлани чи кирли пулса тăнине пĕлетпĕр. «Победăра» вăл 3 миллион та 174 пин тенкĕпе (!) танлашнă. Округĕпе илсен те, çакăнтан пысăкрах кăтартăва урăх никам та çывхартайман.

— Пысăках мар çĕр лаптăкĕпе усă куракан (1340 гектар) ял хуçалăх предприятийĕшĕн çакă, чăннипех, пысăк çитĕнỹ, — тесе ахальтен мар палăртрĕ ял хуçалăх предприятийĕнчи отчетлă пуху ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый.

Тыр-пул валли уйăрнă 530 гектар çинчен пурĕ 16102 центнер, 1 гектартан 36,7 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ кашни çул ỹссе пырать пулин те кунта малтанхи вăхăтран тытăнсах сĕтлĕ ĕне-выльăх ĕрчетессине, вĕсенчен кирлĕ шайри продукци туса илессине малти вырăна хураççĕ. Пĕрре суйласа илнĕ çул-йĕрпе çирĕппĕн малалла утăмлакан хуçалăхра выльăх апачĕ валли усă куракан культурăсене кирлĕ таран лаптăкра çитĕнтернисĕр пуçне, апат пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Юлашки çулсенче уйрăмах кукуруза туса илес ăсталăха та çирĕп алла илме пултарнă вĕсем. Чи лайăх вăрлăхсемпе усă курса акса хăварнăран, вăл кирек хăш çанталăк условийĕнче те хăйĕн тухăçĕпе савăнтарать. 160 гектар лаптăкри «уй-хир пики» иртнĕ çул та çынран çỹллĕ çитĕннĕ.

Пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе «Победа» ООО нумай çул ĕнтĕ районта анчах мар, республикăра та малтисенчен пĕри. Ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре? Çак ыйту çине:

— Тунă çитĕнỹсемпе лăпланса ларманни чи кирли тата тĕрĕсси, — тесе анчах хуравлама пултараççĕ вĕсем.

Сăвăм кашни çул ỹссе пырать. 2021 çулта, тĕслĕхрен, пĕр ĕнерен 8822 килограмм сĕт сунă пулсан, 2022 çулхи кăтарту тата сулмаклăрах — 9747 килограмм!

— Кăçалхи тĕллев — çак кăтартăва 10000 килограма çитересси, — терĕ Николай Головин директор та.

Ферма коллективĕнче вăй хуракансен палăртнине пурнăçлама мĕн пур майсем çителĕклĕ пулнăран, ертỹçĕ татăклăнах çапла палăртать. Кунта ĕне выльăхсене çĕнĕ йышши хăтлă тата «ăслă» оборудованисемпе тивĕçтернĕ витесене вырнаçтарнине пурте пĕлетпĕр. Апла пулин те Николай Головин ỹсĕмсен тĕп вăрттăнлăхне уçса панă чухне выльăхсене тулли рационпа тăрантарса усранине малти вырăна хурать. Ун шучĕпе, кирлĕ шайри продукци туса илес тесен ĕне-выльăха вырăнти условисенче хатĕрленĕ паха апатпа ытлăн-çитлĕн тăрантармалла, унсăр пуçне, кулленхи рациона йĕркеленĕ чухне хушма апатсемпе те шайлашуллă усă курмалла. Чи пысăк сăвăм ăстисем пулнипе ячĕ-сумĕ сарăлнă çак хуçалăхра ахальтен-и кашни çул чи пысăк пахалăха тивĕçекен утă, сенаж-силос хатĕрлеççĕ. Сăвăнакан ĕнесен рационне йĕркеленĕ чухне кукуруза вăрлăхĕпе те (вăл ĕне выльăха вăй парать, продуктивлăха ỹстерме пулăшать) хĕл каçипех анлăн усă кураççĕ. Шăпах çак сăлтава пула хальхи вăхăтра та чĕр тавара ĕçлесе хатĕрлекен предприятие фермăран куллен 10,5 тонна сĕт ăсатаççĕ. Хĕл тапхăрĕнчи кулленхи сăвăм 26-27 килограмран пĕрре те чакман.

