Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унта федерацин, республикăн тата округсен массăллă информаци хатĕрĕсен 50 ытла журналисчĕ хутшăнчĕç. Çавăн пекех мероприятире пуçласа шкулсемпе студентсен медиастудийĕсем те пулчĕç. Конференципе тỹрĕ эфир урлă Чăваш Ен НТРК, «ВКонтакте» социаллă сетьри «Олег Николаев. Чувашия» сообществăра, «Телеграмри» Олег Николаев каналта паллашма пулчĕ.
Икĕ сехет те 25 минута пынă тĕл пулу ум сăмахсăрах пуçланчĕ. Олег Алексеевич пĕтĕмпе 36 ыйту çине хуравларĕ. Вĕсен ытларах пайĕ ятарлă çар операцийĕ пирки пулчĕ. Унта хутшăнакан салтаксене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевпе Патшалăх фончĕ Чăваш Енре те йĕркеленĕ. Вăл пĕр-пĕр учрежденире мар, мĕн пур юхăма пĕрлештерекен тытăм пулса тăрĕ. Юридици ыйтăвĕсене татса парсанах вăл ĕçлесе кайĕ те. «Ятарлă çар операцийĕ хăçан вĕçленесси паллă-и?» ыйту çине регион пуçлăхĕ çапла хуравларĕ:
— Çĕнтерỹ хăвăртрах пултăр тесе эпир пĕтĕм халăх хутшăннипе нумай ĕç туса ирттеретпĕр, салтаксене, вĕсен çемйисене те пулăшусăр хăвармастпăр. Кăçал çĕнтерỹ пуласса шанатăп.
Республикăра ятарлă штаб та ĕçлет. Çакă та çивĕч кирек хăш ыйтăва вăхăтра татса пама май парать. Çар çыннисене реабилитаци тухма Шупашкарта госпиталь пур, çавăнпа ятарлă центр кирлĕ маррине палăртрĕ Олег Алексеевич.
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçласси пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, нумай хваттерлĕ çуртсенче 1800 лифт улăштармалла. Округсенче шыв башнисем улăштармалла, тасатакан сооруженисене çĕнетмелле. Асăннă ыйтусем ытларах Çĕмĕрле, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри хулисене пырса тивеççĕ.
Санкцисем пирки те пресс-конференцире ыйту пулчĕ.
— Санкцисен списокне кĕртнине мана пысăк паллăпа хакланă пек йышăнатăп, — терĕ Олег Алексеевич. -Эпĕ чикĕ леш енне тахçанах çỹремен, çавăнпа санкцисем мана мĕнле те пулин витĕм кỹнине туймарăм. Пирĕн Раççей пысăк. Кашни субъектра курмалли нумай. Кăçал Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче ачасене хамăрăн республикăпа лайăхрах паллашма май туса парăпăр.
Наци уйрăмлăхне палăртассипе тĕрĕс ĕçлесен пирĕн регион туристсемшĕн илĕртỹллĕрех пулĕ, çавна май патшалăх пулăшăвне те тивĕçме май килĕ. Юлашки çулсенче агротуризмпа интересленекен нумайланнă. Комплекслă ĕçлени инвестици вырăнĕсене уçма май туса парĕ.
Виктор Сорокин блогер шкулсенче тавра пĕлỹ, Çар мухтавĕн музейĕсем çуккишĕн пăшăрханса калаçрĕ. Олег Николаев вара шырав отрячĕсем курăмлă ĕçленине, вĕсен витĕмĕпе музейсем уçăлнине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра, калăпăр, этнографи музейĕсем ĕçлеççĕ. Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски тăрăхĕсенчи, Елчĕкри этнографи музейĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăй те пулса курнă.
Пĕрлехи налук счечĕ çине куçни — çĕнĕлĕх. Финанс ĕçне нумай кĕтменлĕх кĕртнĕ вăл. Республикăра ку енĕпе лару-тăру япăхах мар. Çакнашкал мел çынсене налук вычечĕсене илме май парать. Пĕрлехи налук счечĕ муниципалитет реформине лайăх витĕм кỹрет, çакă ĕçе ансатрах ирттерме май парать.
Усрав ачасемпе çыхăннă ыйту та пулчĕ тĕл пулура. Унашкал çемьесене, тỹрех калăпăр, куçран вĕçертмеççĕ. Пулăшу мелĕсем çинчен çемьесен хăйсен те пĕлмелле. Кăçал 6 тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç.
— Муниципалитет округĕсен ертỹçисене малашне тỹрĕ суйлавпа палăртасси патне пыратпăр, — хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах хускатнă май палăртрĕ Олег Николаев. — Чи малтанах пирĕн яваплăха ỹстермелле. Чиновниксен хăйсен тĕллевне, халăх сăлтавсăр ỹпкеленине пăхмасăр, пурнăçлама тăрăшмалла. Çав вăхăтрах ỹпкелешекен çынсем сахал пулни савăнтарать.
Пресс-конференцире республикăн тĕп хулипе çыхăннă ыйтусем те пулчĕç.