Сĕт туса илни ял хуçалăх предприятине пысăк услам кỹрет. Пахалăхне кура пысăк хака тивĕçекен чĕр тавара сутнинчен (1 центнерĕ 3000 тенке яхăн ларнă) отчетлă тапхăрта 97 миллион та 807 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. «Шурă ылтăна» туса илнинчен куллен, çулталăк тăршшĕпе укçа-тенкĕ пырса кĕнине асра тытакан хуçалăхра иртнĕ çул та сăвăнакан ĕнесен хисепне 20 пуç ỹстернĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче отчетлă тапхăрта мăйракаллă шултăра выльăхсем пурĕ — 1243, çав шутран 360 пуç сăвăнакан ĕне шутланнă.

Очетлă тапхăрта округри хăш-пĕр хуçалăхсенче, 2021 çулхипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси самаях чакнă. «Победа» ОООра вара — ỹснĕ, сахалах та мар — 41,4 процент. Çак тĕслĕх те ял хуçалăх предприятийĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕç-хĕле тухăçлă йĕркелеме çирĕп тĕллев илнине уçăмлăн çирĕплетсе парать. Çакна палăртса калани те вырăнлă пулассăн туйăнать: ял хуçалăх предприятийĕнче çак çулсенче вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхсем (никамран малтан ĕнесене сăвăнакан залра сума тытăнни, кивĕ витесене реконструкци туса çĕнĕ условисенче ĕçлемелле туса хатĕрлени, никĕсрен пуçласа темиçе çĕнĕ йышши вите хута кайни…) округри ытти хуçалăхсемшĕн те тăрăшса ĕçлеме хавхалантаракан ырă тĕслĕх пулса тăчĕ мар-и? Вырăнсенчи ертỹçĕсемпе специалистсем те çавăн пек шутласса, каласса пĕлсе тăратпăр.

Паянхи пурнăç таппипе тан утăмлакан, ырă пуçарусемпе палăракан «Победа» ОООра вăй хуракансен вара савăнмалли, хавхаланмалли сахал мар. Ĕç тухăçлăхне тата тупăшсен пайĕ ỹссе пынине шута илсе вĕсене тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлеççĕ. Отчетлă тапхăрти пĕр çыннăн вăтам шалăвĕ 31684 тенкĕпе танлашнă. Ĕне сăвакан операторсемпе хĕрỹ вăхăтра уй-хирте вăй хунă комбайнерсемпе механизаторсен, водительсен ĕç укçи тата пысăкрах пулни, паллах. Унсăр пуçне, ял хуçалăх организацийĕн дирекцийĕ малта пыракансене тĕрлĕ енлĕн пулăшасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа хуçалăх производствинче вăй хуракансене, çавăн пекех 50, 55, 60 çул тултарнисене пурлăх тĕлĕшĕпе хавхалантараççĕ. Пархатарлă ĕçре тăрăшакансене темиçе çул хушши сумлă парне — пăру парса савăнтарнине те астăватпăр. Хальхинче ĕçре хастарлăхпа палăрнисене — Борис Эвриков энергетика, Милауша Гафиятуллина ĕне сăвакан оператора, Раиса Дмитриева, Ольга Романова пăру пăхакансене, Светлана Чермакова, Марина Столярова рабочисене, Раиль Самигуллин, Сергей Елисеев, Николай Логинов механизаторсене 15-шер пин тенкĕ парса хавхалантарчĕç. Раиса Дмитриева, Светлана Герасимова, Владимир Козлов 50 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ, вĕсене — 5-шер пин тенкĕ преми. Ĕçне кура — хисепĕ.

Салам сăмахĕсем çумне, паллах, муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та хутшăнчĕ. Пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕпе специалистсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе механизаторсене, рабочисене вĕсен ырми-канми ĕçĕшĕн тав турĕ, çĕнĕ ỹсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. Май пулнипе усă курса сахал яваплă обществăра вăй хуракан Владимир Михайлова, Алевтина Кирюхинăна, Ирина Матвеевăна тата Анатолий Сорокина Елчĕк муниципалитет округĕн Хисеп хучĕсене парса чысларĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Николай Головин директор производствăра малта пыракансене пархатарлă ĕçшĕн тав тăвать

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code